Поиск
Шырав ĕçĕ:
Горн чунӗнче ҫамрӑклӑхӑн шуранка сӑнарлавӗ вӑранчӗ; вӑл шлепкине хыврӗ те ҫӗре ҫитиех пуҫ тайрӗ, унтан ӑна аяккалла кайса ҫухалакан кӳлепесем еннелле ывӑтрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиех вӗтӗ-вӗтӗ чӗтревлӗ ӑшӑлӑх ҫупӑрласа ҫӗкленет.
XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Совет государстви демократиллӗ централизм принципӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленсе тӑрать, ҫав принциппа ӗҫлет: государство влаҫӗн мӗнпур органӗсене аялтан пуҫласа ҫӳле ҫитиех суйласа лартаҫҫӗ, вӗсем халӑха отчет парса тӑраҫҫӗ, аслӑрах органсен решенийӗсем кӗҫӗнрех органсемшӗн ҫирӗп пурнӑҫламалли решенисем пулса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
— Сывӑ-ха! — терӗ вӑл пӑртак тӑрсан, унтан чарӑнса ман ҫине пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитиех пӑхма пуҫларӗ.— Здорово! — ответил он не сразу и, остановившись, начал оглядывать меня.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ытлашши ҫӗкленсе кайнӑран ахӑр — унӑн сулахай пит ҫӑмарти ҫине ҫап-ҫутӑ хӗрлӗ пӑнчӑ тухса ларчӗ, вӑл куҫ кӗтесӗне тӑнлавне ҫитиех сарӑлчӗ; пит ҫӑмарти чӗтренсе ҫӳҫенет тейӗн — ӑна хӑй сисмесӗрех хыттӑн сӑтӑрать:
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кишлот алӑк патне чупса пычӗ, ҫӗре ҫитиех пуҫ тайрӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шӗвӗр пичӗ ҫинче тӗксӗм бакӗсем тӑнлав патӗнчен янахне ҫитиех анаҫҫӗ.Темные баки на его остром лице спускались от висков к подбородку.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Мӑнттай аякӗ ҫинче выртать, чӗр куҫҫисене янахӗ патне ҫитиех хутлатнӑ — амӑшӗн варӗнчи пепке тейӗн, сӑмсине хыттӑн шӑхӑртса ҫывӑрать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.
Таптанӑ утӑ купине маччана ҫитиех купаласа тултарнӑ, унран сӑмсана тутлӑ шӑршӑ килсе кӑтӑклать.Кипы прессованного сена, упираясь под самый потолок, дохнули ему в лицо приятным, пряным запахом.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 298–303 с.
— Пуҫӑма таятӑп, — Элда урайне ҫитиех шӳтлӗн пӗкӗрӗлчӗ; ҫакӑ Готорна килӗшмерӗ, мӗншӗн тесен юрама тӑрӑшнӑн туйӑнчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
Ҫав чул хысака халӗ те курма пулать: хурах эшкерӗн утаманӗн Утлеманӑн хӳшшине ҫӗмӗрсе тайлӑмпа вӑл вӑрмана ҫитиех кусса аннӑ, урӑх нихӑҫан та сулланмасӑр — унта халӗ тӗмсемпе хупланса выртать.
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
Мӗскӗнле ҫак йӑпанӑҫ ӑна ура ҫине тӑма хистерӗ; вӑл халӗ, хӑйӗнпе мӗн пуласса вӗҫне ҫитиех палӑртиччен, текех лӑпкӑн та меллӗн выртайманнине туять.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Унтан Нок Зурбагана ҫитиех кимӗпе каймалла-ши е хуларан пӗр пилӗк ҫухрӑмра — хӑрушсӑрлӑхшӑн — анса юлмалла-ши тесе уйланчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Кӳршӗ ял чӑвашӗ, станцинчен таврӑнаканскер, ӑна ҫур кулачшӑн килне ҫитиех леҫсе хӑварчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑл Тамарӑна общежитие ҫитиех ӑсатса ячӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Улатӑрти ачасен ҫуртне леҫнӗ чухне те Георгипе Юра район центрне ҫитиех пычӗҫ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Боецсем икшер юланутӑн тӑрса, ҫеҫенхир ҫулӗ тӑрӑх таҫта ҫитиех тӑсӑлса кайрӗҫ.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Капиталистсемпе помещиксен фрончӗ — Петроградран пуҫласа Бакуна ҫитиех тӑсӑлать.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Царицына ҫухатсассӑн, контрреволюци ҫак самантрах Донран пуҫласа чехословаксем патне ҫитиех пӗр фронт туса хума пултарать.Потеря Царицына немедленно создает единый фронт контрреволюции от Дона до чехословаков.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Май уйӑхӗн 25-мӗш кунӗнче Пензӑран пуҫласа Иркутска ҫитиех тепӗр хӑрушӑ ӗҫ пулса тӑнӑ: чехословаксен корпусӗн пӗр колейлӑ чугунҫул магистралӗ тӑрӑх вӑраххӑн Владивостокалла пыракан эшелонӗсем пӑлхав пуҫласа янӑ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.