Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ташлама сăмах пирĕн базăра пур.
ташлама (тĕпĕ: ташлама) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Левенти, салара ҫарта пӗрле пулнӑ юлташӗпе тӗл пулса ӗҫнӗ 150 грамм шур эрех вӑйӗ сӗврӗлсе пӗтменрен-ши, йышран маларах иртсе, Ларисӑна ташлама чӗнчӗ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Архипов ту качаки пек ҫӑмӑллӑн сиксе урай варрине тухрӗ, сулахай аллине ҫурӑм хыҫне тытса ура пӳрнисем ҫинче иккӗ-виҫҫӗ зал тавра ҫаврӑнса илчӗ те, Римма умне пырса, тӑпӑр-тӑпӑр тапӑртатса, ӑна ташлама чӗнчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сӑмахран, танго ташлама кӑмӑл тӑвӗ те — манран пулмасть вӗт.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эпӗ пӗччен вӑтанатӑп, Хирӗҫ тухӑр ташлама

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ирӗк парӑр-ха мана Чӑваш ташши ташлама.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тухмӑттӑмччӗ ташлама – Купӑсҫийӗ илӗртет, — хӑюлланса кайрӗ сасартӑк вӑтанчӑк Ваҫиле.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шывхуҫи ҫакна курсан ҫамрӑкланса кайрӗ пулас — ывӑлӗнчен те ҫӑмӑлрах ҫӗкленсе ташлама пикенчӗ: ахӑлтатать, кулать, такмак калать.

Помоги переводом

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ешӗлпи вӗрентнӗ пек, Эсекел те хутшӑнса юрлама, ҫерем ҫинчи пекех ташлама пикенчӗ.

Помоги переводом

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Часах ҫамрӑксем юрӑ юрлама, ташӑ ташлама пикенчӗҫ.

Помоги переводом

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Акӑ вӑл Ванюка тӗртсе ячӗ те ҫумӑр айӗнче ташлама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— А эсир ташлама юрататӑр-и?

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Хӑшинпе ташлама пулать, ҫавна, — ним шухӑшламасӑрах ответ пачӗ Завьялов.

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче ҫапӑҫури чап ҫунаттисене туять, ҫав ҫунатсем ӑна тыла, пысӑк хулана илсе каяҫҫӗ — унта тӗттӗмлетни те ҫук, урамсем тӑрӑх хӗрсем яланхи (ҫук, яланхи мар!) платйӗсемпе ҫӳреҫҫӗ, унта кино та пур, клубсем те пур пулӗ-ха, унта ташлама та пулать пулӗ-ха…

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Мӗн, ташлама?

Помоги переводом

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ташлама тухатӑр-и?

Помоги переводом

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ташлама та, юрлама та…

Помоги переводом

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якур ташлама пӑрахсан, лутра Витя купӑсне хыттӑн нарт! тутарчӗ те чарчӗ, ура ҫине тӑчӗ.

Помоги переводом

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ташлама тиврӗ.

Помоги переводом

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Темле пӑркаланса, хуҫкаланса ташлама тапратрӗ.

Помоги переводом

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Панулми» вӑйӑра вара кӗвӗ кам ҫинче чарӑнать, ҫавӑн юрлама е ташлама тиврӗ, сӑвӑ калакансем те пулчӗҫ.

Помоги переводом

Шӑпӑрлансем спас уявӗнче савӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d1%88%d3%9 ... %97%d2%ab/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней