Поиск
Шырав ĕçĕ:
39. Хапха патӗнчи пӑлтӑрта пӗр енче — икӗ сӗтел, тепӗр енче — икӗ сӗтел, вӗсем ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне валли, ҫылӑхшӑн кӳрекен парне валли тата усал ӗҫшӗн кӳрекен парне валли илсе килнӗ выльӑха пусаҫҫӗ.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Хапха патӗнче пӗр пӳлӗм пурччӗ, унта пӑлтӑр витӗр кӗмеллеччӗ: ҫавӑнта пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме илсе килнӗ выльӑха ҫӑваҫҫӗ.38. Была также комната, со входом в нее, у столбов ворот: там омывают жертвы всесожжения.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ултавлӑ суту-илӳ ӗҫӗнче тӗрӗсмарлӑх туса тултартӑн, ҫапла сӑваплӑ вырӑнусене ирсӗрлерӗн; санӑн хушшунтан Эпӗ вут кӑларӑп, ҫавӑ ҫунтарса ярӗ те сана: хӑвна курса тӑракансем умӗнче Эпӗ сана ҫӗр ҫинчи кӗл тӑвӑп.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Пуху вӗсене чулпа пере-пере вӗлерӗ, хӗҫпе касса ваклӗ, вӗсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене вӗлерсе тухӗ, вӗсен килне-ҫуртне вутпа ҫунтарса ярӗ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Сана вут ҫунтарса ярӗ, санӑн юну ҫӗр ҫине юлӗ; сан ҫинчен аса та илмӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Кӑнтӑр вӑрманне кала: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле; Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ сан ӑшӑнта вут чӗртӗп, вӑл вара санӑн пур ешерекен йывӑҫна та, пур хӑрнӑ йывӑҫна та ҫунтарса ярӗ; тӗлкӗшекен ҫулӑм сӳнмӗ, вӑл кӑнтӑртан пуҫласа ҫурҫӗре ҫитиччен пурне те ӗнтсе ярӗ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ун турачӗсен вуллинчен вут тухнӑ та унӑн ҫимӗҫне ҫунтарса янӑ, ӗнтӗ унӑн патша туйине юрӑхлӑ пӗр ҫирӗп турат та юлман.
Иез 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах ӑна, хаяр ҫилӗпе тӑпӑлтарса, ҫӗр ҫине, ура айне, ывӑтнӑ, унӑн ҫимӗҫне тухӑҫ ҫилӗ типӗтнӗ; ҫирӗп турачӗсене хуҫа-хуҫа пӑрахнӑ, типсе хӑрнӑ вӗсем, вӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ.
Иез 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫуртусене вутпа ҫунтарса ярӗҫ, сана йышлӑ арӑм куҫӗ умӗнче сут тӑвӗҫ; санӑн аскӑнлӑхна пӗтерсе-хупласа лартӑп, ӗнтӗ текех парнесем параймӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хамӑн сӑнӑмпа вӗсене тӳртӗн тӑрӑп; вӗсем пӗр вутран тухӗҫ те, вӗсене тепӗр вут ҫунтарса ярӗ, — сӑнӑмпа вӗсене тӳртӗн тӑрсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, тет.
Иез 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӗнтӗ ҫакӑнтан та уйӑрса ил, ӑна вута ывӑт, ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр.4. Но и из этого еще возьми, и брось в огонь, и сожги это в огне.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хулана ҫавӑрса илнӗ хыҫҫӑн ҫӳҫӳн виҫҫӗмӗш пайне хула варринче ҫунтарса яр; тепӗр виҫҫӗмӗш пайне ил те хула айккинче ҫӗҫӗпе тураса пӑрах; тата тепӗр виҫҫӗмӗш пайне ҫилпе вӗҫтерсе яр; Эпӗ вара вӗсем хыҫӗнчен хӗҫӗме туртса кӑларӑп.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫынсем ҫавӑн чухне каланӑ: акӑ эпир сире кӗмӗл ярса паратпӑр, ҫак кӗмӗлпе эсир пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем, ҫылӑхшӑн кӳмелли парне тата латӑн туянӑр та парне хатӗрлӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн парне вырӑнӗ ҫинче кӳрӗр, 11. Вавилон патши Навуходоносор пурӑнӑҫӗшӗн, унӑн Валтасар ывӑлӗ пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтӑвӑр: ҫӗр ҫинче вӗсен ӗмӗрӗ тӳпе ӗмӗрӗ пекех вӑрӑм пултӑр, тенӗ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак кӗнеке сӑмахӗсене Варух ҫырнӑ, вӑл Нирия ывӑлӗ пулнӑ, Нирия вара — Маасей ывӑлӗ, Маасей — Седекия ывӑлӗ, Седекия — Асадий ывӑлӗ, Асадий — Хелкия ывӑлӗ; Варух ҫакна Вавилонра, 2. Иерусалим хулине халдейсем ярса илсе вутпа ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн пиллӗкӗмӗш ҫулхине, пӗрремӗш уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче ҫырнӑ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Арӑмсем, пилӗкне хӑмӑш пиҫиххи ҫыхса, урамра ҫу йывӑҫӗн вӑррине ҫунтарса тӗтӗрсе лараҫҫӗ.42. Женщины, обвязавшись тростниковым поясом, сидят на улицах, сожигая курение из оливковых зерен.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл ҫӳлтен манӑн шӑммӑм-шаккӑма вут ячӗ те халӗ ӑна ҫунтарса тӑрать; серепе карса урана тӑллантарчӗ, ҫавӑрса ӳкерчӗ мана, мана кӗлмӗҫе тӑратса хӑварчӗ, кашни кун асапланмалла турӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, — ку вӑл Вавилон патши Навуходоносор вунтӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулнӑ, — Иерусалима Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилон патшийӗн ҫывӑх ҫынни — пырса ҫитнӗ, 13. вӑл Турӑ Ҫуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мӗнпур пысӑк ҫурта та вут тӗртсе ҫунтарса янӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Пӗлтерӳҫӗ тепӗр пӗлтерӳҫӗне хирӗҫ, хыпарҫӑ тепӗр хыпарҫӑна хирӗҫ чуптӑр, Вавилон патшине пӗлтерччӗр: унӑн хулине пур енчен те ярса илнӗ, 32. каҫӑсене ярса илнӗ, керемсене ҫунтарса янӑ, ҫарҫисем сехӗрленсе ӳкнӗ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вавилон ҫарҫисем ҫапӑҫма пӑрахрӗҫ, хӑйсен тӗреклӗлетнӗ вырӑнӗсенче лараҫҫӗ; вӗсен вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ, хӗрарӑмсем пек пулса тӑнӑ, вӗсен ҫурчӗсене ҫунтарса янӑ, сӑлӑпӗсене ҫапса салатнӑ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Мӑнаҫлӑскер такӑнӗ те ӳкӗ, ӑна никам та ҫӗклесе тӑратмӗ; унӑн хулисенче вут кӑларӑп та, вӑл пӗтӗм тавралӑха ҫунтарса ярӗ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.