Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак куна ачасене пӑхса ҫитӗнтерес, ҫирӗп те телейлӗ ҫемье йӗркелес ӗҫри ашшӗсен пӗлтерӗшне палӑртма туса хунӑ.Это день призван подчеркнуть роль отца в воспитании детей, формировании крепкой и счастливой семьи.
Олег Николаев Атте кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2020/10/24/glava-chu ... aet-s-dnem
Ҫемье йӑли-йӗркине типтерлӗн сыхласа упракан хаклӑран та хаклӑ ҫыннӑмӑрсем, сире ырми-канми ӗҫӗршӗн, чӑтӑмлӑхӑршӑн, ырӑ та уҫӑ чунлӑ пулнӑшӑн ҫӗре ҫити тайма пуҫ!
Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани (2019) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2019/11/23/glava-chu ... yaet-s-dne
Пирӗн республикӑра амӑшлӑхпа ачалӑха пулӑшасси, ҫемье институтне ҫирӗплетесси патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсен шутӗнче.
Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани (2019) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2019/11/23/glava-chu ... yaet-s-dne
Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, телей тата ҫемье ырлӑхне сунатӑп!Желаю вам доброго здоровья, счастья и семейного благополучия!
Олег Николаев Анне кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2021/11/28/glava-chu ... et-s-dnyom
РСХБ пулӑшӑвне тӗпе хурса, Чӑваш Енре 1,2 пин ҫемье хӑйсен ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса панӑ.
Чӑваш Енпе Россельхозбанк килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2021/11/18/chva ... ussa-cirpl
Манӑн кунта пысӑк ҫемье пур — арӑм, анне, виҫӗ хӗр.
Ашшӗпе хӗрӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Темиҫе ҫемье пухӑнса харпӑр автотранспортпа яла пырса каясси йӑлана кӗнӗ.Наметилась тенденция посещения села группами из нескольких семей на личном автотранспорте.
Туслӑ калманттайсем мӑн асаттесен йӑли-йӗркине упраҫҫӗ, пурне те хӑнана чӗнеҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5810.html
Ҫирӗм пус тӑракан тӑм чӳлмеке ватса пӑрахнӑшӑн виҫӗ ҫемье рычаксемпе ҫапӑҫнӑ, пӗр карчӑк аллине хуҫса пӑрахнӑ тата тепӗр йӗкӗтӗн пуҫне ҫапса шӑтарнӑ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫемье манӑн, акӑ мӗн.
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Нимӗн те мар — ҫемье пысӑк манӑн…
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Ҫемье пирки ан шиклен эсӗ, Володя, — терӗ Гвоздев.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Бауман тӗплӗ ҫын, курнӑҫнӑ чухне ҫемье ҫинчен, килти ӗҫсем ҫинчен ҫеҫ калаҫма юранине пӗлет вӑл, унсӑрӑн курнӑҫнӑ чух калаҫма ҫавӑнтах чарса лартаҫҫӗ (инструкцинче ҫаплах ҫырса хунӑ: «ҫавӑнтах чарса лартмалла»), вара, икӗ решетке урлӑ пулсан та, урӑх калаҫма ирӗк памаҫҫӗ.
XXXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Бауман куҫне пур енчен те пысӑк шкафсемпе комодсем, лапсӑркка пукансем, сӗвенсе лармалли ҫӳллӗ диван, сарлака — пӗр ҫемье вырнаҫмалӑх, унран кая мар — кровать курӑнчӗ.
XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, ҫемье телейӗ тата ырлӑх сунатӑп!Желаю крепкого здоровья, долгих лет жизни, семейного счастья и благополучия!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ашшӗ кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://chuv.cap.ru/news/2021/10/15/chvas ... hsh-kun-ya
Ҫак уяв пире ҫемье кашни ҫын пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнни ҫинчен аса илтерет.Этот праздник напоминает нам о важной роли семьи в жизни каждого человека.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ашшӗ кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://chuv.cap.ru/news/2021/10/15/chvas ... hsh-kun-ya
Темиҫе пуля стена ҫине, ҫемье фотографийӗсем тӑнӑ тӗле тирӗнсе ларчӗҫ.Несколько пуль влепилось в стену, где висели семейные фотографии.
XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ялта пурӑнакан пӗтӗм хӗрӗх пиллӗк ҫемье, пӗр ҫӗре пухӑнса, нимӗн йӗркесӗр утса пыраҫҫӗ.Нестройной толпой брели все сорок пять семей, живших в деревне.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Мӗн, санӑн ҫемье пур-и?
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Ку пӳртре тата виҫӗ ҫемье пурӑнать.
XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Кашни пӳлӗмрех ик-виҫ ҫемье.
XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.