Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Сэнд (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дик Сэнд куляннипе типсе ҫунсах кайрӗ.

Жгучая тревога охватила Дика Сэнда.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫапла вара, Дик Сэнд тӗшмӗртни тӗрӗсех пулчӗ.

Таким образом, расчеты Дика Сэнда оказались правильными.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кунта эпир Дик Сэнд Кванзӑран Казондене утнӑ чухне ҫырса пынисене илсе кӑтартатпӑр.

Здесь мы приводим заметки Дика Сэнда, которые он сделал в пути между Кванзой и Казонде.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тискер кайӑксем хартлатни тӗттӗмре уйрӑмах чуна ҫӳҫентернипе Дик Сэнд тропик вӑрманне тарса пытаннӑ Геркулес ҫинчен, ӑна кашни утӑмра хӑрушлӑх кӗтсе тӑни ҫинчен сехӗрленсе шутларӗ.

Прислушиваясь к рычанию хищных зверей, звучавшему в темноте особенно грозно, Дик Сэнд с ужасом думал о препятствиях, которые подобная встреча могла представить замыслам Геркулеса, об опасностях, на каждом шагу угрожавших ему в этих тропических лесах.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик Сэнд ҫырса пынисенчен

Из записной книжки Дика Сэнда

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тарӑхнипе ҫилленсе кайса, Дик Сэнд хуралҫӑ ҫине сиксе ӳкрӗ.

Вне себя от гнева Дик Сэнд бросился на надсмотрщика.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Географие тӑрӑшса вӗреннӗ Дик Сэнд Казонде ҫинчен мӗн паллӑ пулнине пурне те пӗлет.

Дик Сэнд, прилежно изучавший географию, знал все, что было известно о Казонде.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Юханшыв вӗсене океан хӗрне анма май парӗ, вара Дик Сэнд, хӑйсен ҫӑлӑнас ҫулӗ ҫинче мӗнле йывӑрлӑхсем тӑнине лайӑх пӗлсе, туземецсем тапӑннипе вӑхӑтлӑха пӑсӑлнӑ плана пурнӑҫа кӗртетех.

Река дает им возможность спуститься к побережью, и Дик Сэнд, лучше зная теперь все трудности, стоящие на пути к спасению, успешнее осуществит свой план, так не вовремя расстроенный нападением туземцев.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мӗн тума кирлӗ пулчӗ-ха ӑна ҫакӑ — кӑна Дик Сэнд ӑнланмарӗ.

Зачем это ему понадобилось, Дик Сэнд не понимал.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тарасси ҫинчен шутламалли те ҫуккине Дик Сэнд ҫавӑнтах ӑнланчӗ.

Дик Сэнд сейчас же понял, что о побеге нечего и думать.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫапла вара, Дик Сэнд Анголӑн ҫурҫӗр енче пӑрахут-кимӗ ҫӳрекен шыва шырани тӗрӗсех пулнӑ.

Таким образом, Дик Сэнд поступил вполне правильно, когда искал на севере судоходную реку.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пӗр-ик сӑмахпа Дик Сэнд хӑй мӗн курнине юлташӗсене пӗлтерчӗ.

В двух словах Дик Сэнд рассказал все это своим товарищам.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Термит йӑвисенчен пӗр ҫӗр утӑмра туземецсен лагерьне, хӑйсем вырнаҫнӑ йӑваран вунӑ утӑмра туземецсен вӑрӑм киммисене — пирогасене, ун ҫинче ларакан туземец-салтаксене курса юлма ӗлкӗрчӗ Дик Сэнд.

Дик Сэнд успел разглядеть в ста шагах от поселения термитов лагерь туземцев, а в десяти шагах от конуса, на затопленной равнине, длинные пироги, в которых сидели туземные воины.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик Сэнд шӑтӑк тума вырӑн суйласа илчӗ те винтовка шомполне ҫавӑрма пуҫларӗ.

Дик Сэнд наметил место, и шомпол начал быстро погружаться в глину.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик Сэнд, айккинчи сентререн тытса, Геркулес хулпуҫҫийӗ ҫине хӑпарчӗ.

Дик Сэнд взобрался на плечи Геркулеса, который уцепился за одну из боковых перегородок.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Нивушлӗ йӑва йӑлтах шыв ӑшӗнче? — пӑшӑлтатрӗ Дик Сэнд.

— Неужели весь конус находится под водой? — прошептал Дик Сэнд.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫак самантра Дик Сэнд, стенана витӗр шӑтарса, шомпола хӑй ҫине туртса илчӗ.

В это мгновение Дик Сэнд, просверлив скважину в стене, потянул шомпол к себе.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик Сэнд стенана тепӗр ҫӗрте шӑтарнӑ вӑхӑтра Бенедикт пичче сасси илтӗнсе кайрӗ:

В то время как Дик Сэнд буравил стену в новом месте, послышался крик кузена Бенедикта:

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Малтанхи майпах Дик Сэнд стенана иккӗмӗш хут, малтанхинчен пӗр фут ҫӳлерехре шӑтарма пуҫӑнчӗ.

Дик Сэнд принялся сверлить тем же способом второе отверстие, на фут выше первого.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ҫӗнӗрен шӑтарас пулать! — терӗ ҫирӗппӗн Дик Сэнд, васкаса шӑтӑка питӗрсе хурса.

— Придется повторить! — хладнокровно сказал Дик Сэнд, поспешно заткнув отверстие комком глины.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней