Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Улпутсем хӑйсен тарҫисене шыв ӑсма яраҫҫӗ; лешӗсем пусӑ патне пыраҫҫӗ те — шыв тупаймаҫҫӗ; пушӑ кӑкшӑмӗпех таврӑнаҫҫӗ; намӑсланса, аптӑраса вӗсем пуҫне хуплаҫҫӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сирӗн ҫӗре сӑтӑр-мӑшкӑл кӑтартнӑ; хулӑрсене ҫунтарса янӑ; сирӗн хирсем паракан ҫимӗҫе ютран килнисем хӑвӑр умӑртах ҫисе яраҫҫӗ; ютран килнисем ҫаратса тухнӑ евӗр, пур тӗлте те — пуш-пушӑ.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Пуян сӑмах хускатсассӑн, пурте шӑпӑрт пулаҫҫӗ, унӑн сӑмах-юмахне пӗлӗте ҫити ҫӗклеҫҫӗ; 29. чухӑн сӑмах хускатсассӑн: «мӗнле ҫын ку?» тееҫҫӗ, кӑшт такӑнсассӑн, ӑна ӳкмеллех тӗртсе яраҫҫӗ.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пуян сулӑнса кайсассӑн, ӑна тус-йышӗ пырса тытать, чухӑн кайса ӳксессӗн, ӑна тусӗсем те тӗртсе яраҫҫӗ.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хир чиккисене куҫараҫҫӗ, выльӑх кӗтӗвӗсене хӑваласа каяҫҫӗ те хӑйсем патӗнче кӗтеҫҫӗ; 3. тӑлӑх-туратӑн ашакне илсе тухаҫҫӗ, тӑлӑх арӑмӑн вӑкӑрне саклата илеҫҫӗ; 4. кӗлмӗҫсене ҫул ҫинчен тӗртсе яраҫҫӗ, ҫӗр ҫинче мӗскӗне юлнисен пурин те пытанса пурӑнма тивет.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ман ҫинелле ҫӑварне карса пӑрахнӑ; вӑрҫса-хӑртса питрен ҫупа-ҫупа яраҫҫӗ; пурте мана хирӗҫ каварлашнӑ.10. Разинули на меня пасть свою; ругаясь бьют меня по щекам; все сговорились против меня.
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл пӗртен-пӗрре, вӑл вӗлерме каласан — вӗлереҫҫӗ, ирӗке яма каласан — ирӗке яраҫҫӗ; хӗнеме каласан — хӗнеҫҫӗ; 9. тустарма каланӑ — тустараҫҫӗ; туса лартма каланӑ — туса лартаҫҫӗ; касса тӑкма каланӑ — касаҫҫӗ; ҫӗнӗрен лартма каланӑ — лартаҫҫӗ; 10. унӑн пӗтӗм халӑхӗ, ҫарӗ ӑна пӑхӑнать.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа: тыттарса яраҫҫӗ, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӗнӗ ҫул хута яраҫҫӗ кӑна — тепӗр ҫул юсама тухаҫҫӗ.
Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html
Уйрӑм хастарӗсем асӑннӑ купасенчи выртан-тӑрана тиесе яраҫҫӗ, хытӑ каяша уйӑрса пухнӑ ырӑ тӗслӗхсене пропагандӑлаҫҫӗ.
Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Уйрӑм хастарӗсем асӑннӑ купасенчи выртан-тӑрана тиесе яраҫҫӗ, хытӑ каяша уйӑрса пухнӑ ырӑ тӗслӗхсене пропагандӑлаҫҫӗ.
Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Ҫакӑн пек хӗрӳ ӑмӑртусем хыҫҫӑн вӑй-хал кӗнине туяҫҫӗ спортсменсем, финиша ҫитсен вара «иккӗмӗш сывлӑш» ҫавӑрса яраҫҫӗ те халь тесен халь вӑрман тавралла тепӗр ҫавра тума хатӗр.
Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26
Ҫатра-Хочехмат шкулӗнче ӑс пухнӑ хыҫҫӑн Советскине тракториста вӗренме яраҫҫӗ каччӑна.
Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16