Поиск
Шырав ĕçĕ:
Партизан-салтак Фесенко П. П. Тӑван ҫӗршыв умӗнче хӑй айӑпне каҫарттарӑп тесе, пурнӑҫа хӗрхенмесӗр кӗрешӗп тесе пӗтӗм отряд умӗнче тупа туса сӑмах пачӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӗрача хӑйне хӑй темле аван мар туйса айӑпне каҫарттарасшӑн пек калаҫать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Илюшка та анне умӗнче хӑй айӑпне туйнӑ пек тӑрать, пуҫне хӑпартмасӑр пӳрнипе хӑйӑр ҫине чӗркелет вӑл.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Иккӗмӗшӗнчен — ҫав сӑмахсемсӗрех хӑй айӑпне ӑнланать: тӑкнӑ-тӑкманах ӑнланать, хӑйне хӑй кӳренет.А во-вторых, и без них понимает, что виноват: как пролил, так сразу понял и огорчился.
Коростелевпа ытти ҫынсем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑл тата хӑй пленра пулни ҫинчен, унӑн хӑйӗн айӑпне ашшӗпе Хӗрлӗ Ҫар умӗнче каҫарттармалли, ҫав айӑпа хӑех пӗлни ҫинчен каласа пачӗ.
10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Лётчик айӑпне пула пӗтӗм хула хаҫатсӑр тӑрса юлни е хаҫата кая юлса илни пӗрре те пулмалла мар.
«Правда» хаҫат матрицисемпе // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Вӗсем ӑна вӑл хӑйӗн юлташне инкекрен ҫӑлнӑ хыҫҫӑн, юлташӗн айӑпне хӑй ҫине илнӗ хыҫҫӑн пушшех те ытларах хисеплеме пуҫланӑ.Особенно после того, как однажды он выручил товарища, взяв его вину на себя.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Устав тӑрӑх капла туни юрамастчӗ те, анчах Зиновий Петрович айӑпне хӑй ҫине илчӗ, Ҫемене, паттӑрлӑхне кура, уйрӑм сума сӑвас тенипе турӗ ӗнтӗ ӑна вӑл.
XXXI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ҫак мӗскӗн старик хӑй айӑпне йышӑннӑ, хӑй 64-мӗш номерлӗ полицейскине темӗнле, ӑнланмалла мар майпа кӳрентернине пӗлнӗ вӑл, закон божий урокӗнче ларакан ача, Ева ҫылӑха кӗнине пула, хӑйне хӑй эп айӑплӑ тенӗ пекех, Крэнкбиль те хӑйне хӑй айӑпланӑ.
V // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Ҫак самантран пуҫласа Крэнкбиль, хӑй мӗншӗн айӑплине пӗлнӗ пулсан, хӑй айӑпне хаваслансах йышӑннӑ пулӗччӗ.И с этой поры Кренкебиль охотно бы стал признаваться, если б только знал, в чем надо признаться.
II // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Серегин айӑпне каҫараҫҫӗ, теҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл кулянса ҫеҫ: — Халь Силина ҫӑлма пулать пулсан, айӑпне хам ҫине хӗпӗртесех илетӗп, — терӗ.Он только с горечью ответил: — С радостью возьму вину на себя… если это вернет нам Силина.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Залкинд патне вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑнас шухӑшпа кайрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Паспорт илӗпӗр, терӗ, — хӑй айӑпне сирсе яма хӑтланчӗ Анна Трофимовна.Она обещала выправить паспорт, — оправдывалась Анна Трофимовна.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Лешсем хӑйсен айӑпне сирме хӑтланаҫҫӗ: ҫыннисем палламанскерсем-ҫке, теҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӑл, хӑй айӑпне сирсе яма тӑрӑшса, Ольга манран хӑвӑртрах пулӑшу ыйтать, терӗ.Он оправдывался тем, что Ольга требовала у него немедленной помощи.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ку офицер хӑй мӗн сӑлтавпа каярах юлнине ҫав тери тӑрӑшса ӑнлантарма тытӑнчӗ, хӑй айӑпне сирме хӑтланнӑ пекех калаҫать вӑл, ҫавӑнпа ун ҫинчен ирӗксӗрех, ку ҫын хӑрать ӗнтӗ тесе шухӑшлама пуҫлатӑн.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ун айӑпне кӑтартса парӗҫ, эпӗ ун пирки иккӗленместӗп.
LХХХV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Епле те пулин сӑлтав тупса, айӑпне хӑй ҫинчен сирсе ярасшӑн каланӑ: «Сан тимӗрӳ сиенлӗ пулчӗ», — тенӗ.И, чтобы отговориться чем-нибудь, сказал: «С твоим железом несчастье случилось».
Икӗ хуҫа // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Алжир патшине Бауакаса каланӑ: «Санӑн пӗр хулунта тӗрӗс тӳре пурӑнать, вӑл тӳре кам айӑплине витӗр курса тӑрать, унтан ниепле усал ҫын та хӑй айӑпне пытараймасть», — тенӗ.
Тӗрӗс тӳре // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.