Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах уҫӑ тӳпе айӗнче тӗнчеме пултараслӑхӑма кунта, керменте, йӳле ярас мар терӗм; ҫӳллӗ маччасемпе чаплӑ-селӗм япаласен хушшинче ют туйнӑран именетӗп, ҫак туйӑм хам хӑнӑхман ҫӗрте мана ӑс-хакӑлӑмӑн йӑвине хӗстерсе кӗртсе лартрӗ.
XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Телейӗме — ҫапла майпа сирпӗннӗ шухӑшӑм япаласен хутшӑнӑвӗсен кӑтартӑвӗсене ҫыхӑнтармашкӑн хыпаланса ӑнтӑлчӗ, вара тӳрех ӑнлантӑм: эпӗ улӑпла аквариумӑн кӗленче маччи ҫине килсе лекнӗ, — вӑл самаях хулӑн, манӑн кӗлетке ӳкнине те чӑтаять.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑхӑт-вӑхӑтпа мӗне те пулин пускаласа пӑхатӑн: йывӑҫ, пӑхӑр пӑта, капӑр япаласен эрешӗ; ҫав хушӑрах шухӑша пула сивӗ тарпа витӗнтӗм: вӑрттӑн трап, тен, эпӗ халӗ тӑракан вырӑнта?
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл кравать ҫине япаласен тӗркемне хучӗ те Томран ыйтрӗ:
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫав вӑхӑтра, япаласен вӑрттӑн, тӗлӗнмелле шайлашуллӑ меслечӗпе, — эпир ҫакна хамӑрӑн ӑспа ытлах ӑнланаймастпӑр, анчах пурнӑҫра шӑпах ҫапла килсе тухмалла пулнӑ-тӑр, — «юрату» сӑмахӑн сас паллисем шрифтран пуля шӑратнӑ чухне ҫаплипех юлнӑ, унтан, ӑнсӑртран-и, ӑнсӑртранах та мар-и, — талккӑшпех пӗр пуля йышне кӗнӗ; пӗр бавар ҫав пульӑпа пӑшалне авӑрланӑ.
Вӗлерӳҫӗ-сӑмах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 335–336 с.
Япаласен асамӗ пуҫне ҫавӑрсах ячӗ, парӑнтарчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.
Унӑн кӑмӑлӗн кӑткӑс, ҫӗнтерейми куҫӑмӗ япаласен идейине самантрах материн тӗп никӗсне куҫарса хураять; вӑл — матери — итлекен форма-капаша шавласа-кӗрлесе куҫать, вара Армунӑн юрлӑ тӑрринче, такам хыттӑн пенӗн, мрамор кермен ҫиҫсе-ялкӑшса ҫӗкленет, ҫав самантрах виҫин тата виҫӗ виҫевӗн саккунлӑ хусканусӑрлӑхӗнче хытса ларать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.
Логистикӑпа технологи процесӗсене лайӑхлатни почтӑпа яракан япаласен ӳссе пыракан калӑпӑшне туллин пурнӑҫлама тата кӳрекен пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑхлатма май параҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/07/09/news-3614667
Ҫавӑнпа та айӑпа кӑтартакан япаласен ҫыхӑнӑвӗпе — «Тип ҫӗрпе тинӗс» хуҫи тарнипе, «Упа ами» контрабандисчӗсен йышне тем сӑлтавпа лекнӗ ҫын хӑрушла тӗл пенипе, унӑн сӑн-сӑпачӗпе тата самаях уҫӑмлӑ, — хӑйӗн мар пулин те, — Гравелот ятпа — Ван-Конет, паллах, ашшӗнчен пӗтӗмпех ыйтса пӗлсе ҫийӗнчех мӗн пур мера йышӑнчӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Манӑн шухӑшӑмпа — ҫав Стомадор темӗнле йӗркеллех мар этем! — каласа хучӗ ҫавра питлӗ Марта — уҫӑмлӑ та тӗп-тӗрӗс япаласен кӑмӑллуҫи.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Купца таврашӗсем пур япаласен хакне те калама ҫук хӑпартса ячӗҫ.Купцы немилосердно набавляли цены на все, даже не на съестные продукты.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӑлана хӗрсем амӑшӗнчен юлнӑ япаласен хушшинче тупрӗҫ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак япаласен хушшинче — хут татки, хӑйне хӑй вӗлерӳҫӗ хӑварнӑскер.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Давенант янкӑр ҫутӑ пӳлӗмсене юратать: аптекӑсене, парикмахерскисене, савӑт-сапа лавккисене, — унта нумай-нумай кӗленче те фаянс япаласен ҫутисен йӑлтӑртатӑвӗ вӑл ҫеҫ ӑнланакан уяв курӑмӗсене ӗренкелеҫҫӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Куратӑн-и, — терӗ Хонс куҫӗсене вылятса, — этемлӗхӗн пӑсӑклӑхӗ-кӑлтӑклӑхӗ, пӗр сӑмахсӑрах, пире хупӑрласа тӑракан япаласен тӗсӗнчен тата сӗмӗ-сӑнӗнчен килет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Мана ытларах эпӗ хаклӑ япаласен чӑн-чӑн хакне пӗлменни эрлентерет; ҫавӑнпа та темӗн сиксе ан тухтӑр тесе самаях хаклӑ ыйтрӑм.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Анчах пӗррехинче Дрэп унӑн сӗтелӗ ҫинчи тирпейлӗх е, тӗрӗсрех, япаласен хӑнӑхнӑ арпашӑвӗ нӗрсӗр-латсӑр симметрие куҫнине асӑрхарӗ, ҫавна пула вӑл манжетсем ҫине ҫыра-ҫыра хунисене темле шырасан та тупаймарӗ — манжечӗсене вӑл ан хускалччӑр тесе самай йывӑр бронза ӑмӑрт кайӑкпа хупласа хураканччӗ; ҫухалнӑскере таса мар кӗпе-йӗм карҫинккинче тупрӗ те тара тытнӑ хӗрарӑма ятласа тӑкрӗ; ку та парӑмра юлмарӗ — вӗриленсе кайса Дрэпӑн ӑс-тӑн пултарулӑхӗ йӗркеллех мар тӑрӑмра иккенне евитлерӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗ май Дрэпӑн тӑвӑр хваттерӗнче тирпейсӗрлӗх хушӑннӑҫемӗн хушӑнать; кунта тӗлӗкӗн акӑш-макӑш ытарлӑ палӑрӑмӗсем, футурист ӳкерчӗкӗсем сапаланнӑ тесен те йӑнӑшмӑпӑр; кунта — пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман, ҫут ҫанталӑка кирлӗ мар япаласен коллекцийӗ; ҫав хушӑрах ал ҫырусен тӗрки те хулӑнлансах пырать; вӑл пысӑках мар шкапӑн варринчи сунтӑхӗнче выртать, темӗн тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр кӳршӗлӗхне, ахӑртнех, аран-аран ҫеҫ тӳскелет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Кӑмӑлне хирӗҫлесех, пуҫ ҫаврӑнмалла хӑвӑртлӑхпа, аса илӳ ӑна каялла — хыҫа юлнӑ вӑхӑта — тытса ывӑтрӗ; хӑй вӑхӑтӗнчи вӗтӗр-шакӑр япаласен, пулӑмсен шутсӑр йышлӑ ушкӑнӗ чӑл-пар саланчӗ, халхав вӑхӑтӗнче салтаксем горнҫӑ какӑрне илтсе хӑйсен вырӑнне шанчӑклӑн ыткӑна-ыткӑна пухӑннӑн — иртнӗ кунсен ярӑмӗнче хӑйӗн вырӑнне йышӑнчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Яхта кӳлепи ҫине ӑнтӑлуллӑ сӗртӗнӳсем сапакан шыв юххин шавӗ; ҫӳлте урасем тӗпӗртетни; урӑх тӗнчерен вӗҫсе килнӗн туйӑнакан уҫӑмсӑр кӑшкӑру; алӑк хӑлӑпӗн чӗтревӗ; мачтӑсен юлхав чӗриклетӗвӗ; ҫил улавӗ; парӑс вӗлкӗшӗвӗ; стенаран ҫакнӑ календарь ташши — карап ҫинчи кунӑн пӗтӗм кӗвви-ҫемми; хаяр тимлӗхпе тулнӑ шӑплӑх саманчӗсем, тинӗс ҫул ҫыравӗсен фантазие, паттӑр ӗҫсемпе хӑрушлӑхсене, савӑнӑҫпа катастрофӑсене чӗртсе тӑратакан океанӑн тӗрӗс мар хӑтлӑхӗ — кӑмӑла хускатакан ҫак япаласен капламӗ Гнора чаплӑ лару-тӑрура пӗр пилӗк минут пек тытрӗ; вӑл ури ҫине тӑрасшӑнччӗ, палуба ҫине тухасшӑнччӗ, анчах, иллюминатор ҫинче пӑтранчӑк шӗвеке куҫса юхакан шыв сирпӗнчӗкӗсен вӑййине сӑнанӑ май, малтанхи пирки тӳрех манса кайрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.