Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл сӑрине пӗр стакан хыҫҫӑн тепӗр стакан ӗҫе-ӗҫе яратчӗ, ҫапах та ӳсӗрлмесӗр тата васкасарах та ҫиленсерех калаҫса ларатчӗ:Он пил пиво стакан за стаканом и, не пьянея, говорил всё более быстро, сердито:
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Юрламан чух вӑл мӑнкӑмӑлланса ҫӳретчӗ, шӑнса кайнӑ вилӗ сӑмсине пӳрнипе сӑтӑркалатчӗ, мӗн те пулин ыйтсассӑн вара, аран ҫеҫ пӗрер сӑмах перкелесе яратчӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл вӗсене хупласа ларатчӗ, пичке тӗпӗ ҫумне ӗнсипе тайӑнатчӗ те, кӑкӑрне каҫӑртса йӑваш та, анчах пурне те ҫӗнтерсе илекен тенорпа васкаса пуҫласа яратчӗ:
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тепӗр кунне каҫхи чей ӗҫнӗ хушӑра вӑл сӗтел ҫинчен тата чӗркуҫҫийӗсем ҫинчен ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене ӑраснах тӑрӑшса пуҫтарса ларатчӗ, хӑй патӗнчен темскере курӑнманскере хӑваласа яратчӗ, ватӑ хуҫа арӑмӗ ун ҫине куҫхарши айӗн пӑхса, кинне шӑппӑн каларӗ:
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӳршӗн приказчикӗ тин анчах мар ун патӗнче служить тӑватчӗ; вӑл сут тума ҫивӗччӗн пултарать тесе шутлатчӗҫ, анчах пӗрре тытӑнсан татти-сыпписӗр ӗҫнипе аптӑратчӗ; ӗҫме пуҫланӑ вӑхӑтра хуҫа ӑна хӑваласа яратчӗ, унтан ҫав чее куҫлӑ начаркка та имшер ҫынна каллех хӑй патне илетчӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл пире хӑваласа кӑларса яратчӗ, каҫпа вара приказчика каласа кӑтартатчӗ, лешӗ мана ҫиленсе калатчӗ:Она выгоняла нас вон, а вечером жаловалась приказчику, и тот говорил мне сердито:
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мунчаран тавӑрӑнсан вӑл шукӑль тумланатчӗ, манишкӑ тӑхӑнатчӗ, мӑйне косынка ҫыхатчӗ, атлас жилет ҫинелле вӑрӑм кӗмӗл вӑчӑра кӑларса яратчӗ те ним чӗнмесӗр тухса каятчӗ, мана тата Павӑла хушса хӑваратчӗ:
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑ, калас тӑк, алкоголик-мастеровойӑн яланхи чирӗ пек марччӗ; вӑл ҫапла пуҫланса каятчӗ: ирхине вӑл записка ҫыратчӗ те унпа Павӑла таҫта яратчӗ, кӑнтӑрлахи апат умӗн вара Ларионыча калатчӗ:
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Аллисене саппун ҫумне шӑлса, Пашка пуҫласа яратчӗ:
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав юрӑсене итлесе эпӗ юрӑҫӑран тата этемсем тӗлӗшӗнчен унӑн илемлӗ влаҫ пулнинчен шутсӑрах кӗвӗҫеттӗм; чӗрене тем хӑрушшӑн хумхантаракан япала пырса кӗрсе ӑна ыратмаллах сарӑлтарса яратчӗ, макӑрас килетчӗ тата юрлакан ҫынсене: «Эпӗ сире юрататӑп!» тесе кӑшкӑрас килетчӗ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Юрлассине вӑл сайра юрлатчӗ, анчах ун сатурланса юрлакан юррисен влаҫӗ яланах пӗр пек ҫӗнтерӳллӗччӗ, унтан хӑтӑлмалли ҫукчӗ; ҫынсен тем пекех ӑш ҫунать пулсан та, вӑл вӗсене ҫӗклентерсе, хӑпартлантарса яратчӗ, пурте пӗтӗм вӑйӗсене пуҫтарса, хӗрӳллӗн пӗрле пӗрлешнипе вӑй-хӑватлӑ орган пекех пулса тӑратчӗҫ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑн пек сутакан пырсан, приказчик мана кӗнекеҫӗ Петр Васильевич патне, ӗлӗк пичетленӗ кӗнекесене, иконӑсене тата тӗрлӗрен авалхи япаласене пӗлекен ӑста патне чӗнме яратчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унта темскер мана ҫавӑраканни нумайччӗ, анчах вӑл ҫынсене пит сиввӗн, пурпӗрех пек пӑхни хыттӑнах аяккалла тӗртсе яратчӗ, — ҫавӑ унӑн ӗмӗрлӗхех хытса ларнӑччӗ пулас.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Музыка мана ӑнран кӑларса яратчӗ, эпӗ чӳречесӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмастӑм, чӳречере лампӑн сарӑ ҫуттинче хӗрарӑмӑн яштака кӗлеткине, ун пичӗн мӑнкӑмӑллӑ профильне тата клавиатура ҫийӗпе кайӑксем пек вӗҫсе ҫӳрекен шурӑ алӑсене ҫеҫ кураттӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Амӑшӗ ҫинчен вӑл яланах савӑнса тата нумай калаҫатчӗ, — ман умма хулленех ҫӗнӗ тӗнче уҫӑлса пыратчӗ, каллех эпӗ Марго королевӑна аса илеттӗм, ҫавӑ вара кӗнекесене шанассине, тата пурӑнӑҫпа интересленессине те тарӑхтарсах яратчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
«Вырӑсем кабардинецсемпе ҫапӑҫнӑ е упӑшкин тупӑкӗ ҫине ӳксе вилекен хитре магометанка» тата ҫавӑн йышши пӗтӗм литература та ман кӑмӑла тултараймастчӗ, час-часах ҫилентерсе тарӑхтарса яратчӗ: ӗненме май ҫук япаласем ҫинчен йывӑр сӑмахсемпе каласа кӑтартса, кӗнеке манран, ухмахран кулнӑ пек, мӑшкӑлласа кулнӑн туйӑнатчӗ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑн пек пӑхасси ман куҫ умӗнче малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех час-часах тӗлӗнмелле те йӗрӗнмелле хӑвӑртлӑхпа аталанса пынине хам ирӗклӗн те, ирӗксӗр те сӑнаса тӑрса, эпӗ эпӗ мӗн кураттӑм; Сидоров хӑйӗн салтак пурнӑҫне ӳпкелешнипе хӗрарӑмӑн ырӑ кӑмӑлне ҫавӑратчӗ, ӑна кӑмӑллӑн суйса ӳсӗртсе яратчӗ, пурте пулнӑ хыҫҫӑн вара, хӑй ҫӗнтерни ҫинчен Ермохина каласа кӑтартса, йӳҫӗ эмель ӗҫнӗ пек, пит-куҫне пӗркелентерсе суратчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӳслӗкне чарма хӑтланнипе унӑн кӑвак сӑн-питне юн килсе каятчӗ, вӑл питҫӑмартисене мӑкӑртса яратчӗ, куҫҫулӗ тухса каятчӗ, вӑл пукан ҫинчен сиккелесе ларса мана чышатчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ денщиксене ялсене ямашкӑн ҫырусем, савнисем патне ямашкӑн хутсем ҫырса параттӑм, ҫак мана кӑмӑла каятчӗ; анчах Сидоров валли ҫырусем ҫырасси ыттисене ҫырса панинчен лайӑхрах туйӑнатчӗ — вӑл кашни шӑматкунах Тулӑри йӑмӑкӗ патне ҫырусем яратчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Каҫсенче, лашасене тасатсассӑн, вӗсем витесем патне пӗр ҫаврӑмӑн пуҫтарӑнса тӑратчӗҫ те, хӗрлӗ пуҫлӑ пӗчӗк казак тӑрткаланса тӑракан ҫӳҫне силлесе илсе ҫинҫе сасӑпа пӑхӑр труба пек юрлама тытӑнатчӗ; хӑйне-хӑй хытарса, тӑсӑлса тӑрса, хуллен лӑпкӑ Дон ҫинчен, кӑвак Дунай ҫинчен хурлӑхлӑ юрӑ пуҫласа яратчӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.