Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ытарлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ытарлӑн (тĕпĕ: ытарлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ма тесе картари ват сурӑх калать, — ытарлӑн кулать ман йысна.

— Потому что потому кончается на «у», — лукаво посмеивается дядюшка.

Партизан йысна // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 57–62 с.

— Ҫапларах пек, — хуравларӗ Мишка, тутине ытарлӑн ҫат чӑмӑртаса.

— Вроде этого, — ответил Мишка, значительно сжав губы.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Вӑл вахмистра питӗнчен урлӑ-пирлӗ чуптукаласа илчӗ, тутине мӑйӑхне тутӑрпа шӑлчӗ те, пӗрле килнӗ офицерсем хӑй ҫине темскер кӗтнӗ пек пӑхнине туйса, ытарлӑн тӑрӑхласа, сӑмахӗсене уҫҫӑн татса каларӗ:

Крест-накрест поцеловал вахмистра, вытер платком губы и усы и, чувствуя на себе выжидающие взоры своих спутников, с многозначительной усмешкой, с расстановкой спросил:

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепӗр эрнерен, Ксюша Черемшанкӑна таврӑнсан, ашшӗ ӑна алӑк патӗнче ытарлӑн кулса кӗтсе илнӗ.

Через неделю, когда Ксюша явилась домой в Черемшанку, отец встретил ее у порога, загадочно усмехаясь.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мар, — тенӗ каллех Суворов, Калачинский ҫине ытарлӑн пӑхса, хӑй патнелле кӑчӑк туртса.

— Нет, — опять произнес Суворов, посмотрел на Калачинского загадочным взглядом, поманил к себе пальцем.

Тӑшман // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Мӗн калассу пур… пулма та пултарать, — тенӗ Сашка, ытарлӑн куҫне хӗскелесе.

— Это как сказать… — Сашка многозначительно мигал.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ну-но, — ытарлӑн тӑрӑхласа илчӗ Петро, табак тӗтӗмӗпе йӳҫӗхсе кайнӑ мӑйӑхӗн вӗҫӗсене ҫӑвара пӗтӗрсе чиксе.

— Ну-но, — грязно усмехнулся Петро, заправляя в рот горький от табачного дыма ус.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сергей Платонович хӑйӗн хӗрлӗрех йӑвӑ сухалне ик еннелле сарса хучӗ, эшкерленсе тӑракан казаксем ҫине куҫӗсене чалӑштарса, ытарлӑн пӑхса илчӗ.

Сергей Платонович надвое развалил крутую гнедоватую бородку, многозначительно скосил глаза на толпившихся казаков.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Назанский шӑппӑн та ытарлӑн кулса илчӗ.

Назанский тихо и снисходительно засмеялся.

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Э, куртӑн-и акӑ! — ытарлӑн ывӑтрӗ пуҫне генерал, Вӑл хӑй салтаксене пӗлнӗлӗхӗпе яланах мӑнаҫланнӑ.

— А, вот видишь! — генерал дружелюбно кивнул головой, Он гордился своим знанием солдата.

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вӑл тӑтӑшшӑнах ытарлӑн та тӳрккессӗн шӳтлерӗ.

Он все время мило и грубо шутил.

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Гайнан ытарлӑн та именчӗклӗн кулкаларӗ, малтанхинчен те вӑйлӑраххӑн тӑпӑртатса кукалерӗ.

Гайнан ласково и смущенно улыбнулся и затанцевал пуще прежнего.

III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫурма уҫӑ тутисем, — Соломон вӗсене шӑп та шай сехет каярах кӑна чуптунӑ, — ытарлӑн та киленӗҫлӗн кулнӑ, шӑлӗсем нӳрӗскерсем, вӗсен айӗнчен кӑштах ҫуталнӑ-ха.

Полуоткрытые губы, которые всего час тому назад целовал Соломон, улыбались загадочно и блаженно, и зубы, еще влажные, чуть-чуть поблескивали из-под них.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Давыдов ним шарламасӑр кӑранташӑн шӗвӗртмен вӗҫӗпе сӗтеле шаккакаласа илчӗ те ытарлӑн: — Эппин мӗн тума килтӗн-ха эсӗ? Эпир санӑн куҫҫульне шӑлса ярӑпӑр, терӗн-им? — терӗ те куҫӗсене ҫилӗллӗн вылянтарма тытӑнчӗ.

Давыдов в молчании постучал донышком карандаша по столу, вкрадчиво спросил: — Так ты чего приехал? Чтобы мы тебе слезы утерли? — и злобно заиграл глазами.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑвӑрӑн кӗлетӗр епле аслӑ, анчах тыррӑр вара кун пек тирпейсӗр ҫӗрте выртнӑ? — ыйтрӗ вӑл Акимӑн пӗр хӗрӗнчен, куҫӗсене ытарлӑн хӗссе илсе.

Амбар имеете вместительный, а хлеб так бесхозяйственно лежал? — спрашивал он у одной из Акимовых девок, лукаво подмигивая.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗнле калаҫмалла-ши санпа? — Нагульнов пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ, пӳрнисене шӑтӑртаттарса илчӗ, хуллен кӑна, ытарлӑн, йӑл кулса илчӗ.

— С тобою как говорить-то? — Нагульнов ходил по комнате, похрустывал пальцами, тихо, с лукавинкой улыбался.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак ҫын, таканланӑ чухне кирек мӗнле лашана та кайри ури чӗрнинчен ярса илсе тытса тӑма пултараканскер, ытарлӑн йӑл кулса пӑхакан Лапшиновпа хирӗҫ пулсанах, тӑм тивнипе хӑрнӑ юман ҫулҫи пекех сиксе чӗтреме тытӑнатчӗ.

И он, на ковке удерживавший любую лошадь, взяв ее за копыто задней ноги, — дрожал, как убитый заморозком поздний дубовый лист, когда встречался с лукаво улыбающимся Лапшиновым.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ман ҫине ытарлӑн пӑхса илчӗ.

Он ласково смотрел на меня.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней