Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ те хама ярмаркӑна илсе кайма ыйтрӑм, анчах атте яхӑнне те ямасть.
1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Управляющийӗ старостӑсемпе калаҫать, ахаль хресченсемпе сӑмахласа ятне ямасть вӑл.Управляющий может иметь дело со старостами и не опускаться до разговора с простыми крестьянами.
Пакистан ялӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Пӗррехинче ҫапла, пӑхатӑп — Олег хӑмла ҫырли тӗмӗсем хушшине кӗрсе кайнӑ та, унта вӑл чӗвен тӑра-тӑра, ҫырласене ҫӑварӗпе татать, аллисене хӑй ҫырласем патне яхӑна та ямасть.
«Аслати мӗнтен пулать?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
— Асатте, мӗншӗн мана анне пӗчченех сада ямасть?
«Хамах тупӑнтӑм» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
— Ӗне ҫывӑха та ямасть ав, чӗпсене ялан хупса усра…
Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.
Ӑна тытма хӑтланчӗҫ, анчах вӑл яхӑнне те ямасть, пӗр гимназистне ҫыртма та ӗлкӗрчӗ.Его пробовали взять, но он отчаянно защищался и даже успел укусить одного гимназиста.
Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.
Пурте чарӑнса тӑраҫҫӗ, милиционер вӗсене ирттерсе ямасть.
Пушар сӳнтерни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Иван Иванович питӗ тавҫӑракан ҫын, йӗркеллӗ калаҫура вӑл нихҫан та тӳрмен сӑмах персе ямасть, ун пек сӑмаха хӑй илтсен те вӑл ҫийӗнчех йывӑра илет.
I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ҫил ҫинче вӗсем ҫӳҫенсе чӗтресе илеҫҫӗ, ҫурӑмӗсемпе ҫиле хирӗҫ тӑраҫҫӗ, ҫил вӗрнипе вӗлкӗшекен кӗписене аллисемпе ярса тытаҫҫӗ, анчах каймаҫҫӗ, пӗр-пӗрне пӳлсе, хӑйсем Канева, Тарас Шевченкопа Аркадий Гайдар масарӗсене курма кайни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ, Ольга Ивановна питӗ лайӑх ҫын, анчах та вӑл пӗрмаях, кам та пулин ҫухаласран е шыва ӳкесрен хӑраса, ниҫта та ямасть, тесе тата вӗсем хӑйсем пӑрахут ҫине пӗрремӗш хут ларса кураҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсемшӗн пурте интереслӗ, тесе каласа параҫҫӗ.
«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Сире, чаплӑ йӑхсенчен тухнӑ ирӗк граждансене, олигархсен касти государствӑна тытса тӑрас ӗҫ патне ямасть, пуянлӑхпа власть памасть; ҫав каста халӑхшӑн, хӑюллӑ ҫынсемшӗн тата ҫӗнӗлле пурӑнас текенсемшӗн тӑшман пулса тӑрать.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл васкамасӑр! тӗллет, башня патне никама та ямасть.
Паттӑр партизан // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
«Ку — ирӗке ямасть, хӑйне килӗшмесенех таптать те ватать ку».«Этот спуска не давал, чуть что не по нём — сейчас топтать».
Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Анчах та вӑл ҫынни ҫавӑн пек — хӑйне валли сӑптӑрса илмесӗр нихҫан та ирттерсе ямасть, ҫакӑнта та, паллах ӗнтӗ, тӳссе тӑрайман: пӗчӗк хутаҫ ӑшне пӗр килограмм та ҫурӑ тулӑ тултарнӑ та, ваткӑллӑ йӗм айне пиҫиххипе ҫыхса ҫакнӑ.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Ун пекки ниме те тӑмасть — нимӗнле шухӑша та ямасть.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ахаль, чунӗ мӗн калас тенӗ, ҫавна вӑл нихҫан та персе ямасть, пурне те тӗплӗн виҫсе тӑвать, ун ҫинчен малтанах шухӑшласа хурать.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Путсӗр Наполеон пире тыткӑна та илмест, ямасть те!
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уча нимӗҫе ҫаплах ҫӳҫрен ямасть, перкелешӳ чарӑнса пынине итлет.Продолжая держать немца за волосы, Уча вслушивался в затихающую стрельбу.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл епле юлать-ха кунта? — кӑшт ҫеҫ макӑрса ямасть Лира.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Саня вӑштах сиксе тӑрать, кӑшт ҫеҫ партӑна тӳнтерсе ямасть.
43 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл пӗр татӑк ҫӑкӑра та пӗччен ҫисе ямасть, яланах сана ҫуррине парать.
29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.