Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Иудея патши Иоаким, Иосия ывӑлӗ, тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, — ку вӑл Вавилон патши Навуходоносор пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулнӑ, — Иеремийӑна пӗтӗм Иудея халӑхӗ ҫинчен каланӑ сӑмах ҫакӑ.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Давид псаломӗ, эрнен тӑваттӑмӗш кунӗнче.]
Пс 93 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Птоломейпе Клеопатра тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Досифей, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, священник та левит пулнӑскер, тата Досифей ывӑлӗ Птоломей Александрия хулине Пурим ҫинчен ҫырнӑ ҫак хута илсе килнӗ теҫҫӗ, ӑна Птоломей ывӑлӗ Лисимах, Иерусалимра пулнӑскер, ӑнлантарса панӑ теҫҫӗ.]
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑваттӑмӗш кунӗнче Олоферн хӑйӗн пӗр чи ҫывӑх тарҫисем валли ҫеҫ ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, вӑл унта ытти ӗҫсене туса тӑракансене пӗрне те чӗнмен.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Кунта, виҫӗ кун иртсессӗн, тӑваттӑмӗш кунхине виҫнӗ ылтӑнпа кӗмӗле Ҫӳлхуҫамӑр Ҫуртне Мармоф священника, Урия ывӑлне, патӑмӑр.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче вара типӗ тытакан, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ Израиль ывӑлӗсем пурте пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Тӑваттӑмӗш кунхине эпир ылтӑнпа кӗмӗле те, савӑтсене те, виҫепе виҫсе, Туррӑмӑр Ҫуртне, Меремоф священника, Урия ывӑлне, тата Финеес ывӑлне Елеазара, тата левитсене — Иисус ывӑлне Иозавада, Виннуй ывӑлне Ноадияна — патӑмӑр, 34. пӗтӗмпех шутласа, виҫсе тухрӑмӑр, пӗтӗмӗшле виҫине ҫавӑн чухнех ҫырса хутӑмӑр.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Тӑваттӑмӗш кунхине вӗсем Мухтав айлӑмне, хӑйсем Ҫӳлхуҫана мухтавланӑ ҫӗре, пухӑннӑ.26. А в четвертый день собрались на долину благословения, так как там они благословили Господа.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Пуҫласса вӑл ҫак ӗҫе хӑй патшана ларсассӑн тӑваттӑмӗш ҫулхине, иккӗмӗш уйӑхӑн иккӗмӗш кунӗнче, пуҫланӑ.2. Начал же он строить во второй день второго месяца, в четвертый год царствования своего.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӑваттӑмӗшӗ, тӑваттӑмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Иоавпа пӗртӑван Асаил пулнӑ, ун хыҫҫӑнхи пуҫлӑх ун ывӑлӗ Завадия пулнӑ; Асаил уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӑваттӑмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗнче хулара выҫлӑх ытла вӑйланса ҫитнӗ, хула халӑхӗн татӑк ҫӑкӑр та пулман.3. В девятый день месяца усилился голод в городе, и не было хлеба у народа земли.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Езекия тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Осия — Ила ывӑлӗ, Израиль патши — ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ассири патши Салманассар Самарие тапӑннӑ, ӑна хупӑрласа илнӗ, 10. ӑна вӑл виҫӗ ҫултан ҫӗнсе илнӗ: Езекия улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, эппин, Израиль патши Осия тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл Самарие парӑнтарнӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ахав Израиль патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа тӑваттӑмӗш ҫулхине Аса ывӑлӗ Иосафат вара Иудея патшине ларнӑ пулнӑ.41. Иосафат, сын Асы, воцарился над Иудеею в четвертый год Ахава, царя Израильского.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Тӑваттӑмӗш ҫулхине, зиф уйӑхӗнче, [иккӗмӗш уйӑхра,] Соломон ӗнтӗ Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, 38. вуннӑмӗш ҫулхине вара, бул уйӑхӗнче, — ку уйӑх саккӑрмӗш, — вӑл ӑна мӗнпур хатӗрӗ-хӗтӗрӗпе пӗрле, Ҫурчӗ мӗнле пулмаллине малтан пӗтӗмпе палӑртса хунӑ пек туса пӗтернӗ; ҫичӗ ҫул тунӑ ӑна.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсем Египет ҫӗрӗнчен тухнӑранпа тӑватҫӗр сакӑрвуннӑмӗш ҫулхине, Соломон Израиль патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа тӑваттӑмӗш ҫулхине иккӗмӗш уйӑхра, зиф уйӑхӗнче, Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тума пуҫланӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӑваттӑмӗш кунне вӗсем ир-ирех тӑнӑ, ҫынни ӗнтӗ кайма пуҫтарӑннӑ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тӑваттӑмӗш шӑпи Иссахара, Иссахар ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене, тухнӑ; 18. вӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Изреель, Кесуллоф тата Сунем, 19. Хафараим, Шион тата Анахараф, 20. Раввиф, Кишион тата Авец, 21. Ремеф, Ен-Ганним, Ен-Хадда тата Беф-Пацец; 22. вӗсен ҫӗрӗн чикки Фавор, Шагацима тата Вефсамис патӗнчен иртсе Иордан патне ҫитсе тухать: пурӗ — вунултӑ хула тата вӗсен ялӗсем.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Тӑваттӑмӗш кунне вунӑ пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр, 24. йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла 25. тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.
Йыш 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑйӑр евӗр йышлӑ Иаков йӑхне, Израилӗн тӑваттӑмӗш пайне кам шутласа тухайӗ?10. Кто исчислит песок Иакова и число четвертой части Израиля?
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эсир Эпӗ сире пурӑнма парас ҫӗре ҫитсессӗн, 3. ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫана парнесем кӳре пуҫлатӑр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне е сӑмах панипе вӑкӑрсем, сурӑхсем пусса кӳрекен парне, е тимлӗ пулнипе кӳрекен парне, е хӑвӑр уявӑрсенче паракан парнесем кӳре пуҫлатӑр, — 4. ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫана парне кӳрекен ҫыннӑн тырӑ-пулӑран [ефан] вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ кӳмелле, ӑна гинӑн тӑваттӑмӗш пайӗ чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштармалла; 5. [ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе,] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса панӑ чухне е пусса паракан парне кӳнӗ чухне кашни путек пуҫне юхтарса пама гинӑн тӑваттӑмӗш пайӗ чухлӗ эрех пар.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.