Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Вӑтӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑтӑр (тĕпĕ: вӑтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак хӑрушӑ вырӑнтан пӑрӑнса каймашкӑн Ганс сулӑ рульне тепӗр еннелле пӑрасшӑнчӗ, анчах тепӗр енчен ҫакӑнтан пӗрех те кая мар урӑх тӑшмансене асӑрхарӗ: хӗрӗх фут сарлакӑш тимӗр шапа тата вӑтӑр фут тӑршшӗ ҫӗлен пуҫне шывран ҫӳлелле каҫӑртса пырать.

Ганс пытается переменить направление, чтобы избежать опасного соседства, но замечает с другой стороны не менее страшных врагов: морскую черепаху в сорок футов ширины и морскую змею в тридцать футов длины, громадная голова которой показывается из волн.

XXXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Урлӑ каҫа вӑтӑр километрлӑ ҫаврака тӳпене хӑйӗн айӗнче ҫил-тӑвӑлпа хумханса выртакан темӗн пысӑкӑш тинӗсе вырнаҫтаракан тӳпене илсе пӑхсан, ҫӗр ҫинчи пысӑк кӗперсен арккисем, ҫӳллӗ чиркӳсен тӳписем нимӗне тӑма та пултараймаҫҫӗ!

Что значат арки мостов и своды соборов в сравнении с этим куполом в три с лишним лье в диаметре, под которым может свободно бушевать настоящий океан!

XXXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Кунта эпир ҫакна та шута илмерӗмӗр-ха: утмӑл тӑватӑ километр аялалла анмашкӑн эпир горизонтальпе виҫҫӗр хӗрӗх километр кайнӑ пулсан, пирӗн кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫӗ хушшинелле вӑтӑр икӗ пик километр каймалла: ҫапла ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр пӑнчӑран унӑн варрине анса ҫитмешкӗн питӗ нумай вӑхӑт кирлӗ пулать.

— И это, не принимая в расчет того, что если спуску по вертикальной линии в шестнадцать лье соответствует переход по горизонтальной линии в восемьдесят, то это составит восемь тысяч лье в юго-восточном направлении, и, следовательно, нужно очень много времени, чтобы добраться с какой-либо точки земной поверхности до центра.

XXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Ҫапла, ултӑ пин те виҫҫӗр вӑтӑр иккӗ…

— Да, тысяче пятистам восьмидесяти трем…

XXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Эпир Исланди утравӗпе пӗр сарлакӑшра тӑратпӑр, ҫавӑнта ҫӗр радиусӗ ултӑ пин те виҫҫӗр вӑтӑр икӗ километра тӑсӑлать, ҫапла мар-и?..

— В той точке, где мы находимся, под широтами Исландии, земной радиус равен приблизительно одной тысяче пятистам восьмидесяти трем лье, не так ли?

XXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Ҫак шыв вӑтӑр икӗ пин фут ҫӳллӗшӗнчен персе анать пулсан, унӑн пусӑмӗ пин атмосфера чухлӗ пулмалла.

— Если эта струя воды падает с высоты тридцати двух тысяч футов, то давление равняется тысяче атмосфер.

XXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Акӑ Иркутск тӗлӗнче, Ҫӗпӗрте вӑтӑр ултӑ фут ансан температура кашнинчех пӗр градус хӑпарать, — ҫак уйрӑмлӑх, паллах, тӗрлӗ чулсен хӑйсен витӗр ӑшша мӗнле хӑвӑрт яма пултарассинчен килет.

Так, в Якутске, в Сибири, замечено, что повышение в один градус приходится уже на тридцать шесть футов; все зависит, очевидно, от теплопроводности скал.

XVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпӗ, эсир пӗлетӗр-и, — терӗ вӑл ҫак вырӑнсенче вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫулта пулнӑ хӑйӗн землякне, — фронтри условисене питӗ хӑнӑхса ҫитрӗм, хампа пӗрле манӑн яланах вуншар проспектсемпе прейскурантсем тата вуникӗ договор пур.

Я, знаете, — обратился он к своему земляку, бывавшему в этих местах в тридцать девятом году, — хорошо применился к фронтовым условиям, у меня всегда с собой десяток проспектов и прейскурантов да дюжина готовых договоров.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Кредитсем пулаҫҫӗ, — терӗ ҫирӗппӗн кунта вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫулта пулнӑ американец.

— Кредиты будут, — твердо сказал американец, бывший тут в тридцать девятом году.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Сирӗн патӑрта эпӗ вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫулта Филипспа пӗрле хӑналантӑм, — аса илтерчӗ вӑл герцога, — Филипс сиртен Наполеонӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмне сутан илчӗ.

— Я гостил у вас в тридцать девятом с Филлипсом, — напомнил он герцогу, — который купил у вас спальню Наполеона.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ун ҫинчен вӑтӑр ҫул хушши кирлӗ-кирлӗ мара калаҫрӗҫ.

О нем тридцать лет рассказывали небылицы.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Пӗрре кӑна, район центрӗнчен вӑтӑр ҫухрӑмра ларакан колхоза кайнӑ чух, ирхине, вӑл ӑна тивӗҫлипех курчӗ, ун чухнех вӑл хӑйне ҫапла каларӗ: «Акӑ вӑл! Урӑх эпӗ ӑна кураймӑп!» — терӗ.

Только раз увидел он ее по-настоящему, едучи как-то утром в колхоз, километров за тридцать от районного центра, и тогда же сказал себе: «Вот она! Больше не увижу!»

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫав ухмаха ернӗ пек кун хушшинче вӗсем Бетховенӑн вӑтӑр хваттерӗнчен Альтман арӑмӗ пӗлекен вунпӗрӗшӗнче пулса курчӗҫ.

В этот сумасшедший день они посетили одиннадцать известных Альтманихе квартир Бетховена из тридцати существующих.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Вӑл ӑнланать: ун ҫулӗ ҫинче вӑл юратса пӑрахма пултаракан ҫын тӗл пулман-ха, тен, халӗ ӗнтӗ ун пек ҫын нихҫан та тӗл пулмӗ — вӑтӑр ҫулхи хӗр ытлашши тӗлӗнмелли япалах мар ӗнтӗ.

Приходилось сознаться, что на ее пути еще не встретился человек, которого бы она полюбила всерьез, а может быть, теперь уже и не встретится никогда — невеста в тридцать лет не бог весть какая находка.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Тепӗр сехетрен ҫав нимӗҫ хӑйӗн юлташӗсене вӑтӑр ҫын ытла ертсе килнӗ, малашнехи кунсенче те пӗчченшерӗн парӑнаканнисем пулмарӗҫ.

Спустя час этот немец привел в батальон более трех десятков своих приятелей, и в последующие дни одиночки уже не появлялись.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

… Армин иккӗмӗш эшелонӗ пӗр вӑтӑр пилӗк километра яхӑн Венӑран кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнерех тӑнӑ.

…Второй эшелон армии стоял километрах в тридцати пяти на юго-восток от Вены.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Ҫапла, кунӑн Гренландине ҫитме мӗн пурӗ те вӑтӑр пилӗк сехет ҫеҫ каймалла; ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑ вӑхӑтра ҫурҫӗртен юхтарса килекен пысӑк пӑр катӑкӗсем ҫинче шурӑ упасем Исландине ҫитсе килеҫҫӗ.

— Да, мы всего на расстоянии тридцати пяти лье от нее; во время оттепели белые медведи добираются до Исландии на льдинах, течением уносимых с севера.

XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Фиорд стени те, ҫурма утравӑн мӗнпур ҫыранӗ те тӑршшӗпех вӑтӑр фут тӳп-тӳрӗ юпасем лартса тухнӑ пек курӑнса тӑраҫҫӗ.

Стена вокруг фьорда, как и вдоль всего побережья полуострова, представляет собою ряд колонн в тридцать футов вышиной.

XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Стапи ятлӑ ял пӗчӗкҫӗ, унта вӑтӑр килӗ ҫеҫ.

Стапи, маленькое селение, состоящее приблизительно из тридцати хижин.

XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Вӑтӑр тӑххӑрмӗшӗнче!

В тридцать девятом!

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней