Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кантӑк сăмах пирĕн базăра пур.
кантӑк (тĕпĕ: кантӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑсӑяна курнӑ хыҫҫӑн ӑна ҫак самантрах тав тӑвас килни ҫиеле тухрӗ: вӑл холодильникӗнчен салӑ татӑкӗ кӑларчӗ, ӑна витӗр шӑтарса хулӑн ҫиппе ҫыхрӗ, кантӑк питӗркӗчӗнчен ҫыхса тула кӑларчӗ.

В ней проснулось такое чувство: надо скорее как-нибудь отблагодарить синицу, она достала из холодильника кусок сала, продырявив посередине, вдела нитку и повесила через форточку.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Амӑшӗ картишнелле тухкаласа кӗнӗ чухне, тултан уҫӑ сывлӑш ҫӗклеме йӑтӑна-йӑтӑна кӗнӗ, кантӑк евӗр ҫӳхе лӑрла витӗннӗ кӳлленчӗксен шӑрши пулнӑ ку; ҫӳхе пӑрпа сапӑннӑ тӑпра муклашкисен шӑрши пулнӑ ку; пахчасенчи ӗнерхи кӑвайтсенчен кӗрекен йывӑр та йӗпе, шап-шурӑ кӗл шӑрши пулнӑ ку; ҫуркуннене йӗпенсе тӗссӗрленнӗ, апла пулин те, ура айӗнче хыттӑн шатӑртатса пыракан пӗлтӗрхи ӳкнӗ ҫулҫӑ шӑрши пулнӑ ку.

Когда мать выходила на улицу и открывала дверь, с улицы тянуло свежестью, той свежестью, какая исходит от лужиц, подернутых светлым, как стеклышко, ледком; от комков земли, окропленных мелким бисером изморози; от вчерашних кострищ в огородах, зола которых седая, и влажная, и тяжелая; от палого листа, который отсырел с весной, но все равно, когда идешь, громко шуршит под ногами.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Часах сывлӑшра пӗр темӗнле япала шӑхӑрса вӗҫни, хуллентерех ятлаҫса илни тата кантӑк чӑнкӑрр! туса ҫӗмӑрӗлни илтӗнсе кайнӑ, вара пӗр кӑшт анчах палӑракан пӗчек ҫеҫ мӗлке карта урлӑ вӗлт каҫнӑ та тӗттӗмре курӑими пулнӑ.

В воздухе просвистел камень вместе с невнятной бранью, зазвенело стекло, разлетаясь вдребезги, коротенькая, смутно различимая фигурка перескочила через забор и растаяла в темноте.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Карчӑк Тӑварвӑрри тӑвайкки вӑрманне курас тенӗ пек кантӑк витӗр урамалла тинкерчӗ.

Старуха посмотрела в окно вдаль, словно хотела увидеть лес на Соляном пригорке.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Ҫапах та, куҫри тӗтре витӗр те пулин, кантӑк енчи иккӗмӗш парта хушшинче ларакан Оксанӑна паллайрӗ вӑл: «Оксана, сӑмахран, эсӗ те пулин мӗншӗн Алексей патне пымастӑн?» — пӑшӑлтатрӗ тути.

Но все-таки, как бы сквозь туманы в глазах, она узнала Оксану, сидевшую около окна за второй партой: «Оксана, например, зачем ты к Алексею не приходишь?» — прошептала она.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Анчах вӑрра ҫакӑ та чарайман — шала вӑл кантӑк ватса кӗнӗ.

Но вору это не стало помехой — он вошел внутрь, разбив окно.

Турӑран та хӑраман // Н.СТЕПАНОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

12. Халӗ эпир уҫҫӑн курмастпӑр, тӗксӗм кантӑк витӗр курнӑ пек анчах тӗшмӗртетпӗр; ун чухне куҫа-куҫӑн курӑпӑр: халӗ эпӗ кӑшт анчах пӗлетӗп, ун чухне эпӗ пӗтӗмпе, Турӑ хама пӗлнӗ пек, пӗлӗп.

12. Теперь мы видим как бы сквозь тусклое стекло, гадательно, тогда же лицем к лицу; теперь знаю я отчасти, а тогда познаю, подобно как я познан.

1 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вӑл ҫапла калать: «хам валли пысӑк ҫурт лартӑп, ҫӳлти пӳлӗмӗсене те анлӑ тӑвӑп» — ӗнтӗ кантӑк касать, кедр йывӑҫҫипе сӑрса тухать те хӗрлӗ сӑрӑпа сӑрлать.

14. кто говорит: «построю себе дом обширный и горницы просторные», - и прорубает себе окна, и обшивает кедром, и красит красною краскою.

Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Рада кантӑк патнелле пӑрӑнчӗ, пӗҫертсе тӑран пит ҫӑмартипе кӗленчерен сӗртӗнчӗ, вӑл хӑйӗн чун хавалне палӑртасшӑн пулмарӗ.

Рада отошла к окну и пылающей щекой прижалась к стеклу, чтобы скрыть свое волнение.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл уҫӑ кантӑк умӗнче, ҫутӑ ҫутса ларнӑ, вӑт ҫавӑн чух пенӗ те.

Он сидел возле открытого окна, при огне, ну, по нем и вдарили.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ку ача, шуйттан пуҫӗ, пире тустарса тӑкма шухӑшламасть пуль те? — терӗ кантӑк умне пырса тӑнӑ Разметнов, вара кулса ячӗ.

— Это он, чертило, не громить ли нас задумал? — проговорил подошедший к окну Размётнов и засмеялся.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней