Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

службине (тĕпĕ: служба) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтак службине Германире ирттернӗ кил хуҫи Анатолий Александрович чӑн-чӑн арҫын тивӗҫне манман.

Помоги переводом

Пысӑк хулара ҫуртсем ҫӗкленӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.17

Пограничник службине чӗререн юратать.

Службу пограничника любит от сердца.

Вӑрман кушакӗ // Василий Алентей. Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955

Ҫавӑн пекех унта вӗренекенсем ҫар службине хӑнӑхса пыни, спорт ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрни те куҫ кӗрет.

Помоги переводом

Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Кунта ҫӳрекенсем ҫар енӗпе университет-института е училищӑна вӗренме кайма пултараҫҫӗ тата ҫар службине хатӗрленсе ҫитеҫҫӗ.

Помоги переводом

Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

1950 ҫулхи утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫар службине вӗҫлесе яла таврӑнтӑм.

В конце июля 1950 года отслужив вернулся домой.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

— Ҫар службине Челябинскра ирттертӗм.

- Военную службу проходил в Челябинске.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Пирӗн вӑхӑтра салтакра пулман яшсене пачах хисеплеместчӗҫ, йӗркеллӗ ҫын вырӑнне хумастчӗҫ. Ун чухне 3-4 районӑн пӗрлехи медкомиссийӗ эрнере пӗрре пухӑнатчӗ. Повестка ҫук пулин те унта хам ирӗкпех тепӗр икӗ хут кайрӑм, виҫҫӗмӗшӗнче тин мана строй службине юрӑхлӑ тесе йышӑнчӗҫ», — каласа кӑтартрӗ ветеран.

В наше время не уважали тех парней, кто не был в армии, не считали за приличного человека. Тогда общая медкомиссия 3-4 районов собиралась раз в неделю. Хоть и не было повестки я добровольно туда еще два раза сходил, в третий раз только меня признали годным к строевой службе", - рассказал ветеран.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Кӑштахран ӑна медкомиссие чӗнтернӗ, сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн «ҫар службине юрӑхсӑр» тесе документ панӑ.

Через некоторое время его направили на медкомиссию, после тщательной проверки здоровья выдали документ о непригодности к военной службе.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

«Чӑваш Енре ҫул ҫитменнисен хирургийӗн службине Республикӑри ача-пӑча клиника больницин никӗсӗ ҫинче централизацилерӗмӗр. Усси куҫ умӗнчех: пӗчӗккисене операци туса сиплес, ҫав шутра пысӑк технологиллисем, пӗчӗк инвазивлисем тӗлӗшпе те, палӑрмаллах ҫитӗнӳ турӑмӑр. Эпир кашни пациентшӑн кӗрешнине кӑтартусем аван ҫирӗплетеҫҫӗ. Сывлӑхӑн 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнӗсенчи ачасем йышланса пыни, хӗсмете юрӑхлӑ яшсен хисепӗ пысӑкланни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫаксем — халӑх сывлӑхӗн, ҫӗршыв пуласлӑхӗн кӑтартӑвӗсем», — пӗтӗмлетрӗ ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова.

Помоги переводом

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Сӑмах май, пӗчӗк ачасем вилесси Чӑваш Енре 2001 ҫулта, перинаталь службине туллин реформӑлама тытӑннӑ — ачапа амӑшне тивӗҫтерекен перинаталь тата неонаталь пулӑшӑвӗн икӗ шайлӑ тытӑмне йӗркелес, сывлӑх сыхлавне медицинӑн прогрессивлӑ технологийӗсемпе пуянлатас, сиплев организацийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне тӗреклетес тата кадрсене ҫирӗплетес енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ — хыҫҫӑн, чакса пырать.

Помоги переводом

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Газ шӑршине туйсан е ҫӗр айӗнчен сас илтӗнсен ҫийӗнчех районти газ службине пӗлтермелле.

Помоги переводом

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫав самантрах инкек пирки 01 телефонпа е 101 е 112 карас телефонӗпе пулӑшу службине шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.

Надо немедленно сообщить о беде в пожарную службу по телефону 01 или 101 или 112 по сотовому телефону.

Кӑмакасене юсавлӑ тытар // С.САРДАЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Пӳлӗмре газ шӑрши сарӑлсан ҫурта кӗрекен крана хупмалла, пӳлӗме уҫӑлтармалла, кун пирки газ хуҫалӑхӗн авари службине - 04 - пӗлтермелле.

Помоги переводом

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ.

11 марта Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в торжественном мероприятии, посвященном тринадцатой годовщине создания органов наркоконтроля.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Пӗрлехи юмах службине хула администрацийӗ карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен операторсенчен пӗринпе йӗркеленӗ.

Единую сказочную службу городская администрация организована с помощью одного из операторов сотовой связи.

Пӗрлехи юмах служби ӗҫлет // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/10855.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней