Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑкӑрӗ (тĕпĕ: кӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара сурӑх путекки патне пычӗ те, ӑна ачашшӑн аллине илсе, кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик ӗҫме чарӑнчӗ, сывлӑш ҫитмен пек ҫӑварне карса хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлама пуҫларӗ, унӑн кӑкӑрӗ каллех хӑрӑлтатса илчӗ.

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуллисене хуҫлатса Кӑчӑк туртать шӑпарҫа, Кӗҫ ҫавӑнтах антӑхса Асне илет асамҫа: Мулентейӗн шӑпӑрӗ Иккӗмӗшӗ чарӑнать, Унӑн анлӑ кӑкӑрӗ Сывлӑш ҫитми тӑвӑнать…

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кайран вара тухатмӑш кӑкӑрӗ тӗлне ӑвӑс юпа ҫапса хучӗҫ те каллех тӑпрапа витрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ку пукане кӑкӑрӗ пулчӗ.

Помоги переводом

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Катя та хӑйӗн телейӗпе туллин киленет: мӑрла-мӑрла, пуҫӗпе аппа кӑкӑрӗ ҫумне те шӑлӑнкалать, ун ал пӳрнисене ҫулакаласа илет, хӳрине вӑраххӑн выляткалать — савӑнӑҫне ниҫта шӑнӑҫтараймасть вӑл.

Помоги переводом

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Кусем вара, этем текеннисем, хӑйсем тӗп тунӑ чӗрӗ тӗнче кӑкӑрӗ ҫине лӗштӗр кайса лӑштӑрт! йӑванса выртрӗҫ те ҫавӑнтах, чӗркуҫҫийӗсене хуҫса, купарчисем ҫине ларчӗҫ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Хӑшне пӗсехерен ярса тытса, хӑшне кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, юлашки вӑйне пухса, хистенсе, хӑрушлӑха пӑхмасӑр, хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр нихӑҫан та курман, нихӑҫан та илтмен, нихӑҫан та пӗлмен, шӑйӑрӑлса-аманса пӗтнӗ, пӗр пӗлми ҫынсене шывран сӗтӗрчӗ те сӗтӗрчӗ Аркадий.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Пӗррехинче сыхлӑх камери патӗнчех ҫак пӗчӗк шурӑ йытӑ темӗнле курага пек хыткан карчӑк кӑкӑрӗ ҫине малти урисемпе тӗреннӗ те хӳрине вӗлтӗртеттерет кӑна.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Шӑмӑршӑсем ҫинех тӑнипе ҫӗнӗ арӑма каснӑ-лартнӑ Нарспилле тумлантарчӗҫ (пуҫӗнче хушпу, кӑкӑрӗ ҫинче шӳлкеме, хул урлӑ тевет).

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Унӑн кӑкӑрӗ ҫинче 2-мӗш степеньри Аслӑ Аттелӗх вӑрҫин орденӗ, «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» тата ытти медальсем йӑлкӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Леонард Левый юбиляр кӑкӑрӗ ҫине «Елчӗк районне — 95 ҫул» медаль ҫакса ячӗ, район аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Роберт Ивановича тав турӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Кӑкӑрӗ ҫине «Сатана Дьявол» тесе ҫырнӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ветеранӑн кӑкӑрӗ те «ҫӗмӗрӗлнӗ», чӗри те тӳнклетсе «уксахлама» пуҫланӑ, ҫавна пула вӑл, ырсах ҫитнӗскер, пичӗ шӑмӑланичченех типнӗскер, айлатса, вырӑнпах выртнӑ, юлашкинчен ӳчӗ те шӑтнӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗр, каччӑ аллинчен илсе, пуш черккене кабина чӳречи умне лартать те ун ҫумне таччӑнрах, ҫилӗмленсех ҫыпҫӑнать, лешӗн аллине хӑйӗн нӑкӑ-нӑкӑ кӑкӑрӗ ҫине хурать:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Каҫар, Турӑ атте, — аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетрӗ Ула Тимӗр те.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасартӑк вӑл аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе тытрӗ те чӗркуҫҫийӗ ҫине ҫӑкӑнса анчӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑкӑрӗ ҫине «вупкӑн» тесе ҫырнӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑкӑрӗ ҫине «Аслӑ Шуйттан» тесе ҫырнӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис вара кун пек чухне йӗри-тавраллах, сапӑнса, кӑра хум ывӑтса ярать, унӑн кашкӑр асав шӑлӗсем чӑшӑлл! ӳссе хӑпарса каскӑчланаҫҫӗ, кӑкӑрӗ ҫинчи йӑшӑркка ҫӑмӗ йӑшӑлт ҫӗкленсе шӑртланать, чӑмӑртаннӑ чышкисем те ҫӑтӑр-ҫӑтӑр хытса тимӗрленеҫҫӗ, пӳрнисен чӗрнисем ал тупаннех касса кӗреҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней