Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫырмана (тĕпĕ: ҫырма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳр-ха, хам ӑсса килем, — терӗ те Эльгеев, ҫенӗкре икӗ витре тупса, ҫырмана чупрӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫырмана ӳкес вырӑнне Павлуш ӑмӑрткайӑк пек сывлӑша ҫӗкленсе вӗҫсе каять.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пурте пӗр ҫырмана тарса пытанчӗҫ.

И путники спрятались в овраге.

V // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Кайри ҫырмана кайса пӑрахас тейӗн-и ӗлӗк ҫӑмарта хуҫи пулнӑскере, е пурӑнтӑр-и пӑртак?

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗветӗр кӳренмен ҫапла каланӑшӑн: манран ир тухакан чӑнах ҫук пуль ялта, тенӗ вӑл ирхине Кайри ҫырмана лаша шӑварма кайнӑ чух хирӗҫ пулнӑ ҫамрӑксене.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав Мясников пуҫарса янипе, Артур крепоҫне ҫӗмӗрме тытӑннӑ: ҫӳлти хутлӑхӑн кантӑкӗсене чулпа персе ватнӑ (унта кантур ҫыннисем ӗҫкӗре пулнӑ иккен), мӑйӑр авӑнне Кайри ҫырмана йӑвантарса янӑ, пахча юписене тӑпӑлтарса кӑларнӑ, шӗтӗрнекӗсене ывӑтса пӗтернӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кун шӑрӑх тӑнӑ май Моргиана тин ҫырмана анчӗ те «Ешӗл флейтӑран» анатарахри кӳлӗ патне сукмакпа каҫрӗ.

Так как день был жаркий, Моргиана спустилась в ложбину и направилась по тропе, к озеру, лежавшему ниже «Зеленой флейты».

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ку мунча патӗнчен сулахаялла пӑрӑнсан каллех ҫырмана лекме пулать.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Улӑха е ҫырмана кайса курӑк ҫулма та юрамасть — хӑвалаҫҫӗ, штраф тӑваҫҫӗ, колхоз выльӑхӗсем валли юлмасть теҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Тепӗр хут пулемет шатӑртатрӗ те, хыҫалта ҫырмана сиксе анма ӗлкереймен икӗ разведчик ҫӗре персе анчӗҫ.

Прозвенела вторая очередь, и двое задних разведчиков, не успевших заскочить в овраг, полетели на землю.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпир тепӗр ҫырмана ҫитсе ӗлкӗртӗмӗр, унтан ҫырма юппине тухса хир урлӑ чупса каҫрӑмӑр та, вӑрман хӗрне тухса тӳрех чӑтлӑхалла чупрӑмӑр.

Мы успели добежать до другого оврага, завернули в одно из ответвлений, опять пробежали по полю, затем попали в перелесок и ударились напрямик в чащу.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хур нумайччен ҫуначӗсене шаплаттаркаларӗ, урисемпе турткаланчӗ, унтан эпир улах та ҫын пырса кӗмен тарӑн ҫырмана ансан тин вӑйран кайнӑ хур ҫапкаланма чарӑнчӗ.

Долго гусь еще хлопал крыльями, дергал лапами и, обессиленный, затих только тогда, когда мы очутились в укромном глухом овраге.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫырусем шкатулкӑраччӗ, ӑна ҫырмана петӗм.

Письма были в шкатулке, я бросил ее в канал.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.

— Калюков ыттисем хыҫҫӑн ҫырмана сикмерӗ, таҫта сылтӑмалла чупрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков тек пӗр самант та тӑхтаса тӑмарӗ, алӑкран пуҫне йӑпӑрт кӑларчӗ те, такамсем кунталла чупса килнине асӑрхаса, ӑна шалт хупса лартрӗ, вара урайӗнчи вӑрттӑн алӑкран чӑмрӗ, пӳрт айӗпе ҫырмана тухсан, пӗр самант ҫеҫ тавралла пӑхса илсе, тӗмсем хушшине мар, айккине, сылтӑмалла сиксе ӳкрӗ, куҫран ҫухалчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санитар чупса ҫитсен, Крапивин Сӑпание ӑна алӑран парса хӑварчӗ те тӳрех ҫырмана чӑмрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никама та ҫырмана тарма ан парӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл унта-кунта курӑнкалакан милиционерсене Сӑпание ҫӗр ҫине хуллен хунӑ май.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин хӑй те утарҫа асӑрхарӗ ӗнтӗ, аллинчи револьверне тӗллемесӗрех умлӑн-хыҫлӑн виҫҫӗ-тӑваттӑ кӗрслеттерчӗ, ӑна, ҫывӑхрахскере, лектерчӗ курӑнать, лешӗ ҫырмана, ҫатра хушшине, пуҫхӗрлӗ вӑркӑнса анчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Милиционерсем вӗсем хӑш еннелле кайнине ӑнланса илеймерӗҫ курӑнать, икӗ ушкӑна уйрӑлса, ҫырмана икӗ енчен пӳлме васкарӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла чиперех ҫырмана анса кайрӗҫ, вӑрманалла талпӑнчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней