Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав кӗлет пысӑк чул ту ҫинче, тарӑнӑшӗ унӑн виҫӗ хӑлаҫ, ӑшне кӗрес тесен виҫӗ тимӗр алӑк урлӑ иртмелле, алӑкӗсене нимӗҫ виҫӗ ҫӑрипе питӗрнӗ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Ҫамкипе алӑк янаххине перӗнес мар тесе, тимӗрҫӗ алӑкран пӗшкӗнсе кӗчӗ.Переступая порог, великан нагнулся, чтобы не стукнуться лбом о притолоку.
XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Шӑпах алӑк ҫинче, ҫурӑмӗпе алӑк янахӗ ҫине таянса, Дасаоцза тӑрать.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Чжан Фу-ин алӑк патӗнче вилнӗ пек хытса тӑчӗ, сасартӑках курпунланса кайрӗ, унтан алӑк янахӗнчен ярса тытрӗ.Чжан Фу-ин замер в дверях, сразу сгорбился и ухватился рукой за косяк.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Фома, хуллен кӑна алӑка уҫса, Щуров йышӑннӑ номере кӗнӗ те, хуҫана хисеп туса, алӑк патнех чарӑнса тӑнӑ.Фома, отворив дверь, почтительно остановился на пороге номера, который занимал Щуров.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иккӗмӗш куракне эпӗ алӑк урлӑ каҫма мар, алӑк витӗр тухма вӗрентрӗм.Вторую ворону я приучил идти не по перекладинам, а в самые ворота.
Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Тепӗр кунне эпӗ какай татӑкӗсене кашни алӑк патне мар, пӗрре е икӗ алӑк урлӑ хурса тухрӑм, анчах манӑн «артистка» ӗнерхи пекех сиксе хӑма вӗҫӗнчи клетка патне ҫитсе тӑрать.
Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Курак хӑйӗн клетки ӑшӗнчен сиксе тухать те алӑк урлӑ каҫмалли тӗле хунӑ какай татӑкне ӑмсансах, ҫисе ярать, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл ытти алӑкӗсем патне пырса каллех какайсене ҫисе малалла каять, ҫапла вӑл тепӗр клетки патне ҫитсе тӑрать.
Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Ак хайхи алӑк уҫӑлать, пӑхатӑп — темӗнле ҫын кӗрет, сывлӑх сунчӗ те алӑк патӗнче чарӑнса тӑчӗ.И вот открывается дверь, вижу — входит какой-то человек, поздоровался и остановился у двери.
Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Алӑк ҫине хулӑн чаршав карнӑччӗ, вӑя алӑка тачӑ хупласа тӑратчӗ.
Донбасри сивӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Кунта вӑл хапха уҫса хупакана: сирӗн господинӑр патӗнче выляса кӑтартрӑм, васкатӑп, хыҫалти алӑкран кӑларма ыйтатӑп, мӗншӗн тесен лери алӑк патӗнче ҫын нумай кӗпӗрленсе тӑрать, тенӗ.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Алӑк хыҫӗнчен мучи: — Йӑнӑш пулма пултараймасть. Сирӗн алӑк тӑрринче ҫутӑ ҫунать, — тет.А дядя из-за двери говорит: — Не может быть ошибки. Над вашей дверью свет горит.
Эпӗ шыва кӗни тата кайран мӗн туни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Сасартӑк алӑк уҫӑлса кайрӗ те, алӑкран ҫынсем тухма пуҫларӗҫ.
Эпир «Мускав» ятлӑ гостиницӑра // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Акӑ алӑк, ҫак алӑк хыҫӗнчен юрлани илтӗнет те ӗнтӗ.
Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Вара Маруся алӑк хӑлӑпӗнчен аллипе уртӑнать, йывӑр пружина тӑсӑлать те, чӑрсӑр Маруся умӗнче шкул алӑкӗ яриех уҫӑлать.
Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Килениччен пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн, Маруся харсӑррӑн шкул алӑкӗ патне пырать, ӑна хӑлӑпӗнчен туртса пӑхать, анчах алӑк уҫӑлмасть.Наглядевшись, Маруся храбро подходит к школьной двери, дёргает её за ручку, но дверь не открывается.
Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Эпир Пашкӑпа иксӗмӗр юлашки «ӗҫмелли заведени» патне ҫитсе пыраттӑмӑр — ҫав вӑхӑтра сасартӑк хупах алӑкӗ шалтлатса уҫӑлса кайрӗ те алӑк умне икӗ шахтер тухса тӑчӗҫ.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ку сӑмахсене каласа та пӗтерейменччӗ, алӑк шатӑртатса уҫӑлчӗ те присутстви пӳлӗмӗнче Иван Никифоровичӑн малтанхи ҫурма кӳлепи курӑнсах кайрӗ, тепӗр ҫурма пӗвӗ унӑн алӑк леш енчехчӗ-ха.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Алӑка ҫӗре ӳкермешкӗн колоннӑна тепӗр икӗ хут тӗртмелле пулчӗ, юлашкинчен алӑк кайса ӳкрӗ; вара икҫӗр гладиатор, факелсене сӳнтерсе, пӗр сасӑ тумасӑр, хулана тухрӗҫ.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Коридора тулнӑ гладиаторсем, алӑка чӗртсе ярас тесе, факелсене алӑк умне купалама тытӑнчӗҫ.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.