Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗҫӗнни Валера авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче парта хушшине ларӗ.
«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
1940 ҫулхи авӑн уйӑхӗчченех ҫав шкула ертсе пынӑ, Хисеп хутне илме темиҫе хутчен те тивӗҫлӗ пулнӑ.
Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Эпӗ 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пулса иртнӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн суйлавӗнче хамшӑн сасӑланӑ мӗнпур ҫынна чунтан тав тӑватӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
1893 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Санкт-Петербургра пӗрремӗш официаллӑ матч иртнӗ.
Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07
1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑл районти санэпидемстанцире дезинфекторта ӗҫлеме пуҫланӑ.С сентября месяца 1941 года он начал работать дезинфектором в санэпидемстанции.
Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№
18. Ҫырура ҫапла каланӑ: «авӑн ашакан вӑкӑр ҫӑварне ан хупла» тенӗ; тата: «ӗҫлекен хӑй хакне илме тивӗҫлӗ» тенӗ.18. Ибо Писание говорит: не заграждай рта у вола молотящего; и: трудящийся достоин награды своей.
1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Моисей саккунӗнче ҫапла ҫырнӑ: «авӑн ашакан вӑкӑр ҫӑварне ан хупла» тенӗ.9. Ибо в Моисеевом законе написано: не заграждай рта у вола молотящего.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫавӑнпа та мӗн акнине вырса тухмасӑр, усаллӑха акнӑ вырӑна пӑрахӑҫламасӑр ыррине акнӑ вырӑн килмӗ: 30. усал вӑрлӑхӑн пӗрчине чи малтан Адам чӗрине акса хӑварнӑ — ку таранччен вӑл мӗн чухлӗ ҫылӑхлӑ ӗҫ туса тултарман пулӗ, авӑн ҫапма вӑхӑт ҫитичченех ҫапла туса тӑрӗ!
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй Сион хӗрӗ, тӑр та авӑн ҫап, Эпӗ сан мӑйракуна тимӗртен тӑвӑп, чӗрнӳне пӑхӑртан тӑвӑп, эсӗ вара халӑхсене нумайӑшне ҫӗмӗрсе тӑкӑн та вӗсен пухнӑ пурлӑхне, вӗсен пуянлӑхне пӗтӗм ҫӗрӗн Патшине, Ҫӳлхуҫана, парнелӗн.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ефрем — ӗҫе вӗрентнӗ, авӑн ҫапма хӑнӑхнӑ пӑру, Эпӗ Хамах унӑн хулӑн мӑйне сӳсмен тӑхӑнтартӑп; Ефреме утланса ҫӳреме тытӑнӗҫ, Иуда сухаласа пырӗ, Иаков сӳрелӗ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Авӑн аштарнӑ чухне вӑкӑр ҫӑварне ан хупла.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсир Эпӗ панӑ йӗркесем тӑрӑх пурӑнсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене астуса, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, 4. Эпӗ сире вӑхӑтлӑ ҫумӑр парӑп, ҫӗр хӑй ҫимӗҫне ӳстерсе парӗ, хирти йывӑҫсем те хӑйсен ҫимӗҫне кӳрӗҫ; 5. сирӗн авӑн ҫапасси иҫӗм ҫырли пухас вӑхӑтах ҫитӗ, иҫӗм ҫырли пухасси тырӑ акас вӑхӑта ҫитӗ, хӑвӑр ҫӑкӑрӑра тӑраничченех ҫиетӗр, [хӑвӑр] ҫӗрӗр ҫинче пӗр шикленмесӗр пурӑнатӑр; 6. [сирӗн] ҫӗрӗр ҫине тӑнӑҫлӑх ярӑп, выртӑр та — сире никам та кансӗрлемӗ, хаяр тискер кайӑксене [сирӗн] ҫӗрӗртен хӑваласа ярӑп, сирӗн ҫӗрӗр урлӑ хӗҫ каҫмӗ; 7. хӑвӑр тӑшманӑрсене хӑвала-хӑвала яратӑр, вӗсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ; 8. сирӗн пилӗк ҫыннӑр ҫӗр ҫынна хӑваласа ярӗ, сирӗн ҫӗр ҫыннӑр вунӑ пин ҫынна хӑваласа ярӗ; тӑшманӑрсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ; 9. сирӗн ҫине хӗрхенсе пӑхӑп, [сире пиллӗп,] сире хунавлӑ тӑвӑп, сире йышлӑлантарӑп, сирӗнпе хывнӑ Хамӑн халалӑма ҫирӗп тытса тӑрӑп; 10. эсир киввине, иртнӗ ҫулхине, ҫиетӗр, ҫӗннине пула киввине кӑларса пӑрахатӑр; 11. Хамӑн килӗме сирӗн хушшӑра лартӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнмӗ; 12. сирӗн хушшӑрта ҫӳрӗп, сирӗн Туррӑр пулӑп, эсир вара Манӑн халӑхӑм пулатӑр.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тата эрнесен уявне, тулӑ вырма пуҫланине, уявла, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту; 23. ҫулталӑкра виҫӗ хутчен санӑн пур арҫынну та Патша умне, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне, пырса тӑтӑр, 24. Эпӗ халӑхсене сан умӑнтан хӑваласа ярӑп, санӑн чиккӳсене сарӑп, эхер те эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун куҫӗ умне ҫулталӑкра виҫӗ хутчен пырса тӑрсассӑн, санӑн ҫӗрне никам та хапсӑнмӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫулталӑкра Маншӑн виҫӗ уяв ту: 15. тутлӑлла ҫӑкӑр уявне туса тӑр: Эпӗ сана хушнӑ пек, каласа хунӑ вӑхӑтра — авив уйӑхӗнче — ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ҫак уйӑхра Египетран тухнӑ; Манӑн куҫӑм умне пушӑ алӑпа ан пыччӑр; 16. хирне акса, ху ӗҫлесе тунӑ ҫӗнӗ тырӑ уявӗ ту, хирти ӗҫӳсене пӗтерсессӗн, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫыннӑн ывӑлӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ҫул ҫитменнисен йышӗнчен тухнӑ.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Тӗрӗслевпе шутлав палати ҫинчен» 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 58 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2011, 91 №; 2012, 92№ (I том); Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2014, 9 №; 2015, 5 №) 6 статйине улшӑну кӗртес, унта ҫакӑн пек ҫырса 9-мӗш пай хушса хурас: «9. Тӗрӗслевпе шутлав палатин председателӗ хӑйӗн должность тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе пӑхса хӑварнӑ йӗркепе пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.».
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Коллективлӑ хуҫалӑхсем йӗркеленӗ тапхӑрти терт-нуша, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑх, каярахри лӑпкӑ мар пурнӑҫ аннесен тӑнлавӗсене самаях кӑвакартрӗ пулин те, пурнӑҫ илемлӗхне-техӗмне ҫухатмарӗ чӑваш хӗрарӑмӗ: ӗне-вӑкӑр кӑкарса суха турӗ, тырӑ вырчӗ, авӑн ҫапрӗ, вӑрман касса турттарчӗ, юн ӗҫен Гитлер ҫарӗ Атӑл ҫине тухма тапаланнӑ вӑхӑтра Сӑр тӑрӑхӗпе окоп-траншея чаврӗ, блиндаж-дзот турӗ, ҫӗрлесерен фронтри мӑшӑрӗ-ывӑлӗ валли чӑлха-нуски ҫыхрӗ, хӑй выҫӑ ларсан та мӗн пур апат-ҫимӗҫе фронта ӑсатрӗ.
Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртнӗ Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин ҫакӑн пек палӑртрӗ: «Пирӗн тӗп тӗллев - Раҫҫее конкуренцире вӑйлӑрах пулма пулӑшакан чи пӗлтерӗшлӗ майсенчен пӗринпе, шалти пысӑк рынокпа усӑ курасси, ӑна ҫӗршыв экономикин чӑн секторӗсем туса кӑларакан лайӑх пахалӑхлӑ таварсемпе тултарасси пулса тӑрать...».
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Николай Петров Чӑваш Республикинчи Елчӗк районӗнчи Тӳскел ялӗнче 1999 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Петров Николай Алексеевич (Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ) // Владислав Николаев. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B5%D ... %80%D3%97)
Петров Николай Алексеевич (авӑн, 24, 1999, Тӳскел, Елчӗк районӗ, Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ — пуш, 15, 2023 , Донецк Халӑх Республики) — Раҫҫей ҫар ҫынни, аслӑ лейтенант.
Петров Николай Алексеевич (Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ) // Владислав Николаев. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B5%D ... %80%D3%97)