Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр кунне ир-ирех ачасем план усракансем ҫӳресе якатнӑ нарта ҫулӗпе тундрӑна вӗҫтерчӗҫ.А назавтра ранним утром мальчики уже мчались по накатанной оленеводами нартовой дороге в тундру.
Ҫурҫӗр ҫулҫӳревҫи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ярангӑри япаласене пурне те пӑхса пӗтерсен, Соня каллех тинӗс хӗррине тухрӗ те сасартӑк шыв якатнӑ вӗтӗ чул ҫинче сапаланса выртакан пӑлан мӑйракисене курчӗ.
Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Мӑйӑхӗпе сухалне тирпейлӗн касса якатнӑ.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Штрехель хырса якатнӑ питҫӑмартисене алтупанӗпе шӑлкаласа илчӗ, унтан алӑк янаххи патӗнче тӑракан йӗкӗтӗн килӗшӳсӗр кӗлеткине тимлӗн пӑхса ҫаврӑнса, ҫӗнӗрен калаҫма тытӑнчӗ:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫӑра та ҫутӑ хӑмӑр ҫӳҫӗсене лайӑх тураса якатнӑ, питӗ тирпейлӗн, тӳп-тӳрӗ ҫӳҫ ҫулӗ туса икӗ еннелле уйӑрса хунӑ, хивре явнӑ тачка ҫивӗтсем ҫурӑмӗ хыҫнелле усӑнса тӑраҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Шап-шурӑ кӗлин хытӑ ҫухи тап-таса хырса якатнӑ янахне хирсе тӑрать.Тугой воротничок ослепительно белой сорочки подпирал круглый бритый подбородок.
Ӗмӗтсемпе ӗҫсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Хӗр хум ҫапса якатнӑ хӑйӑр тӑрӑхӗпе утнӑ чухне вара кашни хутӗнчех Костя каланине аса илетӗп: «Ҫӗр ҫинче хӑй пачах та ҫук пек, йӑлтах сывлӑшра темелле…»
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫӳҫне вӑл йӗпетсе вирелле тураса якатнӑ, ҫара урине кукӑр сӑмсаллӑ ҫӳхе пиншак тӑхӑннӑ.Волосы влажные, волнисто зачесанные назад, на босу ногу чувяки с загнутыми носами.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӗлӗтри ҫӑлтӑрсемпе тата шурӑ юрпа ҫуталса тӑракан уяр та сивӗ каҫ эпир вӑрман урлӑ, малалла каякан батарейӑсем ҫатма пекех якатнӑ такӑр ҫулпа передовоя ҫитрӗмӗр.
Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Тирпейлӗн якатнӑ гимнастерки ҫинче ытти орден лентисем хушшинче икӗ Мухтав орденӗн ленти пур.На аккуратно выглаженной гимнастёрке среди других наград — ленточки двух орденов Славы.
Николай Харитонов сапёр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 270–280 с.
Палӑксемпе юнашар крахмалпа якатнӑ калпак тӑхӑннӑ няньӑсем лайӑх тумлантарнӑ кӑтра ҫӳҫлӗ ачасемпе ҫӳреҫҫӗ.Няни в накрахмаленных чепцах пасли рядом надушенных, разряженных, завитых младенцев.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Хӑй фанера саваласа якатнӑ та, ун ҫине ялава хурса, пӳртӗн малти кӗтессинче ларакан сарлака юман сакӑ хыҫне ҫапса хунӑ.
145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.
Тураса якатнӑ ҫӳҫӗ сапаланса кайрӗ, ҫӳҫне пуҫтарса тӑракан йӗпписем ҫӗре ӳкрӗҫ.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Урамӗсем анлӑ, вак чул сарса лайӑх якатнӑ ҫул ӑна икӗ енне уйӑрса тӑрать.Улица была широкая, рассеченная надвое хорошо отделанной грейдерами дорогой.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Лутӑрканман, утюгпа якатнӑ таса кӗпе…
XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ӗлӗк модельсене алӑпа якатнӑ, атте ҫавӑн пек прибора шухӑшласа кӑларсан, мӗнпур модельщиксем хӑйсен моделӗсене ҫавӑн пек приборпа якатма тытӑнаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Унӑн хырса якатнӑ сарлака пичӗ ҫинче ывӑнни палӑрать.
VII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Салтак турипе тимлӗн тураса якатнӑ ҫак именчӗк мӑйӑх айӗнчен ун чухне Шурӑна кӑртах сиктернӗ сӑмахсем сиксе тухрӗҫ: «Брянский йӗнерӗсем!»
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Картузсӑр, ҫӳҫне тураса якатнӑ, Май уявӗнчи пекех.
Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Капитан-пичче ҫӗрле килнӗ, — ирхине ачасем Ваҫкӑсен садне пӑхрӗҫ те, унти сукмак ҫинче пиччӗшӗ тӑра парать; пӗтӗмпех юр пек шурӑ тӑхӑннӑ, сӑнӳкерчӗк ҫинчи пекех: шурӑ китель, якатнӑ шурӑ брюки, шурӑ туфлисем, кителӗ ҫинче — ылтӑн; тӑрать вӑл, аллисене хыҫалалла тытнӑ, ҫемҫе те кӑшт сӑмсаран тухакан сасӑпа пӳлӗнерех калаҫать.
Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.