Поиск
Шырав ĕçĕ:
1922 ҫулта пӗрремӗш кӑларӑм вӗренсе тухнӑ — унта 28 ҫын (вӗсенчен 3 хӗрарӑм) пулнӑ — 15 историк, 6 философ, 3 литератор, 2 чӗлхеҫӗ, 1 экономист, пӗрремӗш вӗренсе тухакансен йышӗнче — Б. Агапов, С. Джанашиа, Т. Ломоури, А. Чикобава, В. Топурия, К. Бакрадзе, Ир.
Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97
Вӗсем хушшинче «Хӗллехи Атӑл», «Атӑл ҫинчи ир», «Пӑр кайни», «Чечексем», «Ҫуркуннехи улмуҫҫисем», «Сӗтел ҫинчи пан улмисем» ятлӑ картинӑсем палӑрса тӑраҫҫӗ.
Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.
Огурсем пратӗрӗк йӑхӗсен пӗтӗмӗшле ушкӑнӗнчен питӗ ир уйрӑлса тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.Предполагается, что огуры очень рано выделились из общего массива пратюркских племён.
Огурсем // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D0% ... 0%B5%D0%BC
— Ӑҫта тухан халех, ир вӗт-ха, — чарасшӑн пулчӗ ӑна Актай.
8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Итлӗр-ха, студент юлташ, сирӗн каникул мӗншӗн питӗ ир пуҫланнӑ?
7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
— Ытла ир кайрӗ Сантӑркка.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ир те каҫ та мана пӗрер кружка ӑшӑ сӗт ӗҫтереҫҫӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ир вӑраннӑ кӑвакарчӑн тулӑ пӗрчи тупнӑ, тет, — тавӑрчӗ лешӗ, чикан майри пек, куҫӗсене чӑлт-чалт вылятса.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ир енне картишне тухса выльӑхсене апат пачӗ, шӑварчӗ.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑрах ҫывӑраймасӑр выртнӑ хыҫҫӑн ир енне ҫеҫ тӗлӗрсе кайрӗ Иван.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫулла кун пек ир пӗр-пӗр чакак сас параканччӗ, халӗ вӗсем ялалла куҫнӑ ӗнтӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ир енне шӑнтрӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сивӗ ҫилсем ҫурҫӗр пӗлӗчӗсене хӑваласа килчӗҫ те, ир енне юр ӳккелесе тӑчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сӑмахсем сайраран сайраланса пычӗҫ, ир енне ҫумӑр та пӑт-пат ҫеҫ ӳккелерӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Кӗтӳ ир таврӑнать ӗнтӗ паян.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ыран ир тӑмалла.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кашни ир Хумкка мучи, чӗрине пусарас тесе, ял Советне ҫӳрет, унта ҫеҫ калаҫать-ҫке радио та.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вара, Ваҫлие Хусанти полици участокне илсе кайнӑ ир, Атӑлкассине ҫирӗм сакӑр ҫулалла ҫитнӗ, хӑва хулли пек ҫинҫе те сакайӗнче шӑтса ӳснӗ ҫӗрулми калчи пек шуранка сӑн-питлӗ Жемени ҫамрӑк барон персе ҫитрӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тата тепӗр ир килсен Мошков шанӑҫне ҫухатрӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ир ҫине кӗлтӑвакансен йышӗ сайралса пычӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.