Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫулҫӑсем хушшинчен унӑн туни те ҫӗкленнӗ, папки курӑннӑ, ҫӳлте вара папкаран ҫӗнӗ ҫулҫӑсем тухнӑ.Из-промеж листочков выбежал стебелек с почкой, а из почки, наверху, вышли зеленые листики.
I // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.
Ҫитменнине, йӗпхӳ ҫаплах чарӑнмасть, унӑн йӗп ҫӑрти пысӑкӑш пӗрхӗмӗсем тӑкӑнса пӗтеймен ҫулҫӑсем ҫинче пухӑнаҫҫӗ те, тумлам пулса, ҫӗре пӑт та пат! тӑва-тӑва шаплатаҫҫӗ, ӑнсӑртран пӗр-пӗр йывӑҫ туратне ҫакланса силлентер кӑна, самантрах витререн ҫумӑр тӑкнӑ пек шӑварӑнатӑн.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫӳлти ҫулҫӑсем океан ҫинчех йӑлтӑртатаҫҫӗ; Ассоль пӗлнӗ пек пӗлеймен ҫынсем шывра чӗтревпе йӑлтӑркка ҫеҫ кураҫҫӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Пӗрре хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ те — вӑрман капмарлӑхӗпе йывӑҫсен чӑпарлӑхӗ, ҫулҫӑсем ҫинче тӗтӗм евӗр йӑлкӑша-йӑлкӑша ҫурма тӗттӗм чӑтлӑхалла сӑрхӑнса кӗрекен ҫутӑ Ассоле ҫав тери тӗлӗнтерсе пӑрахрӗҫ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Малтанах Пашка ҫумӑр витӗр, амӑшӗпе пӗрле, ҫулнӑ ҫарансем тӑрӑх, вӑрманти сукмаксемпе пычӗ, унӑн атти ҫумне саралса кайнӑ ҫулҫӑсем ҫыпҫӑнчӗҫ.
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
Тӳпери ҫӑлтӑрсем кӑвак тинӗсри карапсем пек ишеҫҫӗ, ӑшӑ ҫилпе шӑпӑлтатса ларакан ҫулҫӑсем илемлӗ кӗвӗ кӑлараҫҫӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Ҫыннисем кунта якарах тумланнӑскерсем ҫӳреҫҫӗ: вӗсен хушшинче ҫурҫӗр енчен килсе тулнӑ «дамӑчкӑсем» — шурӑ пиртен хитрелетсе ҫӗлетнӗ кӗпе тӑхӑннӑскерсем; сухаллӑ, ним тума аптӑранӑ интеллигентсем; хӑйсен профессине палӑртман офицерсем; «апаш» фасонлӑ кӗпе тӑхӑннӑ лутра та самӑр спекулянтсем; большевиксем хупнӑ хаҫатсенче ӗҫленӗ, вичкӗн тар шӑршиллӗ журналистсем, тата тӗрлӗрен йышши ытти этемсем те — вӗсем пурте, ҫил татса вӗҫтерекен ҫулҫӑсем пек, хуларан хулана лӑпкӑрах йӗркепе шурӑ булкӑсем шыраса куҫкаласа ҫӳреҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сасартӑк ҫулҫӑсем чӑштӑртатса илчӗҫ.
9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Санӑн халь ак ҫакӑн пек… — вӑл ҫӑра ҫулҫӑсем хушшинче ухтаркаларӗ те чул тупса кӑларчӗ, — ак ҫак чул пек ҫирӗп пулмалла.Теперь ты должен быть, как… он пошарил в траве и поднял камень, — как этот камень.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӑл ҫывӑхри сас-чӗвӗсене — ҫулҫӑсем чӑштӑртатнине, ҫумӑр тумламӗсем пӗр майлӑн пӑтлата-пӑтлата ӳкнине итлерӗ, тейӗн.Он словно прислушивался к чему-то — к шуршанию листьев, к мерному постукиванию капель.
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
«Андрей», кӗсменӗсене хурса, пӗр хушӑ дачниксен киммипе шывра ишсе ҫӳрекен ҫулҫӑсем ҫинелле пӑхрӗ.«Андрей» сложил весла и некоторое время смотрел вслед лодке и плывущим по воде листьям.
10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Хӳхӗм сӑн-питлӗ хӗрарӑм, кимӗ хӳри ҫумне сӗвенсе ларнӑ та, ҫӳҫе тураттинчен ҫулҫӑсем татса илсе, шухӑша кайнӑ сӑнпа шывалла пӑрахса пырать.
10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Эпӗ те баржа хӗррине чупса пытӑм та, — Петруха пуҫне ывӑта-ывӑта, ун ҫине хӑйӗн япалисене хурса, шыв юххи майлӑ чалӑшшӑн, хӑйӑрлӑ ҫыран патнелле, ҫил вӗрнипе авӑнса шыва сарӑ ҫулҫӑсем тӑкса тӑракан тӗмӗсем патнелле ишсе кайнине куртӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Мана хамӑр малалла шуни майӗпе чарӑнса пынӑ пек, вӑл пачах чарӑнса ларас самант ҫав тери ҫывӑх пек туйӑнать, — вара пароход мӑкӑртатма, унӑн кустӑрми ҫунаттисемпе ҫӑра шыва ҫапса пыма чарӑнать, пур сасӑсем те йывӑҫ ҫинчен ҫулҫӑсем тӑкӑннӑ пек тӑкӑнса пӗтеҫҫӗ, пурпа ҫырса хуни шӑлӑннӑ пекех ним палӑрми пулаҫҫӗ те мана ним хускалман сывлӑш, шӑплӑх хӑватлӑн ҫавӑрса илмелле пек туйӑнать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Халӗ вӑл чӗреслетсе ҫуман, унӑн вӗтӗ тумламӗсем ҫулҫӑсем хушшинче пӗр сасӑпа шӑпӑртатса тӑнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Лена ҫаплах пӗр сиккелемесӗр выртнӑ, ҫулҫӑсем витӗр тӳпенелле пӑхнӑ.А Лена лежала по-прежнему неподвижно и смотрела сквозь листву в небо.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Унтан вӑл пӑртакҫӑ хускалмасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн, ура айӗнчи турат ан шӑтӑртаттар, ҫулҫӑсем ан шӑпӑшлтатчӑр, тесе асӑрханса, ерипен малалла утнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Унтан типӗ ҫулҫӑсем пуҫтарса купаланӑ та ун ӑшне кӗрсе выртса ҫывӑрса кайнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Такам урисем айӗнче курӑкпа типӗ ҫулҫӑсем чӑштӑртатнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Киеври сентябрь уйӑхӗнче кӗркунне пулакан яланхи ҫанталӑк пек мар; илем кӳрекен пур тӗслӗ, сарӑ та хӗрлӗ ҫулҫӑсем вырӑнне вӑл тӗксӗм те нӳрлӗ пулчӗ.
XLIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.