Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрнар райархивӗн пӗрремӗш заведующине Тимӗрҫкассинчи Тарас Сергеева 1936 ҫулхи июнӗн 27-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ.
Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra
Ҫав кунах Вӑрнар арҫынни, 58 ҫултискер, ҫухалнӑ.
Кӗрекаҫ каччин виллине тупнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34472.html
Паян Вӑрнар районӗнче «Нурӑс - Елчӗк - Патӑрьел» ҫул ҫинче пулнӑ аварире ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Вӑрнар районӗнчи аварире 2-ри ача вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34408.html
Вӑрнар станцине ҫитсе чарӑннӑ пуйӑс ҫинчен пӗр ҫирӗм-ҫирӗм икӗ ҫулсенчи сап-сарӑ ҫӳҫлӗ те кӑн-кӑвак куҫлӑ, патвар хул-ҫурӑмлӑ ҫамрӑк сиксе анчӗ.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Пӗлтӗр Вӑрнар поселокӗнче 3,1 пин тӑваткал метр лаптӑклӑ пӑр каток, Канаш районӗнче, Шупашкар хулинче 906 тӑваткал метр лаптӑклӑ спорт залӗсем, Канаш районӗнче 861 тӑваткал метр лаптӑклӑ спортӑн тӳрем сооруженине туса пӗтернӗ.
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.
Ытти ҫӗрти ҫухатусем сисӗмлӗ, Шӑмӑршӑ, Улатӑр, Елчӗк, Элӗк, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Пӑрачкав районӗсенче 10,2-6,1 процент чакнӑ.
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.
Вӑрнар районӗнче пӗр хӗрарӑм ҫухалнӑ.
Вӑрнар районӗнчи хӗрарӑм ҫухалнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34332.html
Пульповодӑн пӗрремӗш звенисене Вӑрнар енчи чӑваш каччи Юрий Петров шӑратса ҫыпӑҫтарнӑ.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Юрий Егорович халӗ Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пурӑнать пулин те ҫураласса вӑл Вӑрнар районӗнчи Хирпуҫра 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Хӗрлӗ Чутайри пенсионерсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи 80 ҫул тултарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34298.html
Эрнекун Вӑрнар поселокӗнче халӑх музыка инструменчӗсемпе калакансен IV республикӑри «Шӑпӑр-кӗсле, ай, янра» фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.
Кӑҫал — пӗрремӗш // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%baac%d0 ... bce%d1%88/
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакан 44 ҫулти арҫын Мускава вахта мелӗпе ӗҫлеме ҫӳренӗ.
Пӑртас арҫынни Мускава ӗҫлеме кайсан ҫухалнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34230.html
Ятлӑ-сумлӑ конкурсра Вӑрнар поселокӗнчи хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Иван Федоров пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Вӑрнар фермерӗн пылӗ - чи лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12162-v- ... -laj-khkhi
Вӑрнар муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов хӑнасене ырӑ ӗҫсем пуҫарнӑшӑн тав турӗ.
Курма кӑна мар, ӗҫлеме те килччӗр // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12163-ku ... -kilchch-r
«Атӑла сыватас» реигон проектне пуҫарса янӑранпа пурӗ Чӑваш Енре Шупашкар хулинче икӗ объект, пӗршер объекта Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче пурнӑҫа кӗртнӗ.
Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k
Ӑна мӗнле ӗҫе кӗртнипе тата вырӑнти ӗҫ-хӗлпе муципилатет округӗнчи тӗп больницӑн тӗп тухтӑрӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ, 22 ҫул ҫак лава туртса пыракан (пӗр вӑхӑт Вӑрнар районӗнче ӗҫленӗ) Николай Тинюков паллаштарчӗ.
Патшалӑх пулӑшӑвӗ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44128-patsh ... v-kur-ml-4
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ачасем урамра конькипе ярӑнаҫҫӗ.В деревне Буртасы Вурнарского района дети на улице катаются на коньках.
Урамра конькипе ярӑнаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34054.html
Ҫитменнине тата, Ҫӗмӗрле, Элӗк, Вӑрнар таврашӗнче пӑрҫа питӗ ӑнса пулать.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӗсем тӑрӑшса ӗҫленипех, Вӑрнар лесхозӗ 1951 ҫулта РСФСР Вӑрман хуҫалӑх министерствисенче пӗрремӗш вырӑна тухнӑччӗ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Ҫапла, Вӑрнар вӑрманӗ тавра вырнаҫнӑ Шалти тата Тулти Пӑртас, Волонтер, Ҫарӑклӑ, Пинер, Шӑхаль, Санарпуҫ, Хапӑс, Кивьял, Вӑрманкас, Катӑш, Кӳлхӗрри, Упнер, Кӗҫтӳмер, Ершепуҫ ҫыннисем ҫу каҫипех вӑрманта кӑткӑ пекех ӗҫлетчӗҫ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Вӑрнар вӑрманӗнче, калӑпӑр, ӳпке чирӗпе чирленӗ ачасен санаторийӗ пур.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.