Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫырли (тĕпĕ: ҫырла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пиҫсе ҫитнӗ чие питлӗскер, куҫӗ витӗрех курӑнакан симӗс иҫӗм ҫырли пек.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каччӑ тулса тӑкӑнасла кӑмӑлпа, анчах пӑртак пӑлхансарах, сывлӑш ҫавӑраймасӑр канӑҫсӑрланса, сылтӑм аллипе савнин пилӗкӗнчен ытла та асӑрхануллӑн, ҫемҫен ҫавӑрса тытрӗ, сарса янӑ тепӗр аллипе хӗрӗн сылтӑм ал лапине хрусталь савӑт-сапана сӗртӗннӗ пек ҫепӗҫҫӗн тӗкӗнтертрӗ, вара мӑшӑр, куҫӗсемпе пӗр-пӗрин чун-чӗрине сар хӗвелпе пиҫсе ирӗлнӗ пылак-пылак ҫӗр ҫырли шерпечӗлле сӑрхӑнса, ытлашши васкамасӑр, хӑй пӗлнӗ пек, асамлӑ авӑра ӳксе, йӑкӑшт та йӑкӑшт, якӑшт та якӑшт «лӗп ҫавра варкӑш» вашкӑрттарма пуҫларӗ, ҫаврӑна-ҫаврӑна, «авӑра-авӑра» кӗҫ-вӗҫ янкӑр тӳпенелле вӗҫсе ҫӗкленменни ҫеҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫу кунӗсенче, ҫӗмӗрт, ҫӗр, хӑмла ҫырли пиҫнӗ вӑхӑтра, е каярахпа мӑйӑр тулса, саралса ҫитнӗ тапхӑрсенче, райцентрта столовӑй алӑкӗ умӗнче е халӑх кӗшӗлтетекен ытти тӗлсенче час-часах Ула Тимӗрпе унӑн юлташӗ Малинов Миша ҫырла е мӑйӑр сутса ларнине курма пулатчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Килте хӑнана кайнӑ ачисене Ула Тимӗр хунямӑшӗ, чакӑр кӑвак куҫлӑ, лутака, йӑрӑ карчӑк, кӑвак чечеклӗ сарӑ сатин кӗпине пилӗк хуҫми ярса тӑхӑннӑскер, йӑм-йӑм чие ҫырли ӳкернӗ шурӑ тутӑр ҫыхнӑскер, чун-чӗрипе ҫунӑхса, чӳречерен куҫ илмесӗр тенӗ пек пӑхса кӗтсе ларнӑ иккен.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унта та кунта хӑмла ҫырли тӗмисем пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫсен йывӑрӑшӗпе ҫӗрелле усӑннӑ, хурӑн ҫырли куҫа илӗртет.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Хурӑн ҫырли пуҫтарӑпӑр, уҫӑ сывлӑшпа сывлӑпӑр, — сӗнчӗ хӗрсене Тимоша.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Анчах ку пӗчӗк кӳренӳ ҫеҫки кӑна-мӗн, ҫырли пиҫесси — умра пулнӑ-мӗн…

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Чи малтан ҫирӗм пилӗк тӗм хурлӑхан ҫырли туянса лартрӑм.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тата ҫав Акучара чаплӑ пахчаҫӑ пур, вӑл иҫӗм ҫырли ӳстерет, теҫҫӗ.

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Таня ун ҫумне пырса ларчӗ, аллинчи чие ҫырли пакетне ӑна сӗнчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫапах та Рита юлташла астутарса калани — ҫеҫки кӑна пулнӑ-мӗн, ҫырли пиҫесси малта пулнӑ…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл сивӗрен хӳтӗлеме пулӑшать, ҫырли те аптрасах каймасть.

Помоги переводом

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Кӗркуннеренпех чие ҫырли эрехӗ ларать.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Вӑл садра ҫӗр ҫырли татать, — тесе, ача кӗрсе ҫухалчӗ.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли!

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗр пичӗ, именнипе, чие ҫырли пек хӗрелсе кайрӗ, куҫне ҫӗрелле тартрӗ те: — Темле-ҫке. Хӑрама хӑрамастӑп-ха эпӗ санран. Эсӗ ырӑ ҫын, пӗлетӗп. Ҫапах та… — терӗ вӑл.

Помоги переводом

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрарӑмсем тем хак парса, йӗрсе-макӑрса тенӗ пек, уҫмушка е ҫур кӗренкке, е кӗренкке сахӑр, хӑма чейӗ, иҫӗм ҫырли туянаҫҫӗ, чечеклӗ тутӑрсемпе писевсем, хӑлха ҫаккисемпе сулӑсем туянма та манмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсен пахчинче малашне те чие ҫырли ешӗл ӳстӗр.

Помоги переводом

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Чечекпи тантӑшӗсем кӗтмен ҫӗртен саппун тулли канфет-пӗремӗк килсе тӑкрӗҫ, Нургалие пӗр кунтӑк хурӑн ҫырли тыттарчӗҫ.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗчӗккисем кунтӑкӗ-кунтӑкӗпе ҫӗр ҫырли, хурӑн ҫырли йӑтаҫҫӗ, пысӑкраххисем лашисене шыва кӗртеҫҫӗ, пулӑҫсем ӑмӑртса пулӑ тытаҫҫӗ.

Помоги переводом

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней