Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Ҫар урапи Вефсамис ҫыннин Иисусӑн хирне ҫитнӗ те тӑпах чарӑннӑ; кунта пысӑк чул пулнӑ, ҫар урапине вутӑ валли вакласа тӑкнӑ, ӗнисене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ывӑлӗсем ҫунтарса кӳрекен мӗнпур парнерен Эпӗ санӑн аҫун килне пай парса тӑмарӑм-и?И не дал ли Я дому отца твоего от всех огнем сожигаемых жертв сынов Израилевых?
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эхер те кам та пулин ӑна: «тумаллине туччӑр-ха, ҫӑва ҫунтарса яччӑр-ха, кайран чуну мӗн чухлӗ ыйтать, ҫавӑн чухлӗ ил» тесессӗн, вӑл: ҫук, халех пар, памастӑн пулсассӑн вӑйпах илетӗп, тенӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Священник тарҫи ӗнтӗ парне ҫӑвне ҫунтарса яричченех пырса тӑнӑ та парне кӳме килнӗ ҫынна ҫапла каланӑ: священник валли ӑшаламалли аш пар; вӑл санран пиҫнӗ аш илмест, чӗррине пар, тенӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тепӗр кунне халӑх ир-ирех тӑнӑ та ҫавӑнта парне вырӑнӗ тунӑ, унта пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Израильсем каллех Вениамин ывӑлӗсем патне кайнӑ та вӗсене хӗҫпе пӗтернӗ, хулари ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те, [пӗтӗм хулисенче] мӗн тӗл пулнӑ, ҫавна пӗтӗмпех, тата ҫул ҫинче тӗл пулнӑ пур хулана та вутпа ҫунтарса янӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ӗнтӗ пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх Турӑ ҫуртне кайнӑ та ҫӗре ларса Ҫӳлхуҫа умӗнче макӑрнӑ, ҫав кун вӗсем мӗн каҫ пуличченех типӗ тытнӑ, Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. [Дан ывӑлӗсем,] Миха тунӑ япаласене тата ун патӗнче ӗҫлесе тӑнӑ священника илсе, Лаис хулине ҫитнӗ, унти лӑпкӑ та ним шухӑшсӑр пурӑнакан халӑха тапӑнса ӑна хӗҫпе пӗтернӗ, хулине вутпа ҫунтарса янӑ.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Филистимсем ӗнтӗ ҫав хӗрарӑма та, ун ашшӗ килне те вутпа ҫунтарса янӑ.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫиччӗмӗш кунӗнче вӗсем Самсон арӑмне каланӑ: упӑшкуна ӳкӗте кӳрт-ха, унран юмах тупсӑмне ыйтса пӗл; унсӑрӑн хӑвна та, аҫун килне те вутпа ҫунтарса яратпӑр; ара, эсир пире ҫаратса юлма чӗннӗ-им?
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Арӑмӗ ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа пире вӗлерес тенӗ пулсан, пирӗн аллӑмӑртан Вӑл пӗтӗмӗшпе ҫунтарса панӑ парне те, тырӑ парни те йышӑнмастчӗ, пире ҫакна та кӑтартмастчӗ, пире нимӗн те пӗлтерес ҫукчӗ, тенӗ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Маной вара качака путеккипе ҫӑкӑр парни илнӗ те чул ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.19. И взял Маной козленка и хлебное приношение и вознес Господу на камне.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ каланӑ: эсӗ мана тытса тӑрас пулсан та, эпӗ сан ҫӑкӑрна ҫиес ҫук; Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрес тетӗн пулсан, парне кӳр, тенӗ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ефрем ывӑлӗсем шыв урлӑ каҫса Севина хулине пуҫтарӑннӑ та Иеффая ӳпкеленӗ: аммонсемпе ҫапӑҫма кайнӑ чухне мӗншӗн эсӗ пире чӗнмерӗн? эпир сана хӑвӑн килӳ-ҫуртупа пӗрле вутпа ҫунтарса яратпӑр, тенӗ.
Тӳре 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Иеффай ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана сӑмах парса хунӑ: Эсӗ аммонсене ман аллӑма парсассӑн, 31. эпӗ аммонсене ҫӗнтерсе таврӑнсассӑн, тӑван килӗм хапхинчен мана хирӗҫ мӗн тухӗ, ҫавӑ Ҫӳлхуҫана пулӗ, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗп, тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Вара пӗтӗм халӑх, кашнийӗ, турат касса, ӑна Авимелех хыҫҫӑн йӑтса кайса, пашне ҫумне ҫитерсе пӑрахнӑ, унтан вут тивертнӗ, ҫапла пашнене ҫунтарса янӑ, Сихем пашнинче пулнисем — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ, пине яхӑн ҫын — ҫакӑнта пӗтнӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эхер те эсир халӗ Иероваалпа ун килне ҫакна кӑтартса тӗрӗс турӑр пулсан, тӳррине турӑр пулсан, [сире пиллӗх ҫиттӗр,] Авимелехшӗн савӑнӑр, вӑл вара сирӗншӗн савӑнтӑр; 20. апла мар пулсан, Авимелехрен вут тухтӑр та Сихем халӑхӗпе пӗтӗм Милло килне ҫунтарса ятӑр, Сихем халӑхӗпе пӗтӗм Милло килӗнчен те вут тухтӑр, Авимелехе ҫунтарса ятӑр, тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӳкен йывӑҫсене ҫапла каланӑ: эсир мана хӑвӑра тытса тӑма патшана лартса тӗрӗс тӑватӑр пулсан — килӗр, ман сулхӑнӑмра канӑр; апла мар пулсан, кӳкенрен вут тухӗ те Ливан кедрӗсене ҫунтарса ярӗ, тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ирхине хула халӑхӗ вӑраннӑ та — акӑ Ваала чӳк паракан вырӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ун ҫумӗнче ларнӑ йывӑҫа та касса пӑрахнӑ, ҫӗнӗ парне вырӑнӗ ҫинче иккӗмӗш пӑрӑва пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫав каҫ Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: аҫу кӗтӗвӗнчен пӗр пӑру ил, тата ҫичӗ ҫулхи тепӗр пӑру ил, аҫу пӑхса тӑракан чӳк вырӑнне, Ваала чӳк паракан вырӑна, ҫӗмӗр, унта ларакан киремет йывӑҫҫине те касса пӑрах; 26. [хӑвна] ҫак чул хысак тӑрринче [курӑннӑ] Ҫӳлхуҫа Турру ячӗпе парне вырӑнӗ ту, иккӗмӗш пӑрӑва ху каснӑ йывӑҫ вутти ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳр, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.