Поиск
Шырав ĕçĕ:
— А! — эрленсе аллине сулчӗ Ван-Конет пусӑрӑнчӑклӑн чӗнмесӗр тӑрсан тата перӳҫе алӑ ҫупакан Лаура «Браво!» кӑшкӑрнӑ хыҫҫӑн.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сногден, манӑн аллӑмсен ҫирӗплӗхне йӗркене кӗртмелле, ыран мар тепӗр кун эпӗ мӑшӑрлану контрактне алӑ пусатӑп.Сногден, я должен восстановить твердость руки, я послезавтра подписываю брачный контракт.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вара чӗме пӑнчӑн сылтӑм чиккине, пӑнчӑ варринчен кӑштах ҫеҫ аяларах куҫарчӗ, анчах варрипе пӗр шая мар, аллинче текех иккӗленӳ туймасӑр, — ҫак алӑ пӳрни вара пускӑҫ ҫинче, — Давенант ӑшӗнче хӑй те тӗл еннелле вӗҫрӗ, ҫавӑнтах курока пусрӗ те варринчен лектернине асӑрхарӗ, мӗншӗн тесен пӑнчӑра шӑтӑк йӑлтӑртатать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак хӗр клиникӑра ӗҫлет; йывӑр самантсенче Робод унран аллине хӑйӗн ҫамки ҫинче тытма тӑтӑшах ыйтать, хускалманран туйми пулнӑ пуҫӗнчен пӗчӗкҫӗ те кӑмӑллӑ ҫак алӑ ҫӑмӑллӑн сӗртӗнессе халӗ те сапӑрланса кӗтет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Вӑл авӑккӑн ҫаврӑнчӗ; кӗл жгут чӗтренчӗ те хӗре аллинчен явакларӗ, алӑ хӑвӑрттӑн усӑнчӗ, — ӑна чӑннипех ҫапрӗҫ тейӗн.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Аян хӑйӗн вырӑнне йышӑнчӗ ҫеҫ — койка ҫине Редж, Пэдӑн сылтӑм алли, йӑраланса хӑпарчӗ; халӗ вӑл — алӑ кӑна, мӗншӗн тесен кӗлетке ишсе кайнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Унӑн черчен те ҫемҫе аллисенчен каччӑн алӑ тупанне ӑшӑ ҫапрӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Платформа ҫинчен, — кӑшкӑрашса, савӑнӑҫлӑн вӑрҫкаласа, — алӑран алӑ ҫине тупӑ снарячӗсем ывӑтаҫҫӗ, вӗсене двуколкӑсем ҫине тиеҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Альфред Эмиле алӑ сулчӗ, Лина пӗчӗк Идӑпа алӑ сулса сывпуллашрӗ.Альфред помахал на прощание Эмилю, Лина помахала маленькой Иде.
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Алӑсене хӳтӗлеме тунӑ япалана алӑ витти тенӗ.
Тимӗр тумтир // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Алӑ вӗҫҫӗн кунтан ытла ывӑтма ҫук: алӑсем вӑйсӑр!Дальше метнуть камень невооруженной рукой нельзя: мускулы слабы!.
Праща // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
— Ҫавнашкал маттур йӗкӗт тупӑнчӗ манӑн — ҫын алӑ пуснӑ евӗрлех алӑ пусать, чӑн-чӑннинчен уйӑрма та ҫук!— Такой у меня парень нашелся — подделал подпись, не отличишь от настоящей!
Чăн чăннисенчен те лайăхрах // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Лукин вара кирек хӑш начальник алӑ пуснине те ҫав тери тӗрӗс ӳкерсе илсе алӑ пусса хуратчӗ.А Лукин умел мастерски подделывать подпись любого начальника.
Чăн чăннисенчен те лайăхрах // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Сталин юлташ хӑйӗн докладӗнче: «Пирӗн партизансемпе партизанкӑсене — мухтав!» тесен, залра доклад итлесе ларакан ҫынсем алӑ ҫупса оваци туни ҫумне пирӗн партизансем алӑ ҫупни тата «урра» кӑшкӑрни хутшӑнса кайрӗ.
Уяв // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Партизансене курсанах аллисене ҫӳлелле ҫӗклерӗҫ те, виҫӗ шӑллӑ юплешке пулса та тӑчӗ — икӗ алӑ, варринче — пуҫ.Как увидели партизан, сразу подняли руки вверх, и получился трезуб — две руки, посередине голова.
Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Алӑ пӳрнисем унӑн тӗлӗнмелле туйӑм-сисӗмлӗ, вӗсенче тӑсӑлас килнӗ чух тӑсӑлтаракан асамлӑ вӑй пур; ҫав миллионер, Нью-Йоркра ларнӑ ҫӗртенех, таҫта Ҫӗпӗрте доллар ӳссе ҫитӗннине туйсан — Берингов проливӗ урлӑ аллине тӑсать те, вырӑнтан тапранмасӑрах, юратнӑ ӳсентӑрана татса илет.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Василий Георгиевич Лена вырӑнӗ патӗнче сехечӗ-сехечӗпе ларнӑ, алӑ тымарне хутран хут хыпала-хыпала пӑхнӑ, вӗри ҫамкине алӑпа тытса ларнӑ, тӗксӗмленнӗ мӑйӑхӗсене шӑртлантарса сиктеркеленӗ тата илтӗни-илтӗнми хӑй ӑшӗнче вӑрҫкаланӑ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Бауман аллипе камерӑна йӗри тавра хыпашласа пӑхрӗ — кунта ытла тӑвӑр иккен: кирек хӑш тӗлтен те алӑ стенана перӗнет.
XVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӗсем пӗр пӗрне алӑ пачӗҫ, аллисене хытӑ чӑмӑртарӗҫ, Бауман, пуҫне ҫӗклемесӗрех, сӑмах хушрӗ:Они пожали друг другу руки, крепко, Бауман сказал, не поднимая головы от записок:
X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
«Сирӗн аллӑр ҫитейми вырӑна, Цюриха лайӑх килсе ҫитнине палӑртас ятпа эпир «Ылтӑн ҫӑлтӑр айӗнче» ятлӑ ресторана пухӑнса, сире ун ҫинчен систерес тесе ҫакна каласшӑн пултӑмӑр: часах — пурсӑмӑр та пӗрле — каллех Российӑна таврӑнатпӑр, ҫапла вара, эсир пирӗн алӑ ҫитмелли вырӑнта пулатӑр».
XLIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.