Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗрремӗшӗнчен, паян республикӑра шкулчченхи организацисенче пӗр ҫулталӑкран аслӑрах ачасен 77 ытла процентне вырӑнсемпе тивӗҫтернӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Вӑл Раҫҫей Президенчӗ палӑртнӑ тӗллеве — 2024 ҫул тӗлне ҫӗршывра пурӑнакан халӑхӑн 55 процентне физкультурӑпа тата спортпа тӑтӑшах хутшӑнма явӑҫтарассине — пурнӑҫа кӗртме пулӑшать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Кӑҫалтан пуҫласа федерацин ҫӗнӗ программи ӗҫлесе кайрӗ, вӑл асӑннӑ ҫул-йӗр тӗлӗшпе тӑвакан тӑкаксен тӑхӑр вунӑ процентне ҫити саплаштарать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Пӗтӗм регион продуктӗнчи вӗсен тӳпи 33 ытла процентпа танлашать, налукран кӗрекен укҫа-тенкӗн 45 яхӑн процентне республика бюджетне ҫав предприятисем парса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Одессӑра сывалнӑ, хӑрах куҫне унне юсанӑ — тӗрӗс, пӗтӗмпех мар, пӗр хӗрӗх процентне майлӑ.Лечился в Одессе, глаз один ему восстановили — не совсем, правда, процентов на сорок.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫак башнясенчи сигнал республикӑри халӑхӑн 99,3 процентне цифра вещанийӗпе тивӗҫтерет.Сигнал из этих башен удовлетворяет вещанием на цифре 99,3% населения республики.
Цифрӑллӑ ҫур ҫул // Илья Туманов. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... frll-ur-ul
Эпир коллективизаци процентне ӳстерессишӗн ытлашши ӑшталаннӑ, кунта ӗнтӗ райком айӑпӗ те пурах, кунсӑр пуҫне тата колхоза чӑннипех тӗреклетес тӗлӗшпе питех те сахал ӗҫленӗ.
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл укҫапа мӗн виличчен ӗҫлемесӗр пурӑнма пулать, хур та банка — процентне илсе ҫеҫ пурӑн.Эти деньги нам до конца жизни хватят, положим в банк и будем только на проценты жить.
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Сӑмах май, унӑн пӗр процентне ӳстерме пӗр ӗмӗр ытла кирлине палӑртаҫҫӗ специалистсем.
Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстересчӗ, выльӑхран тупӑш кӗртесчӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11447-r-pul ... h-k-rtesch
2020 ҫулччен хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма шутлакан Раҫҫейри ҫемьесен 60 процентне пурӑнма юрӑхлӑ тата хӑтлӑ ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
2010 ҫултан пуҫласа ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ 2 пин гектар ытларах ҫӗре пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви валли уйӑрса панӑ, ҫав шутран 40 процентне тӗллевлӗн усӑ курнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ҫакӑ Чӑваш Енре ӗҫлеме пултаракан халӑхӑн 10 процентне е 30 пине яхӑн ҫынна пырса тивет.Это затронет интересы около 10 процентов занятого населения Чувашии, почти 30 тысяч человек.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Паян республикӑн промышленноҫ комплексӗ пӗтӗм регион продукчӗн 30 ытла процентне, мӗн пур шайри бюджетсене пырса кӗрекен тӳлевсемпе пуҫтарусен 50 ытла процентне тивӗҫтерет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Халӑхӑмӑр чӗлхи ҫав тери пуян, ҫак пуянлӑхӑн 20-30 процентне кӑна ӑса илсен те общества ку таранччен пӑсӑлмӗччӗ.
«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11
60 процентне пухса кӗртрӗмӗр.
Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗ тӗлне ҫӗрулмин 42,3 процентне кӑларнӑ, 71665 тонна пухса кӗртнӗ.
Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
73,3 процентне шыраса илтӗмӗр.
Эрех ӗҫекенсем йӗркене ытларах пӑсаҫҫӗ // Александр МИХОПАРКИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29
Пӗтӗм ҫынран 30 процентне энергипе пулӑшаять вӑл.
Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Хваттер хакӗн 70 процентне патшалӑх татать.
Кашни ҫемьене хӑтлӑ хваттер // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Сӑмахран, «АККОНД» предприяти хӑй туса кӑларакан продукцин 15 процентне экспорта ӑсатать.
Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№