Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр ҫирӗм ҫула яхӑн каялла, Щукарь мучи, питех те ӳсӗр пуҫпа Войсковой хуторӗнчен таврӑннӑ чухне, ҫав лашана иртен-ҫӳрен чикансенчен вӑтӑр тенкӗлле туянса юлнӑ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫӳхе матери витӗр кӗреннӗн ҫуталнӑ унӑн ӳчӗ тата пӗтӗмпех курӑнса-палӑрса тӑнӑ ун йӑрӑс пӗвӗн мӗнпур таса йӗрӗсемпе мӑкӑрӑлчӑкӗсем; ӳт-пӗвӗ вара майра-патшан, вӑтӑр ҫула ҫитнине пӑхмасӑр, хӑйӗн пиҫӗлӗхне, илемӗпе сатурлӑхне ҫаплах ҫухатман-ха.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Ну, ҫӗр вӑтӑр…
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдов килсе ҫитиччен пӗр кун маларах ҫакӑн пек ӗҫ пулса иртрӗ: иккӗмӗш бригада ҫумне ҫирӗплетнӗ Макар Нагульновпа Любишкин иртен пуҫласа пӗр вӑтӑр киле яхӑн кӗре-кӗре тухрӗҫ, каҫхине вара, Разметновпа секретарь ял Советӗнчен тухса кайсан, Макар кӑнтӑрла хӑй кӗрсе тухма ӗлкӗреймен кил хуҫисене ял Советне чӗнтерме тытӑнчӗ.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сӑнран пӑхма вӑл вӑтӑр ҫулсене ҫитнӗскер, сарӑхнӑ питлӗ-куҫлӗ, хыткан этем.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗрарӑмӑн килти пиртен ҫӗленӗ кӗпи аркине унӑн пуҫӗ ҫинелле тавӑрса хӑпартрӗ, пӗр самантлӑха чарӑнса, ача ҫуратса курман ҫак вӑтӑр ҫулхи хӗрарӑмӑн килӗшӳллӗ ӳт-пӗвӗ ҫине пӑхса тӑчӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Яков Лукич «союза» пӗр вӑтӑр казака яхӑн явӑҫтарчӗ, вӗсене «союза» кӗни ҫинчен, хӑйпе калаҫни ҫинчен никама та калама юраманни пирки хытарсах асӑрхаттарчӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хуторти ҫак авторитетлӑ ҫын, Яков Лукич, хӑй колхоза кӗни ҫинчен пӗлтерсен, пӗр харӑсах вӑтӑр пӗр ҫын заявлени ҫырса пани те Давыдов кӑмӑлне кайрӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдов райкома юланутпа ятарласа ҫын ячӗ, халлӗхе колхоза вӑтӑр икӗ процент кӑна пӗрлештертӗмӗр-ха, анчах колхоза кӗртес ӗҫ ударлӑ хӑвӑртлӑхпа пырать, тесе пӗлтерчӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лапшин патӗнче опись тунӑ хушӑра картишне пӗр вӑтӑр ҫынна яхӑн халӑх пырса тулчӗ.Пока у Лапшинова производили опись, во двор набралось человек тридцать народу.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эппин, Захария чула, ан тив, Ахиора тавӑрса патӑр та ҫакӑнпа пӗрлех ӑна суд тӑкакӗшӗн гражданла вӑтӑр сиклӗ тӳлетӗр тата тасалӑхшӑн вунӑ сиклӗ храма хывтӑр.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пулнӑ кунта ҫаплах Нафансен ывӑлӗ Азария та, — хыткан, чирлӗрех питлӗ, куҫӗсем тавра тӗттӗм ункӑсен пуснӑ, вӗчӗх, тӑрнаккай ҫын; ыр кӑмӑллӑ, сапаланчӑкрах Иосафат та, историограф; Ахелар та, Соломон килӗ-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ; Завуф та, патша тусӗ текен ятпа ҫӳрекенскер; Соломонӑн аслӑ хӗрне — Тафафие — качча илнӗ Бен-Авинадав та; Бен-Гевер та, Васанри Аргови облаҫӗн начальникӗ, — йӗри-тавра стенасем тытса ҫавӑрнӑ, пӑхӑр сӑлӑпсемпе питӗрӗнекен хапхаллӑ утмӑл хула пӑхӑнса тӑнӑ ӑна; Ваана та, Хушай ывӑлӗ, сӑнна тахҫан вӑтӑр парасанг таран ывӑтма пултараслӑхпа чапа тухнӑскер, тата нумай-нумай ытти те.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫӗкленӗ алӑсен шучӗ вӑтӑр виҫҫӗ пулчӗ.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑтӑр икӗ ҫын — Гремячири активпа чухӑнсем — пӗр сывлӑшпа сывлаҫҫӗ.Тридцать два человека — гремяченский актив и беднота — дышали одним дыхом.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Аппӑшӗ вара ҫамрӑках мар, пӗр вӑтӑр ҫула пуснӑ, анчах лешӗ пекех ҫӳллӗ, яштак, хура куҫхаршиллӗ, хӗрлӗ питлӗ, пӗр сӑмахпа каласан, хӗр мар ку, мармелад темелле, ҫав тери шухӑ хӑй, шавлама юратать, ялан малоросс романсӗсем юрлать те ахӑлтатса кулать.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Вӑл вӑтӑр улттӑраччӗ; сухаллӑскер, патварскер, хаваслӑскер, хӑй ӑҫта-ӑҫта пулса мӗн курни-илтни ҫинчен, сӗм вӑрманти пурнӑҫ ҫинчен тӗлӗнмелле лайӑх каласа паратчӗ; ҫав пурнӑҫа пурте юмах вырӑнне хурса йышӑнатчӗҫ, амӑшӗпе хӗрӗ — ӗненетчӗҫ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫынсем хӑйсен аллисемпе аркатса илемсӗрлетнӗ тӗттӗм-кӗрен ту таврашӗнче, ӑмансем пек, пӗчӗккӗ курӑнаҫҫӗ те, вак чулсемпе йывӑҫ татӑкӗсем хушшинче, чул тусанӗ айӗнче, вӑтӑр градуслӑ шӑрӑхра, ӑмансем пекех, йӑшӑлтатаҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑтӑр ҫула яхӑн ӗнтӗ ҫакӑнта пурӑнатӑп.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Чирлисем вӑтӑр ҫынна яхӑн.
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
Унӑн пӗр вӑтӑр ҫухрӑма яхӑн каймалла, анчах ҫулӗ ҫав тери усал, вӑл ҫулпа Кӗркури токарь йышши кахал ҫеҫ мар — хысна почтипе ҫӳрекен те йӗркеллӗ кайма пултарас ҫук.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.