Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Илтес (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ӗнтӗ эпӗ вӑл ҫӗлен пек чаштӑртатнине систерсе хӑрлатнине текех илтес ҫук, сӗм ҫӗрлесенче пӗлмен сукмакпа пынӑ чух вӑл хамран мала сиксе тухса, тӗпсӗр шырлана анса каясран ҫула пӳлнине кураймӑп.

Теперь я уже не услышу его змеиного шороха и хрипа и не увижу, как он, идя по неведомой тропинке, преграждал мне путь, чтобы опередить меня, чтобы не упасть в пропасть.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Невушлӗ санӑн услап та кахал ятне илтес килет?

Зачем тебе слыть лоботрясом и нерадивцем?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Унӑн ҫын сассине илтес килет, лини ӗҫленине, пурте хӑйсен вырӑнӗнче пулнине пӗлес килет.

Просто услышать человеческий голос, убедиться, что линия действует, что все на своих местах.

XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Юратнӑ хӗр ҫинчен усал сӑмах илтес килмен пекех илтес килместчӗ.

Не хотелось услышать его, как плохое слово о любимой дивчине.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Лукьяныч чӑхха сарайне илсе кӗчӗ, чӑххи кӑшкӑратчӗ, Серёжа ҫавна илтес мар тесе аяккалла тарчӗ.

Лукьяныч запирался с курицей в сарае, курица кричала, а Сережа убегал, чтобы не слышать ее криков.

Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Брянский НП-ран мӗн каланине илтес тесе, хӑрах хӑлхине хупланӑ телефонист ҫӗр пӳртре трубка ҫумне лӑпчӑннӑ.

Телефонист в землянке припал к трубке, закрыв второе ухо, чтобы слышать, что передает Брянский с НП.

VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Чернышӑн майортан пӗр сӑмах та пулин илтес килет.

Чернышу хотелось услышать от майора хоть слово.

III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Шухӑшлас мар, илтес мар, калаҫас та мар.

Не думать, не слышать, не говорить.

1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Монтанелли татӑлса йӗнине илтес мар тесе, Артур пуҫӗ ҫинченех утиялпа витӗнчӗ.

Артур натянул на голову одеяло, чтобы не слышать плача Монтанелли.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Е эсир эпӗ каласа панине тепӗр хут илтес тетӗр-и?

Или вы желаете, чтобы я повторил ее снова?

III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Э-эх, ӑҫта та пулин кӗтессе хӗсӗнсе, нимӗн те илтес мар тесе, хӑлхасене хупласа лартма май пулсанччӗ!

О, если бы он мог спрятаться куда-нибудь в уголок и заткнуть уши, чтобы звуки не достигали их!

XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Мӗн пулчӗ? — ыйтрӗ вӑл ӑнланмалла мар сӑмахсене илтес тесе тата аяларах пӗшкӗнсе.

— Что случилось? — спросил он, нагибаясь еще ниже, чтобы расслышать невнятный ответ.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Унтан, хӑй ӗмӗтленнине, чунӗпе кӗтнине, ӑсӗнче пухӑнса ҫитнине юнашар тӑраканран та илтес килнипе йӑлӑнса, ҫапла каласа хучӗ:

И, умоляя того, кто стоял рядом, услышать то, чего она желала, то, чего ждала душой, то, что накопилось, сказала:

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӑшӑ та хӑйне хавхалантарса яракан сӑмахсене конструкторӑн, нихҫан та мар, халӗ, ҫак самантра, илтес килчӗ…

Конструктору, как никогда, хотелось услышать теплое, ободряющее слово именно сейчас, в эту минуту…

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ҫакӑн пек нӑшӑклатнине илтес мар тесе, Никита каллех хытӑ сасӑпа вулама пуҫларӗ, анчах хӑй ҫапах та ӑна итлерӗ.

Никита снова поднял голос, чтоб заглушить, не слышать этот влажный шёпот, но всё-таки вслушивался в него.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Унӑн тӗлӗнмелле сӑмахсем илтес килнӗ, анчах Наталья ун пек сӑмахсене пӗлмен.

Ему хотелось услышать слова необыкновенные, но Наталья не знала их.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

— Ун ҫинчен урӑх илтес те килмест! — терӗ Беридзе.

— Не хочу больше слушать о нем! — сказал Беридзе.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пиллӗкмӗш участокри инженерӑн калаҫӑвне илтес тесе, Алексей те тимлесе итлерӗ.

Алексей сильно напрягал слух, чтобы тоже разобрать слова инженера пятого участка.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ҫакӑн пек тӗплӗн каласа панине сирӗн пачах илтес килмест вӗт.

— Совсем неинтересно вам слушать такие подробности.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Арон пӗчченех юлчӗ «Вот вӗт шуйттан, — шухӑшларӗ вӑл вӑрҫӑ сассине итлесе. — Командир сассине те илтес ҫук кунта».

И Арон остался один: «Кой чорт»! — подумал он, слушая весь этот гром боя: — «Где уж тут можно приказывать».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней