Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ирех ӗҫме тытӑнатчӗ, пӗр бутылкӑна тӑватӑ хут тытӑнса ӗҫсе яратчӗ, вара каҫчен сӑра ӗмсе ҫӳретчӗ.Начинал пить с утра, выпивая бутылку в четыре приёма, и вплоть до вечера сосал пиво.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Вӑл яланах кирлӗ мар ҫӗре хутшӑнать, хӑть хӗне ӑна, хӑть ятла, — хӑй жалобисенех пуҫласа яратчӗ хуҫа майри.— Он всегда суется не в свое дело, хоть бей его, хоть ругай, начинала хозяйка свои жалобы.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл хыҫалти крыльцаран пырса кӗретчӗ, кухняна кӗнӗ чухне турӑшсем ҫине пӑхса сӑхсӑхатчӗ, унтан пилӗк таран пӗкӗрӗлсе йӑмӑкне пуҫ таятчӗ, ҫав пуҫ тайни вара, темӗн чул пӑт туртакан йывӑрлӑх пек, мана усӑнтарса яратчӗ, пӑватчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чӗтрекен алӑпа вӑл ҫурта ҫутса яратчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӑртак тӑрсан мана ӑҫта та пулин яратчӗ е ҫапла калатчӗ:И через некоторое время посылала меня куда-нибудь или говорила:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл хытӑ тархасласа кӗлтуни мана вӑратса яратчӗ; вӑрансан эпӗ одеал айӗнчен пӑхса, хӗрӳллӗн кӗлтунине хӑраса итлесе выртаттӑм.Её вопли будили меня; проснувшись, я смотрел из-под одеяла и со страхом слушал жаркую молитву.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ҫавӑн пек пысӑк мар лаптӑкра ҫавӑн чухлӗ пылчӑк пулнине ку таринччен нихҫан та курманччӗ, уйри тата вӑрманти тасалӑха хӑнӑхнӑ хыҫҫӑн хулан ҫак кӗтесӗ мана кичемлентерсе яратчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ӑна тытса, масар ҫинчен таҫта ҫитиех вӑркӑнтарса яратчӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑшпӗр чухне пирӗн пата кукамай пырса, шӑтӑкла ҫыхса е тӗр тӗрлесе ларатчӗ, тӗлӗнмелле лайӑх юмахсем яратчӗ, кукаҫей хулана тухса кайсан, Людмила пирӗн пата пыратчӗ, эпир вара ним хуйхӑсӑр ӗҫсе ҫиеттӗмӗр.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Людмила тенкел ҫинче сывӑ урипеле ҫӗре тӑрӑс-тӑрӑс тапса ларатчӗ, ҫапӑҫакансем хӑй патнеллех йӑваланса ҫитсен, вӑл вӗсене туйипе тӗке-тӗке яратчӗ, хӑранипе: «Чарӑнар!» — тесе кӑшкӑрса илетчӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Саша хӗрлӗрех тӗслӗ сюртук, манишка тӑхӑнатчӗ, галстук ҫакса ҫӳретчӗ, брюки пӗҫҫисене кӑларса яратчӗ, мӑнкӑмӑллӑччӗ, мана пӑхмастчӗ те.Саша носил рыженький сюртучок, манишку, галстук, брюки навыпуск, был горд и не замечал меня.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Зубавин кӗҫех кулса яратчӗ, аран тӳссе ирттерчӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Халь хам аса илни тӑрӑх шутласан, ҫавнашкал пӑтрашупа курнӑҫланура та манӑн талант пекки палӑрнӑ, мӗншӗн тесен мана музыка час-часах куҫҫуль кӑлармаллах пӑлхантарса яратчӗ, тата эпӗ хама килӗшекен япаласене фортепьянӑпа аран-аран та пулин нотӑсемсӗрех шыраса тупма пӗлеттӗм; ун чухне кам та пулин мана музыка ҫине хӑвӑрт тата туйӑмлӑн вылянипе хӗрсене сӑхлантармалли меслет ҫине пӑхнӑ пек мар, ырӑ тӗллев, хӑйӗнпе савӑнтаракан япала ҫине пӑхнӑ пек пӑхма вӗрентнӗ пулсан, тен, эпӗ чӑнах та лайӑх музыкантах пулнӑ пулӑттӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах эпӗ скептицизмпа интересленнӗ пек урӑх нимӗнле философиллӗ юхӑмпа та интересленмен, вӑл пӗр вӑхӑтра мана ухмахах кӑларса яратчӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ыратассинчен нимӗн чухлӗ те хӑраман, ыратнине нихҫан та тӳссе курман, анчах Сен-Жером мана ҫапма пултарни ҫинчен шухӑшласа илниех мана пусӑрӑнтарса ним шутла пӗлми тӑватчӗ, ҫилентерсе яратчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Саша ун хырӑмне йод сӗрсе яратчӗ те, вара эпир пурсӑмӑр та пӗрле Белогорка хӗрне, сулӑ патне, чуптараттӑмӑр.Саша мазал ему живот йодом, и мы все вместе бежали к своему плоту на Белогорку.
«Харсыр» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫӗрле вӑл темле лӑпкӑ мар ҫывӑратчӗ, кӑрт та карт сике-сике илетчӗ, кӑшкӑрса яратчӗ, тӑрса ларса мӑкӑртататчӗ, ӑна яланах темле кӑткӑс тӗлӗксем асаплантаратчӗҫ, вӗсене вара вӑл ҫынсене йӑлӑхтармаллах вӑрӑмӑн та пӑтравлӑн каласа паратчӗ.
10 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Куртӑм эпӗ, пит лайӑх куртӑм, Кэргыль старик Аймына ҫурӑмӗнчен туйипе ҫапсан вӑл хӑй те чутах кулса яратчӗ.
Хӗл хӑрарӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Йытӑ ҫӑвӑрласанах, хӑйӗн тарҫисене ялсем тӑрӑх кӑларса яратчӗ те, лешсем вара ача ӗмӗртекен чи патвар ҫамрӑк хӗрарӑмсене сӗтӗрсе килетчӗҫ, Залимхан вӗсем патне тухатчӗ те йытӑ ҫурисене хӑй аллипе хӑй валеҫсе паратчӗ: кашни хӗрарӑма икшер ҫура.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Мана яланах кунта ҫак мӑнаҫлӑ кӗрнеклӗхпе витӗр ансатлӑх, уҫӑмлӑх, пӗр хирӗҫӳсӗр пӗрлешсе тӑни тӗлӗнтеретчӗ те шухӑша яратчӗ.И меня всегда поражало в нем вот это соединение гордого величия с предельной ясностью и простотой.
18 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.