Поиск
Шырав ĕçĕ:
Бурназян мӗн те пулин калама ӗлкӗриччен, Алексей унӑн аллинчи шултӑра та ҫаврака саспаллисемпе ҫырнӑ конверта туртса илчӗ те тулалла чупса тухса кайрӗ, — чӳречерен курӑнакан Бурназян тӗлӗнсе пӑхса юлчӗ, пӳлӗм варринче тӑракан учительница ҫилленсе кайрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уйӑх ҫути, чӳречерен шурӑ юпа пек кӗрсе, урайне тӑрӑннӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Федя — хӗвелпе пиҫнӗ, ҫаврака пуҫлӑ, ҫӳллӗ ҫамки урлах каҫакан ҫӗвӗллӗ йӗкӗт, — пуҫне чӳречерен кӑларса, юлакансене: ан пӑшӑрханӑр, эпӗ сывлӑшра фрицсемпе чунтанах калаҫӑп, тупӑсенчен персе ӑшӑ сӑмах калӑп, тесе кӑшкӑрчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей пуҫне чӳречерен тулалла кӑларса пӑхрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑвак, сарӑ, хӑмӑр пижамӑсем тӑхӑннӑ аманнӑ ҫынсем ун ҫине чӳречерен пӑхса аллисемпе, туйисемпе, костылӗсемпе сулчӗҫ, ӑна ырӑ ҫул сунса, канашсем парса кӑшкӑрчӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӳречерен уйӑх ҫути кӗрсе вӗсен сарӑ та кӑвак пичӗсене, путнӑ ҫӑварӗсене, тӗтреллӗ те ҫурри хупӑ куҫӗсене, тӑсӑк сӑмсисене ҫутатса тӑнӑ…
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Кун хыҫҫӑн шыв хӗрринчи урамри гранит юри хӑйраса якатнӑ пек йӑлтӑртатнӑ, асфальт мрамор тӗслӗ тӗксӗм пӑнчӑсемпе витӗннӗ, ун ҫийӗнчен ҫав тери ырӑ, ӑшӑ нӳрлӗх ҫӗкленсе тӑнӑ, ҫавӑнпа та ҫынсен пуҫӗсене чӳречерен тулалла ытларах кӑларса, ҫав ачаш ҫумӑр айӗнче тытса тӑрас кӑмӑл пулнӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗтӗм палата — тӗксӗмленнӗ майор та, Мересьев та, ҫӗнӗрен илсе пырса вырттарнӑ икӗ ҫын та, хӑйсен юлташӗ урама тухасса кӗтсе, чӳречерен пӑхма тытӑнчӗҫ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Госпитальти йӑла хӑрӑх ҫакӑн пек минутра пӗтӗм палата, хӑйсен юлташне ӑсатса, чӳречерен пӑхса тӑнине пит лайӑх пӗлнӗ пулсан та, Кукушкин каялла ҫаврӑнса пӑхмарӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Яла ҫитсен, вӑл хӗрринчи ҫурма ишӗлсе аннӑ пӗчӗк пӳрт патне пычӗ, чӳречерен шаккарӗ…Добежав до деревни, он остановился у полуразвалившейся избушки, первой с края, и постучал в окошко.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сасартӑк чӳречерен тахшин алӑ тӑсрӗ те тӗрлеме карӑнтарнӑ пир ҫине ҫыру хурса хӑварчӗ.Вдруг в окошко тихонько протянулась рука, кто-то положил на пяльцы письмо.
XIV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Икӗ кун ҫапла ним туймасӑр выртрӗ вӑл, виҫҫӗмӗш кунне ҫеҫ, хӗвел ҫутти маччари чӳречерен урайне ярӑмланса ӳксен, тӑна кӗчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
(Дипломне чӳречерен ывӑтать.)
Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Люнькка ҫакна чӳречерен пӑхса тӑнӑскер вӑрттӑн тарать.
Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
(Пӳртне кӗрет, унтан вара чӳречерен тухса тарать).
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Эп ташӑ каҫӗсенче йӑлтти-ялтти сиккеленӗ чухне эс куҫусене чӳречерен илмесӗр мана кӗтнӗ-ҫке, ӑнланман эпӗ ҫакна, шутламан эпӗ сан ҫинчен ун чухне…
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Чӳречерен тахӑшӗ: — Кам унта? — тесе ыйтрӗ.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах ҫав ҫурт ҫумӗнче ҫӗрле те нимӗн те курӑнмасть вӗт, — кӑвак вут ҫути ҫеҫ хӑшпӗр чухне чӳречерен йӑлт-йӑлт курӑнкаласа каять — анчах усал тухнисем ҫук унта.
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том тулалла, куҫа илӗртекен ҫуллахи ырӑ япаласем ҫинелле пӑхса ан лартӑр тесе, ӑна чӳречерен аяккарах, чиркӳн аяк енчи пӳлмекӗ патнелле лартрӗҫ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хӗрача текех курӑнмарӗ, ҫапах та Том хӑйне хӑй пӑртак йӑпатса ҫапла шухӑшларӗ: хӗрача пӗр-пӗр чӳречерен пӑхать пулӗ, вӑл уншӑн епле тӑрашнине курать пулӗ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.