Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗкӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗкӗ (тĕпĕ: тӗкӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Григорий, кашкӑрӑн шӑртланнӑ тӗкӗ тӑрӑх аллипе хыпашласа, унӑн пырне тупрӗ те тӳрех ҫӗҫҫипе пашлаттарчӗ.

Под вздыбленной, двигающейся под рукой жесткой шерстью Григорий нащупал трубку горла, коротко дернул ножом.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуторсем тӑрӑх ҫӳресе, сысна шӑрчӗ, кайӑк-кӗшӗк тӗкӗ, мамӑк пухма тытӑннӑ.

Начал скупать по хуторам щетину и пух.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ун пуҫӗ вӗҫӗнчех — кӑвак чул ҫинче — ула курак ларать; ула куракӑн сылтӑм ҫунатӗнче пӗр тӗкӗ ҫӗкленсе тӑрать.

У самой головы — на сером камне — стояла ворона; на правом крыле ее торчало перо.

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӗсен сарӑ мамӑк тӗкӗ хыр тӗсне аса илтернӗ.

Их желтый пух напоминал цвет сосны.

Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.

Манасшӑн вӑл, ҫав тӗлӗке пуҫран кӑларса ывӑтасшӑн, анчах тӗлӗкӗ, шыв ҫаврӑмне лекнӗ хур тӗкӗ евӗрех, темиҫе хут ҫаврӑнса илет те каллех ҫиеле сиксе тухать…

Надо выбросить все из головы, забыть… Но видения, как гусиный пух на воде, кружились, тонули в водовороте, снова всплывали на поверхность.

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

Манӑн ӳпле тавра лартса тухнӑ икӗ рет тӗкӗ вӑрӑм туратсем кӑларса ем-ешӗл ҫулҫӑпа витӗнсе ларнӑ, тӑррине каснӑ ҫӳҫе евӗр ҫитӗнме пуҫланӑ.

Ограда, состоявшая, как известно, из двойного частокола, была цела, но ее колья, для которых я брал росшие поблизости молодые деревца неизвестной мне породы, пустили длинные побеги, совершенно так, как пускает их ива, если у нее срезать макушку.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Енчен юн юхӑмӗ те унӑн трагедилле вӗҫӗ ҫав ирӗклӗх вӑрҫине хускаттарса ярайман пулсан, ӑна тишкерсе тиркесе тӑкнӑ пулӗччӗҫ, — ӑслӑ шухӑш ҫавна ӑссӑрланни тӗкӗ пулӗччӗ, халӑхсем тӗнче мӑшкӑлӗ тенӗ пулӗччӗҫ, истори вара айӑп вырӑннех картнӑ пулӗччӗ.

Если бы это движение и его трагические последствия не вызвали Освободительной войны, над ним нависло бы неумолимое осуждение; здравый смысл назвал бы его безумием, народа — позором, история — преступлением.

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Иккӗмӗш каҫ хуралланӑ тӗле Чан Э кӑмӑллӑрах пек туйӑнчӗ, вырӑн хӗррине ларнӑччӗ те вӑл ун чух лӑпкӑн кӑна шыв ӗҫетчӗ, И ун ҫывӑхӗнчи йывӑҫ тахта ҫине пырса вырнаҫрӗ те тӗкӗ тӑкӑнса пӗтнӗ кивӗ барс тирнӗ шӑлса якатма тытӑнчӗ.

Ко второй страже Чан Э как будто немного отошла; она молча сидела на краю постели и пила воду. Стрелок, поглаживая облезлую шкуру, сидел рядом на тахте.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Старик татах темскер каласшӑнччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ҫатан карта ҫумӗнче автансем кӑкӑрпа кӑкӑр пырса ҫапӑнчӗҫ, тытӑҫса ӳкрӗҫ, пӗрин киккирикӗнчен юн пӗрхӗнсе юхса анчӗ, теприн пӗсехинчен пӗр ывӑҫ чухлӗ тӗкӗ ҫӑлӑнса тухрӗ.

Старик хотел еще что-то сказать, но возле плетня грудь в грудь ударились кочета, у одного из гребня цевкой свистнула кровь, у другого с зоба вылетело с пригоршню перьев.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней