Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫапкаласа (тĕпĕ: ҫапкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫатан хапхана уҫма та ӗлкӗреймерӗ — акӑш-макӑш пысӑк буйвол вӑрӑмтунасем сырса илнӗскер, мӗкӗрсе хапхана ҫӗмӗрсе кӗрсе кайрӗ; ун хыҫӗнчен ытти ӗнесем, пысӑк куҫӗсемпе хуҫа арӑмӗ ҫине пӑхса, ӑна палласа илсе тата хӑйсен аяккисем тӑрӑх хӳрисемпе пӗр тикӗс ҫапкаласа, ерипен пыраҫҫӗ.

Она не успела еще отворить плетня, как громадная буйволица, провожаемая комарами, мыча, проламывается сквозь ворота; за ней медленно идут сытые коровы, большими глазами признавая хозяйку и хвостом мерно хлеща себя по бокам.

V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Вӗсем шутлӑ пирӗн, анчах виҫесӗр, — терӗ кӗрнекли, хулӑн портфельне шыҫмак аллипе вӗҫкӗнле ҫапкаласа илсе; хӑй вара калинкке патӗнчех кӗтсе тӑчӗ.

Они у нас считанные, но не мереные, — хвастливо похлопывая пухлой рукой по пухлому портфелю, сказал коренастый, выжидающе стоя возле калитки.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Алхапӑлта ҫапкаласа тунӑ вӑрӑм сӗтел хушшине, тӑвӑр пулсан та, сухаҫӑсем, вӑкӑр хӑвалакансем пурте вырнаҫнӑ.

Наспех сбитый длинный стол впритирку вмещал всех плугатарей и погонщиков.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ярски ҫыннисене чылаях чышкӑласа илчӗҫ, вара вӗсем, юнланса пӗтичченех хӗнесе тӑкнӑскерсем, тырӑ тултарнӑ миххисене пӑрахсах ураписем ҫине пыра-пыра йӑванчӗҫ те лашисене ҫӑт та ҫат ҫапкаласа илчӗҫ, ҫухӑрашса-ҫуйхашса тӑракан хӗрарӑмсен кӗпӗрленчӗк ушкӑнӗ витӗр ҫӗмӗрттерсе иртсе, килнелле тухса вӗҫтерчӗҫ.

Ярцам изрядно натолкали, и они, избитые в кровь, бросили мешки с хлебом, попадали в брички, и, ударив по лошадям, прорвались сквозь толпу взвизжавшихся баб, ускакали.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Санька кӑшкӑрса ячӗ, пуҫне сулкаларӗ, хӑйне сетка витӗр питӗнчен ҫапкаласа илчӗ.

Санька глухо вскрикнул, потряс головой и ударил себя сквозь сетку по виску, потом по щеке.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тимкӑсен, ав, тӑван амӑшӗ пулин те хушӑран ҫапкаласа илет.

Вон у Тимки родная мать, а спуску не дает.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ӑҫтан пӗлем-ха эпӗ — таҫта хунӑ эсир? — терӗ Захар, сӗтел ҫинчи хутсемпе тӗрлӗрен япаласене ҫапкаласа.

— Куда ж его положили — почему мне знать? — говорил Захар, похлопывая рукой по бумагам и по разным вещам, лежавшим на столе.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Петя ватӑ абрикос йывӑҫҫи айӗнчи катка патӗнче леш чипер хӗре асӑнса тӑчӗ, патакпа шыв ҫине ҫапкаласа та илчӗ.

Петя постоял возле заветной кадки под старой абрикосой, похлюпал прутиком по воде.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кӑмаки пур, анчах стенисене ҫӳхе тӗренчепе кӑна ҫапкаласа тунӑ, хӑма хушӑкӗсенчен ҫил вылять.

Там стояла большая печь, но стены были тонкие, в одну доску, со щелями.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Куратӑн-и эпӗ тӗрӗс каланине, — терӗ каллех суккӑр ача, аллисене ҫапкаласа илсе.

— Видишь, я прав, — сказал опять слепой, ударив в ладоши.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Тӑхта, старик, — пӳлчӗ те ӑна Алексей, хӑйне кӗсйисенчен ҫапкаласа илчӗ:

— Погоди, старик, — перебил его Алексей и захлопал себя по карманам.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хӑй умӗнче тупӑ мар, лаша тӑнӑ пек, вӑл ӑна кӗпҫинчен ҫапкаласа илчӗ, унтан хӑйӗн ывҫи вараланнине асӑрхарӗ те, кӗсьинчен типӗ чупӗк татӑкӗ кӑларса, туппа юратса сӑтӑркаласа тухрӗ.

Он похлопал пушку по стволу, словно это была лошадь, затем посмотрел на ладонь и, заметив, что она запачкалась, вынул из кармана чистую, сухую ветошку и любовно обтёр пушку.

21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Кунта та кирлӗ мар ҫӗртенех ҫапкаласа тӑратнӑ хӳме-картана, кирпӗч-чул куписене, Симен ӗмӗрӗнчи – тахҫан ҫӳретме пӑрахнӑ кивӗ автомашинӑпа ытти техникӑна урама – ҫын куҫӗ умне кӑларса лартнӑ.

Помоги переводом

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней