Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пухӑннӑ ҫынсем вара нумай вӑхӑт хушши ҫав чӗрӗ куҫсене чӑнах куртӑмӑр-ши е ку ӗмӗт кӑна пулчӗ-ши, авалхи картинӑсене тахҫантанпа пӑхса ҫӳренӗрен куҫа кӑна ҫапла курӑнчӗ-ши тесе ним пӗлмесӗр аптраса тӑчӗҫ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫӳллӗ килкарти, йытӑсем, тимӗр алӑксемпе тимӗр сӑлӑпсем, пӗкӗ евӗр ҫаврашка тӑрӑллӑ чӳречесем, авалхи коверсемпе витнӗ арчасем тата хӑй, ун умӗнче пӗр сиккеленмесӗр лараканскер, ӑна ҫав тери тӗлӗнтернӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл ӗнтӗ ватӑлас енне сулӑннӑ мӗнпур художниксем пекех Рафаэле тата ытти авалхи художниксене ырлама пуҫларӗ, кӑна вӑл вӗсен картинисен тивӗҫлӗхӗсене пӗлсе ҫитнипе мар, вӗсемпе ҫамрӑк художниксене намӑслантарас тесе сапла турӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Художниксемпе искусство ҫинчен вӑл питӗ хӑюллӑ калаҫрӗ: авалхи художниксене ытлашши мухтаҫҫӗ, вӗсем пурте Рафаэльччен ҫын кӗлеткисем мар, селедкӑсем ӳкернӗ; вӗсем ӳкернӗ портретсем пӗр кӑлтӑксӑр гени ҫынсен шухӑшӗнче кӑна; Рафаэль хӑй те питӗ лайӑхах ӳкереймен, унӑн нумай произведенийӗсем ҫинчен ӗлӗк-авал каланӑ сӑмахсем ҫеҫ тӑрса юлнӑ; Микель-Анжел мухтанчӑк, мӗншӗн тесен вӑл анатомине пӗлнипе кӑна мухтанасшӑн пулнӑ, вӑл ӳкернӗ картинӑсенче нимле граци те ҫук, кисть вӑйне тата колорита хальхи ӗмӗрте анчах шырамалла, терӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл хӑй ҫӗнтерӳ тӑвасса малтанах шанса тӑчӗ, халиччен тӳрккес модельсене, авалхи мастерсен хӑш-пӗр картинисене кӑна ӳкеркелесе илнӗ аллипе илемлӗ портрет тума ӗмӗтленчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Хӑй ҫапах та профессор авалхи мастерсем пиртен ҫав тери инҫе кайнӑ тенипе ӑшра килӗшсех каймасть, ӑна вунтӑххӑрмӗш ӗмӗр хӑш-пӗр енӗпе ҫав мастерсенчен нумай мала иртнӗ пек, ҫутҫанталӑка ӳкересси халь уҫҫӑнрах, чӗрӗрех, пурнӑҫа ҫывӑхрах пулнӑ пек туйӑнать; пӗр сӑмахпа каласан, вӑл пӑртак ӗҫлеме вӗренсе хӑйӗн ҫитӗнӗвӗпе ӑшра мухтанакан ҫамрӑк евӗр шутлать.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл авалхи картинӑсене витсе тӑракан тӗксӗм тӗс айӗнче мӗн пытанса тӑнине йӑлтах пӗлмест-ха, анчах та вӗсенче чылай япалана курать ӗнтӗ.Еще потемневший облик, облекающий старые картины, не весь сошел пред ним.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Унта авалхи фамильнӑй портретсем, ҫурӑк пирлӗ темле картинӑсем, ылтӑнланӑ тӗсне ҫухатнӑ картинӑсем, пӗр сӑмахпа каласан, тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑр нумай.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Частнӑй пристав Ковалева питӗ сиввӗн йышӑнчӗ, апат хыҫҫӑн следстви тумалли вӑхӑт мар, апат хыҫҫӑн ҫан-ҫурӑм канӑҫ ыйтать, терӗ (ку сӑмахсенчен коллежски асессор пристав авалхи ӑслӑ ҫынсен сӑмахӗсене пӗлнине те чухласа илчӗ), малалла вӑл йӗркеллӗ ҫын сӑмсине касса илмеҫҫӗ, ҫут тӗнчере кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте сӗтӗрӗнсе ҫӳрекен майорсем нумай, вӗсен тӑхӑнмалӑх аялти кӗпе-йӗм те ҫук, тесе хучӗ.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Пӗри карчӗсене вырнаҫтарса ларать; тепри фортепиано умӗнче икӗ пӳрнипе авалхи полонез евӗрлӗ кӗвӗ калать; виҫҫӗмӗшӗ тӗкӗр умӗнче хӑйӗн вӑрӑм ҫӳҫне тураса тӑрать, вӑл палламан арҫын кӗнине курсан та хӑй ӗҫне пӑрахма шутламарӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
2020 ҫул ҫавӑн пекех тивлетлӗ чӑваш ҫӗрне, халӑхӑмӑрӑн культурине, авалхи йӑли-йӗркине сума сӑвакан пӗтӗм ҫыншӑн пӗлтерӗшлӗ, — эпир чаплӑ пулӑма, Чӑваш автономи облаҫӗ ҫӗр ҫул тултарнине, паллӑ тӑватпӑр!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Авалхи ҫӑлтӑрсем куҫ илми мана тӗсеҫҫӗ.
Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
Манӑн чӑн ята ҫырнӑ авалхи пӗтеве.
Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
Вӑл ман валли темле авалхи пӗтев шырама кайрӗ.
Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
Йӑлтӑркка тӑмран кӑна пулсан та чаплӑ пӗтевччӗ ҫав вӑл — авалхи!Разбившийся амулет был сделан всего-навсего из блестящей глины, но старинный!
Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
Авалхи ҫулҫыруҫисем хӑйсен лӑпкӑ килӗсенчех ларса ҫырнӑ, е князь дружинисен лавӗсем ҫинче ларса пырса, хӑйсен таврашӗнче мӗн курнӑ, мӗн илтнӗ — ҫавна пурне те ҫырса пынӑ.
Хамӑр ӗҫсем ҫинчен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Ҫапла майпа тӗне кӗмен авалхи несӗлӗсен масарӗ ял варринчех вырнаҫнине ҫирӗплетнӗ.
Тӗллев — чи лайӑххи пуласси // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7-8 стр.
Ҫакна асӑрхаса нах вырӑнти археологсем тӗпчеве пуҫӑннӑ, малтан авалхи чӑвашсем ҫынна мӗнле пытарнине тӗплӗн вуласа пӗлнӗ, ваттисенчен ыйтнӑ.
Тӗллев — чи лайӑххи пуласси // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7-8 стр.
Ҫавӑнпа та ҫав вырӑс халӑхне хирӗҫ пуҫланӑ, чыссӑр-намӑссӑр вӑрҫӑра аркатса тӑкнӑ, халӗ мӑшкӑл курса каялла чакакан авалхи ирӗклӗ казаксен несӗлӗсем хӑватлӑ юрра салхуллӑн та чӗмсӗррӗн итлесе пычӗҫ…
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан темиҫе ҫӗр сасӑ авалхи казаксен юррине хӑватлӑн янӑраттарса ячӗ те, иккӗмӗш сасӑн тӗлӗнмелле вӑйлӑ та илемлӗ тенорӗ пуринчен те ҫӳлерех ҫӗкленсе чӳхенчӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.