Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл урам вӑййисенче тӑсса янӑ юрӑ сасси уй-уй, ҫырма-ҫатра, ӗшне урлӑ каҫса кӳршӗллӗ ялсенчи яшсен чунӗсене вӑратнӑ, хӗрӗсене вӑй кӳнӗ, клубра-ҫуртра унӑн сасси чӳрече кантӑкӗсене чӗтретнӗ, унтан-кунтан е алӑкран хӗсӗнсе тухса яла вӑратнӑ.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Арҫын ун хыҫҫӑн, хуҫине ҫухатнӑ йытӑ пек, тӑкӑрлӑка ҫитиччен пычӗ, унтан, хӑйӗн пахчи тӗлне ҫитсен, уялла тухакан алӑкран кӗрсе улмуҫҫисем хушшинче ҫухалчӗ…
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Алӑкран кӗрсен сулахайра — тумтир шкапӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— Курӑр-ха, курӑр, юлташсем! — алӑкран ӳкекен ҫутӑ ҫине тытса кӑтартрӗ хайхискере Тарин.
44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Вӑл алӑкран хӑвӑрт кӗчӗ те ачине амӑшне тыттарчӗ, телефон патне ыткӑнчӗ — усси пулмарӗ.
43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тамара алӑкран шаккарӗ, унтан чӳречерен тӳнлеттерчӗ.
43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кӗҫех вӑл, алӑкран васкасах кӗрсе кайнӑскер, каялла чупса тухрӗ.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Уҫӑлма тесе Раман хыҫалти алӑкран картишне тухрӗ.
9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Алӑсене ҫурӑм хыҫне! — уҫӑлнӑ алӑкран кӑшкӑрчӗ ҫӗнӗ сменӑри милиционер.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Упӑшкана суйласа илекен хӗрӗн пайти ҫук! — чун-чӗрене пӑрлантарса сассине хӑпартма тӑнӑччӗ Шывхуҫи — алӑкран кӗтӗвӗпе хӗрсемпе Ешӗлпи кӗрсе тӑчӗҫ, хаваслӑ хӑйсем, кулаҫҫӗ, тем ҫинчен калаҫаҫҫӗ.
4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Шак-шак-шак! илтӗнет ҫав вӑхӑтра алӑкран шаккани.
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Алӑкран шаккарӗҫ, хӗрарӑм-дежурнӑйӑн палланӑ сасси илтӗнчӗ:
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Алӑкран шаккаҫҫӗ…

Сасартӑк алӑкран шаккани илтӗнет: «Завьялов юлташ, кунта сире ыйтаҫҫӗ».
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл алӑкран кӗрсе ҫухалчӗ.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Завьялов алӑкран шаккарӗ те, ӑна ҫаврака питлӗ, калаҫма юратакан хӗр уҫса кӗртрӗ.
19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Завьялова пӗрре кӑна мар хӑйӗн тӗллевӗ ҫитнӗ пекех туйӑннӑ: ҫак кӑтартнӑ адреспа каймалла, алӑкран шаккамалла та — ӗҫ пулчӗ…
17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл, алӑкран сылтӑм енче курӑнакан шӑнкӑрав тӳми ҫине куҫ илмесӗр пӑхса, пусма карлӑкӗ ҫумне тайанса тӑчӗ.
14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Чӑн та, вӑл ҫӗрӗпех ҫывӑрса каяймарӗ, вӑрахчен вакун коридорӗнче тӑчӗ, унтан купене таврӑнчӗ те, ҫӳлти сентре ҫине хӑпарса, проводница поезд Ленинград патне ҫывхарни ҫинчен пӗлтерсе алӑкран шаккиччен те ҫывӑраймарӗ.
14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Павлик алӑкран хӗсӗнсе кӗрет, малалла иртме хӑяймасть, алӑк патӗнчех тӑрать, ҫапах та ӗнтӗ алӑкне хупма ҫук.
13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.