Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аптӑраса (тĕпĕ: аптӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сергей аптӑраса тӑчӗ.

Помоги переводом

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ, анчах аптӑраса ӳкмерӗ:

Помоги переводом

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чикан, ҫӑварӗнче татӑлса юлнӑ кашкӑр хӳрипе чыхӑнса, пӗр самантлӑха аптӑраса тӑчӗ.

Помоги переводом

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Атте, ӑҫтан вара ку пулӑсем? — ним калама аптӑраса персе ячӗ вӑл юлашкинчен.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр самант вӑл ним тума, ниҫталла ишме аптӑраса тӑчӗ, ҫӑлӑнӑҫ шыраса, пуҫне ун-кун пӑркаласа пӑхса илчӗ, унтан тин, таҫтан вӑй ҫитерсе, Сахар ҫурчӗ еннелле ишсе килме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар пӗр хушӑ ним калама та аптӑраса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ав, мӗн пысӑкӑш пӑрсем йӑтӑнса килеҫҫӗ! — ним тума аптӑраса хуравларӗ Сахар.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ав мӗнле, — терӗ вӑл кӑшт аптӑраса тӑрса.

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аптӑраса ҫитнӗ Микки пупа шырама ял хушшине тухса утать, ҫырма хӗррине анса пӑхать, ниҫта та тупаймасӑр каллех килне таврӑнать.

Растерянный и злой Микки ищет брата по всей деревне, спускается к реке и ни с чем возвращается обратно в дом.

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах вӑл та выляма Аптӑрарӗ инкӗшпе, Аптӑраса урама Тухса кайрӗ лашипе.

Помоги переводом

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Мӑкӑртатса, мӑшлатса, Аптӑраса ларать вӑл: «Мӗнле вара ку паян? — Хӑй ӑшӗнче ыйтать вӑл, — Халичченех ҫынсене Юмӑҫ пӑхса параттӑм, Суя сӑмах суяйса Улталаса яраттӑм.

Помоги переводом

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ватӑ Юсуф, паттӑрланса инҫе ҫула юланутпах тухнӑскер, тепӗр кунне аптӑраса ӳкнӗ-мӗн, хӑйӗн палатинче вырӑнпах выртать.

Помоги переводом

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аптӑраса ӳксен эмел ӗҫме тӑхтӑр.

При недугах в этот период постарайтесь обойтись без таблеток.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӗрӗс апатланӑр, унсӑрӑн кайран аптӑраса ӳкетӗр.

Следите за своим питанием, высок риск съесть что-нибудь не то с неприятными последствиями.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Аптӑраса ӳкнӗ Сарри ӑна ҫийӗнчех ним тавӑрса калама та пӗлмерӗ.

Помоги переводом

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйсен ҫар пуҫлӑхне ҫухатсан тумен аптӑраса кайрӗ.

Помоги переводом

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тутар ҫарӗ тӗлӗннипе ним тума аптӑраса тӑчӗ.

Помоги переводом

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эльгеев ним тума та пӗлмерӗ, пӑшалне аллинчен ямасӑр аптӑраса тӑчӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Контузи хыҫҫӑн пуҫӗ хӗссе ыратнипе чылайччен аптӑраса пурӑннӑччӗ Эльгеев.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— О, турӑҫӑм! — хаш сывласа ячӗ Джесси; хӗр тусӗ аптӑраса именнӗрен те, вӑл вӗсен хутшӑнӑвӗсене кӑнттаммӑн хутшӑннӑшӑн та халӗ унӑн кӑмӑлӗ пӑсӑлнӑ.

— О, господи! — вздохнула Джесси, расстроенная равно как смущением подруги, так и ее угловатым вмешательством.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней