Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хунарсем ҫутинче эпӗ ҫӗр ҫинче авкаланса ларакан Васькӑна куртӑм.В свете огоньков я увидел, как Васька корчился, сидя на земле.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Эпӗ нумайччен сталеварсем, хулпуҫҫисем ҫинче пӗрер пӑт туртакан чугун муклашкисене йӑтса пырса, ҫулӑм пӗҫертнипе авкаланса илсе, чугуна кӑмакасем ӑшне ывӑтнине пӑхса тӑтӑм; кӑмакасен ҫӑварӗсенчен ҫулӑм ҫав тери хаяррӑн, ӳлесе тапса тухать, вӑл, рабочисем патне тӑсӑлса ҫитсе, вӗсене ҫунтарса ярасшӑн пулнӑ пек туйӑнать.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Костя, вӑл ҫиеле ишсе тухиччен тӑхтать те, пӗшкӗнет, урипе тапса ярса сывлӑшра пружина пек авкаланса, пӗр тумлам сирпӗтмесӗр шыва чӑмать.
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Унӑн чӗркуҫҫийӗсем те ури тупанӗсем пекех ашланса кайрӗҫ, вӑл вӗсене кӗпе татӑкӗсемпе ҫыха-ҫыха сиплесе пычӗ пулин те, ун хыҫӗнчи чулсемпе мӑк ҫинче ҫӗлен евӗр авкаланса пыракан юнлӑ йӗр выртса юла пуҫларӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Инҫетре авкаланса выртакан кӗмӗл тӗслӗ ҫутӑ, шыв курӑннӑ.Далеко видна была извивающаяся лента реки, отливавшая серебром и весенней синью.
6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Сӑртсем хушшипе авкаланса юханшыв, ялтӑртатакан хӑю пек, анаталла тӑсӑлса выртать.
6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Буратино вӑл вӑхӑтра, калта пек авкаланса илсе, вӗсен аллинчен вӗҫерӗнчӗ те карта патнелле сирпӗнчӗ, чӑтлӑх хушшинелле чӑмрӗ.Буратино в это время вывернулся, как ящерица, кинулся к изгороди, нырнул в колючую ежевику.
Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
— Ой, тупрӗ, ылхан… — кӑшкӑрса ячӗ те вӑл кӑшт вӑхӑт иртсен, авкаланса хуҫкаланма тытӑнчӗ.— О-ох… вот где нашел меня, мать честная, — застонал он через несколько минут и задергался.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Сукмак ҫӳлӗ те чӑнкӑ ҫыран хӗррипе, ватӑ маслина йывӑҫҫисен хӳттинче авкаланса выртать.Тропинка шла вдоль высокого прибрежного обрыва, извиваясь в тени столетних маслин.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Тӗттӗм вӑрманпа, нимӗҫсен засади хушшипе ҫӗлен пек авкаланса иртекен колоннӑран кӑшт маларах пыракан дозор хыҫҫӑн утакан Уча, тӑшман ҫинчен манса кайсах Гвозденпа хӑй ҫинчен шутларӗ…
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чикӗ хӗрринчен аяккарах кайнӑҫем хытӑ ҫӗр ҫинче лазутчикӗн йӗрӗ сахалтарах палӑракан пулчӗ, — юлашкинчен вара, сӑртӑн кӑнтӑр енӗпе «Тисса ҫинчи шурӑмпуҫ» колхозӑн виноградникӗсем варрипе авкаланса выртакан чуллӑ сукмак ҫине тухсан, ҫав йӗрсем пачах ҫухалчӗҫ.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хура йӗрпе ӳкернӗ чугун ҫул линийӗ авкаланса пынине сӑнӑр: ҫак ҫул хамӑр сӑрпа сӑрланӑ сӑртсем урлӑ каҫать, Карпат таврашӗнчи айлӑмпа иртет.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӗлӗтелле ҫӗкленекен ҫав пысӑк тусем хушшипе тарӑн айлӑмсем е чӑнкӑ аяклӑ тӑвӑр ту хушӑкӗсем авкаланса выртаҫҫӗ; кунта чылай ҫӗрте чул сӑртсем пуҫ ҫийӗнче усӑнса тӑраҫҫӗ, кӗҫ-вӗҫ татӑлса анассӑн туйӑнаҫҫӗ.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ура айӗпе ту тайлӑмӗсемпе юпписем анаталла ҫӗлен пек авкаланса анаҫҫӗ.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Шап-шурӑ мӑйӗ ҫинче хура бархат хӑю пур; пуҫне тӗксӗмрех сарӑ кӑтра ҫӳҫ хупласа тӑрать; ӑна пула пичӗ татах та чиперрӗн курӑнать, кӑтра ҫӳҫӗсем ҫара хулпуҫҫийӗ ҫинче ытла та илемлӗ авкаланса выртнӑран ӑна кӑтралатма иртенпех «Московские ведомости» татӑкӗсемпе чӗркенӗ тата вӗри тимӗр хӗскӗчсемпе хӗртнӗ тесе кирек кам, хуть Карл Иваныч хӑй каласан та, ӗненес килмест.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Такамран тарса, йӗрне пытарасшӑн пулнӑ евӗр, симӗс тӳпемлӗхсем хушшипе авкаланса выртать вӑл.Она петляла между зелеными холмами, точно, убегая от кого-то, хотела замести свои следы.
Белогорка шывӗ хӗрринче // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ачасем чарӑнса тӑнӑ ҫӗртен сулахай енче те, сылтӑм енче те тинӗс хӗрри авкаланса выртни курӑнать.Слева и справа от того места, где стояли ребята, виднелась извилистая линия морского берега.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ун пек чухне Лодкӑн куҫӗсем сип-симӗс кӑварпа ҫиҫсе илеҫҫӗ, вӑл авкаланса сулланать, вара, кӗмӗл сассипе, сӑмси витӗр, нумай укҫа парасса кӗтен кӗлмӗҫ евӗр, ҫӑткӑнла, савӑнӑҫлӑн юрласа ярать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Чернораменье таврашӗнчи чӑтлӑх вӑрмантан Путаница ятлӑ пӗчӗк юлхав шыв юхса тухать, сухаласа пӑрахнӑ сӑртлӑхсем хушшипе авкаланса тӑсӑлса хула тӗлне ҫитет те вӑл, хулана пӗрешкел икӗ пая уйӑрать: пӗри Шихан — унта чи лайӑх ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, тепри — Заречье, кунта вара этем тӗшне те тӑман мещенсем хӗсӗнкелесе пурӑнаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Халӗ ӗнтӗ вӗсен ҫутисем мар, хӗрлӗ те шурӑ тӗсӗсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ, тата вӗсен мӗлкисем лӑпкӑ шыв ҫинче хуллен авкаланса тӑсӑлаҫҫӗ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.