Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫулне (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрлӗ ҫырма-ҫатра, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пекех, самантсерен вӗсен ҫулне пӳле-пӳле лартрӗ.

Озорные ручейки, точно сговорившись, поминутно преграждали им путь.

2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурнӑҫӑн ӑслӑ кӗнекине вуласа, хӑйӗн ҫулне те, Обломовӑн ҫулне те чӗрипеле мӗнле тавҫӑрса илет вӑл!

Как читает в этой мудреной книге свой путь и инстинктом угадывает и его дорогу!

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Музыкӑпа литература, поэзири чӑваш халӑх пуянлӑхӗ», Петӗр Хусанкай 100 ҫулне тата Геннадий Волков ӑсчах 80 ҫулне халалланӑ чыславсем», «Язык ты мой — звенящая струна» программӑсемпе мешехесем капла халлӗн вулама та кӑсӑк.

Помоги переводом

«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html

— Пурте; пӗрмаях ӑмӑртмалла чупни, путсӗр туйӑмсен яланхи вӑййи, уйрӑммӑнах ӗмӗтсӗрлӗх, пӗр-пӗрин ҫулне пӳлни, элек сарни, ҫынна ҫын ҫини, пӗр-пӗрне тӗртсе калани, пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити пӑхни килӗшмест; мӗн ҫинчен калаҫнине итлетӗн те пуҫ ҫаврӑнса каять, анраса каятӑн.

— Все, вечная беготня взапуски, вечная игра дрянных страстишек, особенно жадности, перебиванья друг у друга дороги, сплетни, пересуды, щелчки друг другу, это оглядыванье с ног до головы; послушаешь, о чем говорят, так голова закружится, одуреешь.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов ӗҫре аран-аран тенӗ пек икӗ ҫул ирттернӗ; тен, вӑл виҫҫӗмӗш ҫулне те, чин илмелле пуличчен ӗҫленӗ пулӗччӗ-и, анчах пӗр сӑлтава пула унӑн службӑран иртерех пӑрахса каймалла пулнӑ.

Обломов прослужил кое-как года два; может быть, он дотянул бы и третий, до получения чина, но особенный случай заставил его ранее покинуть службу.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Уйӑхне те, ҫулне те кӑтартман, — терӗ вӑл, — ҫыру староста патӗнче пӗлтӗртенпех йӑваланса выртнӑ пулас; кунта Иван кунӗ те, уяр ҫанталӑкӗ те пур!

— Месяца и года нет, — сказал он, — должно быть, письмо валялось у старосты с прошлого года; тут и Иванов день, и засуха!

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӗсенчен пӗринче ученӑй персе янӑ снарядӑн ҫулне палӑртмалли меслет ҫинчен ҫырса кӑтартать.

В одной из них дает метод определения пути полета снаряда.

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Карапсен ҫулне пысӑк прожекторсем ҫутатса пынӑ.

Мощные прожекторы освещали путь корабля.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Йытӑ вӗрнӗ тӑрӑх шутласан, вӑл хамран сулахӑйра хӑваланӑ пек туйӑнчӗ мана; эпӗ вара, мулкач ҫулне пӳлес тесе, уҫланкӑ урлӑ васкаса чупма пуҫӑнтӑм.

Мне казалось, судя по направлению лая, что собака гонит влево от меня, и я торопливо побежал через полянку, чтобы перехватить зверя.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Алеша тискер кайӑксене йӗрӗсем тӑрӑх, кайӑксене вӗҫни тӑрӑх уйӑрса илме, йывӑҫсен ҫулне палӑртма хӑнӑхтарнӑ.

Учил Алешу различать птиц по полету, зверей по следу, определять возраст деревьев по годичным кольцам.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Лешӗ вӗсен ҫулне пӳлчӗ.

Автомобиль преградил им дорогу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Бондаренко! — каллех кӑшкӑрса ячӗ Колян, унтан чупса пырса юриех васкамасӑр утакан ачасен ҫулне пӳлчӗ.

— Бондаренко! — опять закричал Колян и сорвался с места. Он обогнал ребят, которые намеренно шли медленно, и преградил им дорогу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӑл сасӑ Норвеги ҫыранӗсем тӑрӑх та янах кайтӑр тесе эпир хамӑр пултарнӑ таран пурне те турӑмӑр пулас, унта-ҫке-ха нимӗҫ караванӗсем ют ҫӗршывран ют ҫӗршывалла таркӑн ҫулне тытаҫҫӗ, Баренц тинӗсӗн сӗм каҫӗнче вӗсем ют хӗҫпӑшала пушатаҫҫӗ те ют ҫӗршывӑн тимӗр тӑприне тиеҫҫӗ, вара ӑна хӑра-хӑра турттараҫҫӗ…

Кажется, мы сделали всё возможное, чтобы оно покатилось и дальше — вдоль берегов Норвегии, туда, где осторожно крадутся от чужой страны к чужой стране немецкие караваны, туда, где они выгружают чужое оружие и берут на борт чужую руду и везут, везут её в настороженной, полной загадочных шумов ночи Баренцева моря…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сывпул юлташӑм, эс пурӑнӑҫ ҫулне Тӳрӗ те чыслӑн ирттертӗн!..

Прощай же, товарищ, ты честно прошел Свой доблестный путь благородный!

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах, ун ҫине пӑхсан, чи тӗлӗнтерекенни вӑл — сӑнӗ тӑрӑх унӑн ҫулне пӗлме май ҫукки, вӑл халӗ темле вӑхӑт тулашӗнче пурӑннӑ пек туйӑнать.

Но самое удивительное и самое жуткое было в нем то, что оно как бы не имело возраста, находилось уже вне времени.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Икӗ шурӑ китель вӗсен ҫулне пӳлчӗҫ.

Два белых кителя преградили им дорогу.

XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Юлашкинчен ачасен ҫулне йӑмӑх тӗрӗллӗ шлагбаум пӳлсе тӑчӗ.

Наконец дорогу мальчикам преградил опустившийся полосатый шлагбаум.

XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тен вӑл тинӗс ҫулне кӑтартакан навигаци палличчӗ пулӗ, ҫыран хӗрринчи хутран-ситрен ҫеҫ кӗркелесе тухакан пӑрахутсем валли туса лартнӑ сооружениччӗ пуль вӑл.

Возможно, что это был навигационный знак — то есть прибрежное сооружение, которое очень редко посещается судами.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах пирӗн торпеда хыҫҫӑн, моряксем каларӗшле, вӑл «пӑслантарма» пуҫларӗ, тӗрӗс ҫулне ҫухатрӗ, пӑс хушшине юлса пытанчӗ.

Но после нашей торпеды он начал «парить», как говорят моряки, то есть потерял ход и скрылся под облаками пара.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хумсем шултӑрарах та ҫӳлерех чупма пуҫларӗҫ, Шыв ҫулне кӑтартакан буексен хӗрлӗ патаккисем, шывран курӑнса тӑрса, хӑйсен кӑмпа пек шӗлепкисен шӗвӗр вӗҫӗсемпе йӑвана-йӑвана кайса сулланаҫҫӗ.

Волна пошла крупнее и выше, красные палки буйков, показывавшие фарватер, торчали из воды, валко раскачиваясь остроконечными грибками шляпок.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней