Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл мар, эпӗ «тинӗс прапорщикӗ» пулма экзамен парса тухнӑ тейӗн, унтан Гидрографически управленинче офицерсене хисеплес мар тенӗ мӑнкӑмӑллӑха хирӗҫ хӑйӗн тивӗҫлӗхне вӑл мӑнаҫлӑн чӑтса ирттернӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗн чухлӗ пӑшӑрхану, мӗн чухлӗ хуйхӑ-суйхӑ чӑтса ирттеретӗн ӗнтӗ эсӗ ҫак иртнӗ ҫулсенче — акӑ тата тепри, чи пысӑкки.Сколько беспокойства, сколько горя перенесла ты за эти годы — и вот ещё одно, самое большое.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах ку чӑтса ирттерейми инкекех мар-ха.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ним чухлӗ те кирлӗ мар, — терӗм эп чӑтса тӑрса.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах тинех акӑ, Катьӑпа иксӗмӗр те пӗр хуларах пулнине пӗле-тӑркачӑ, шухӑшласа илнипе ҫеҫ ҫирӗм хут сывлӑш ҫавӑрса илмелле те, кӗтмешкӗн чӑтса тӑма май пур-и, тен вӑл шӑпах ҫак самантра акӑ… пӗлместӗп ӗнтӗ хама мӗн кӗтнине — чирлӗ пуль, вилес пек выртать пуль.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫук, ку юрату пулман, вӑл, турӑ пӗлет-и, темле арпашӑннӑ шухӑш, мӑшкӑл чӑтса ирттернӗ мӑнкӑмӑллӑхпа ӑмсану пӑтрашни ҫеҫ, тен ҫак йӗксӗкӗн кичем чунӗ ҫав юратуран услам курасшӑн тӑрӑшни те пуртӑр-ха, ҫаплах пулӗ, тетӗп эпӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан тата: — Ҫапах та вӗлермен, мӗншӗн тесен ӑна вӗлернӗшӗн чӑтса тӑрайман хӗрарӑм та вилнӗ пулӗччӗ, — тейӗ.И потом: — Но не убил, потому что люблю ту, которая не в силах перенести эту смерть.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пит-куҫӗ чалӑшрӗ унӑн, йӗрсе ямасӑр аран чӑтса тӑчӗ пулас.Морда у него искривилась, и он, кажется, с трудом удержался, чтобы не заплакать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак ҫынсене пӑхнӑ май, вӗсене лӑплантарса та шанчӑк парса тӑмаллаччӗ, ку темӗнех мар-ха, ку пысӑк инкек мар, пит ҫинче ҫӗвӗ юлсан та чӑтса кӑна ирттермелле, вара нимӗнле паллӑ та юлмасть, тесе йӑпатмаллаччӗ манӑн вӗсене — ун ҫинчен эпӗ иккӗмӗш кунхине-и, е виҫҫӗмӗш кунхине ӗҫленӗ чух-и туйса илтӗм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хулӑн туя ҫине таянса, ухсахласа, вӑл чи малтан пирӗн пата пычӗ, хумханса кайса, сӑмах чӗнеймесӗр ман алла ярса тытрӗ, нумайччен силлерӗ, унтан ман пирки темӗн чул лайӑх сӑмах каласа пӗтерчӗ, ӑна пула анне те чӑтса тӑраймарӗ — йӗрсе ячӗ, эпӗ именнипе, хама хам вырӑн тупаймарӑм.
30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вилӗмрен пуҫне, эпӗ пурне те чӑтса ирттереп.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӗнтӗ ман халь ниепле чӑтса пулмарӗ — хуллен кулса ятӑм.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Чӑтса тӑраймастӑп пуль тесеттӗм эпӗ, панихида иртиччен аран-аран тӑтӑм.Я плохо чувствовала себя и с трудом простояла до конца панихиды.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Сире эпӗ никама улталама та хушман, эсир акӑ мана пулӑшас тесе тӳрӗ кӑмӑлпа («пурнӑҫӑрта чи малтанхи хут вӗт» тесе кӑштах калаймасӑр чӑтса тӑтӑм) ман пата килме хӑйрӑр та, уншӑн вӑтанса тӑмалли те ҫук пек ман шутпа.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑшт ҫеҫ чӗнмесӗр чӑтса тӑтӑм…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шӑлне ҫыртса чӑтса тӑчӗ мӗскӗн, сӑнарӗ ытла телейсӗр курӑнчӗ, хамӑн та чӗрем ыратса кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫакна эпир Катьӑпа вагон коридорӗнче вуларӑмӑр та, унӑн ҫӳҫӗ ман питӗме тивнине туйрӑм эпӗ, вӑл хӑй те куҫҫуль кӑлармасӑр аран-аран чӑтса тӑчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Темӗнччен, темӗнччен пӑхса тӑчӗ вӑл ун ҫине, ҫак пӑшӑрхантаракан шӑплӑха чӑтса тӑрасси маншӑн та йывӑр пулчӗ.Он смотрел на него долго, так долго, что даже и мне трудно было выдержать эту напряженную тишину.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун пеккисене чӑтса тӑраймастӑп эпӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Марья Васильевна тӗрӗссине калама хӑрать, мӗншӗн тесен чӑтса тӑма пултараймасть ӑна.Она боялась правды, потому что не в силах была её перенести.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951