Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗрӗссипе каласан, ҫав авалтан ҫӗр айне юлнӑ япаласем этем шӑммисем пулман, вӗсем ытти чӗрчунсен шӑммисенчен, ура е пӗҫӗ тунисенчен, тӗрӗс формӑллӑ хӑйраса якатса тунӑ япаласем пулнӑ.
XXXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Кин, ан хӗсӗрле шӑпана: ҫырлана пиҫнӗ чух татса ҫиеҫҫӗ — авалтан пыракан йӑла.А ты не кляни судьбу, невестка: Ягодку спелой едят, это древний обычай.
Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Халь иҫӗм ҫырли ассиленсе кайнӑ, ҫимӗҫ кӳмест, сорчӗ енчен пӑхсан — ку таврара авалтан лартса ӳстернӗ сорта аса илтерет, Гомерпа пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсем пирӗн пата илсе килнӗ сортсен несӗллӗх пулӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Авалтан сыхланса юлнӑ паха япаласем умӗнче тӗлсӗр чупкаласа ҫӳресе, пӗчӗкҫӗ ҫынсем хӑйсем ҫав япаласене тӑвакансенчен юлнӑ ӑру тесе ӗнентереҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫамрӑк чух юханшыв ҫинче ӗҫленине асра тытса, писатель «Элнет» драмӑра мул хуҫисем сулӑ юхтаракансен ҫичӗ хут тирне сӳсе пурӑннине, юрлӑ ҫынсен ӗмӗртен килекен асапне ҫырса кӑтартнӑ, «хура халӑх» хушшинче социаллӑ килӗшӳлӗх нихӑҫан та пулманнине, чухӑнсем пусмӑрҫӑсене мӗн авалтан курайманнине палӑртнӑ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Викторшӑн пулсан, — авалтан пыракан Лещинский поляк улпутсен несӗлӗшӗн — лешсем те, кусем те пурӗ-пӗр йӗрӗнчӗклӗн туйӑнаҫҫӗ.Виктору, родовитому польскому шляхтичу Лещинскому, были противны и те и эти.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Ҫав модӑрсене пулах чӑвашсен мӗн авалтан пыракан йӑли-йӗркисем пирӗн пурнӑҫран ҫӗтсе пыраҫҫӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Тата юрату пирки тавлашу мӗн авалтан пырать.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Кама-тӑр кансӗрленӗ, чӑрмав кӳнӗ, авалтан ҫирӗпленнӗ йӑла-йӗркесене пӑснӑ пек туйӑннисем ун иртсе кайрӗҫ, вӑл туллин сывла пуҫларӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вӗсене мӗн авалтан патша тӳри-шарисем «командир-аттесене» юратма вӗрентсе хӑнӑхтарнӑ…
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пирӗн тӑрӑхра мӗн авалтан ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлесе пурӑннӑ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тури Кубаньри станицӑсем, хуторсем витӗр ӗмӗртенпе сарлака ҫул иртнине кам пӗлмест, ӗлӗк авалтан ку ҫулпа ҫуналлӑ, урапаллӑ обозсем ҫӳренине кам пӗлмест?
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Анчах, кунта, хӑйӗн ентешӗсем хушшинче, — вӗсен влаҫ умӗнчи темиҫе ӗмӗр капланса пынӑ шиклӗх туйӑмне аркатса яма, авалтан юлнӑ юрӑхсӑр йӑлисене салатса тӑкма, хӑйсен чӑн-чӑн тӗрӗс ӗҫӗ ҫинчен ӑнлантарса пама тата пӗрле ертсе кайма, — ҫав манӑҫа пуҫланӑ урӑх чӗлхене лайӑхрах пӗлни, калаҫура пиҫӗрех пулни, калас сӑмахсен витерӳллӗ хӑватне малтан ӗненсе тӑни кирлӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Казаксем мӗн авалтан хӑнасене тарават пулнӑ.Казаки ведь исстари славятся гостеприимством и хлебосольством.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Дона, казаксен пурнӑҫне мӗн авалтан кӗрсе ҫирӗпленнӗ йӑла-йӗркесене эпӗ тӳсме ҫук хытӑ юрататӑп.Я до чертиков люблю Дон, весь этот старый, веками складывавшийся уклад казачьей жизни.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кирек мӗнле пулсан та — вӗсем урӑхла наци, фабрикӑсенче ӗҫлекен е мужикла йӑх-яхсем мар — мӗн авалтан вӑрҫӑсенче хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартма хӑнӑхнӑ халӑх».
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Авалтан тухнӑ йӑли ҫапла, Донран пуҫласа инҫетри ҫирӗк чӑтлӑхӗсем патне ҫитех вичкӗн ҫавасем айӗнче кимелсе пыракан улӑх хумханса, йынӑшса выртать.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӗҫӗ-хӗррисӗр, тахҫан-тахҫан авалтан пуҫланнӑ сӗм тӗттӗм куҫ ҫине темӗнле лаптак хура япала хурса пусарнӑн, урӑх ӗмӗрне те куҫа уҫма ҫук пек туйӑнса кайрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Огнянов ҫак авалтан тӑрса юлнӑ палӑка кӑмӑлласа хисеплерӗ, манӑҫа юлнӑ саманан ҫак чӗрӗ тӗпренчӗкӗн — шап-шурӑ шуралнӑ ватӑ ӗҫченӗн ӑслӑ сӑмахӗсене чун хавалӗпе итлерӗ.
XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ун чухне ачасене ӗлӗкхи пек вӗрентме юрамастчӗ ӗнтӗ, Мина старик вара, сӗм авалтан юлнӑскер, ӗҫе-мӗне вырнаҫаймарӗ, укҫа тавраш ыйтмасӑрах чиркӗве кӑна юрлама ҫӳрерӗ, чиркӳре ун чух ҫӗнӗлле йӗрке тытмастчӗҫ-ха.
XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.