Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫулне (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑшман пирӗн фронта татса кӗрес-мӗн пулсан, унӑн ҫулне пӳлсе хума Виҫҫӗмӗш дивизи резервӗсен пӗр пайне ал айӗнче тытас пулать.

Мы должны иметь под рукой часть резервов Третьей дивизии для того, чтобы в случае прорыва нам было чем заслонить его.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйӗн ҫулне пӳлсе тӑнӑ пысӑк мар отряда аркатса тӑкрӗ, анчах хальхинче тыткӑна илнисене вӗлерме чарчӗ, тыла ӑсатма хушрӗ.

Искрошил небольшой отряд, заградивший ему дорогу, но взятых пленных рубить не приказал, отправил в тыл.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫапах та Григорий ун ҫулне пӳлме казаксен виҫӗ сотнине кӑларса ячӗ, унтан ыттисемпе хыҫалтан хӳтерсе кайрӗ те, хӗрлӗармеецсем Чукарин хуторӗнчех лавсемпе снаряд ещӗкӗсене пӑрахса тарма пуҫларӗҫ.

Но Григорий кинул в обход три сотни казаков и так нажал с остальными, что уже по Чукарину стали бросать красноармейцы подводы, зарядные ящики.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑштахран суран шӑтӑкӗнчен юн сӑрхӑнса тухрӗ, унтан ҫулне тупрӗ те, тикӗт пек хура юхӑм шӑхӑрнӑ пек сасӑпа ҫӳлелле пӗрхӗнме пуҫларӗ.

Из него, помедлив, высочилась кровь, потом, найдя выход, со свистом забила вверх дегтярно-черной струей.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑвак сухаллӑ мучисемпе юнашар каччӑ ҫулне ҫитмен мӑйӑхсӑр ҫамрӑксем тӗпек ҫӳҫлӗ фронтовиксемпе ылмаш-тӗлмешлӗн тӑраҫҫӗ.

Рядом с седобородыми дедами стояли безусые юнцы, перемеженные чубатыми фронтовиками.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӳллӗ, ҫулне кура мар йӑрӑс пӳллӗ, хитре сӑнлӑ генерал мундирпа, кӑкӑр тулли хӗрес-медальпе, эполетсемпе, генерал иккенне пӗлтерекен ытти эрешлӗ паллӑсемпе сцена ҫине парадри пек маттуррӑн утса тухсан вара пӗтӗм зал алӑ ҫупнӑ, урӑм-сурӑм ҫухӑрашнӑ сасӑсем айне пулать.

А когда на сцену по-парадному молодецки вышагал высокий, стройный, несмотря на годы, красавец генерал, в мундире, с густым засевом крестов и медалей, с эполетами и прочими знаками генеральского отличия, — зал покрылся рябью хлопков, ревом.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Виҫӗ ландштурмист шӑп унӑн ҫулне пӳлмелле утса килет.

Трое ландштурмистов шли ему наперерез.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Малтанласа шкул ҫулне ҫитнӗ вун икӗ ача тата ҫул ҫитменнисем пухӑннӑ.

Собралось вначале в школу двенадцать ребят и подростков.

Шкул // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Каялла чакакан тӑшман ҫулне пӳлес тесе, Вицин поручик роти кукурузӑ уйӗ урлӑ васкавлӑн утнӑ.

Стремясь отрезать отходящего неприятеля, рота поручика Вицина быстрым шагом шла по кукурузному полю.

Турккӑсен ялавӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Вӗсенчен аллӑ тӑватӑ ҫулне ҫарта ирттернӗ.

Более пятидесяти из них он провел в армии.

Пӗрремӗш пайӗ. Пур ҫӗрте те паллӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫапах кашни этем хӑйӗн ҫулне хӑй суйлать.

Все же каждый человек выбирает свой путь сам.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

— Ватса пӑрахать, эсрел! — ахлатса илчӗ кӗтӳҫӗ; унтан вӑл ҫулне кура мар хӑвӑрт кӗтӳ еннелле чупса кайрӗ, чупнӑ ҫӗртех кӑшкӑрашса пычӗ:

— Обломит, окаянный! — ахнул пастух и с неожиданной для его возраста резвостью пустился к табуну, выкрикивая на бегу:

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Голубов, стратеги тӗлӗшӗнчен хӑюллӑ маневр туса, чернецовецсен каялла чакмалли ҫулне пӳлсе хунӑ та, аяккалла кӗрсе каймалли ҫулсене питӗрсе, ҫурри хупӑрласа илнӗ тӑшман ҫине тӳррӗн пырса ҫапмалла тапӑнса пырать.

Голубов смелым стратегическим ходом почти отрезал чернецовцам путь к отступлению, с боков выставил заслоны и фронтальным ударом шел на полузамкнутого противника.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна хирӗҫех ҫинҫе хул пуҫҫиллӗ, каччӑ ҫулне ҫитеймен ҫамрӑк ача пек типшӗм Кривошлыков сӗтел ҫине чавсаланнӑ, вакун чӳречинчен пӑхса пырать.

Против него, облокотясь на столик, смотрел в окно узкоплечий, сухой, как подросток, Кривошлыков.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Манне пӗр вӑтӑр ҫулне катсан, сирӗн пек пулӑшакан хӗрсем валли савӑнӑҫлӑ сӑмах та тупнӑ пулӑттӑм!

Оно ежели бы скинуть с меня годов тридцать, то для таких помощниц нашелся бы у меня веселый разговор!

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шӑтӑксем Усть-Невинскинчен пуҫланса инҫе те инҫе кайнӑ, вӗсем хыҫҫӑн кӗреҫе тытнӑ ҫынсем, лавсем пынӑ, — ҫак ҫынсемпе лавсем ҫине инҫетрен пӑхсан, вӑл кӑткӑ ҫулне аса илтернӗ.

Ямки начинались от Усть-Невинской и убегали все дальше и дальше, а вслед за ними шли люди с лопатами, ползли обозы, передвигались таборы, — издали вся эта живая вереница людей и подвод была похожа на муравьиную тропу.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Темӗн, эпӗ ҫулне курмастӑп, — кӑшт именерех каларӗ Ванюша, мотора ӗҫлеме чарса.

— Что-то я дорогу не вижу,— смущенно проговорил Ванюша, приглушив мотор.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эсӗ, Андрей Федорович, килетӗн — каллех Прасковья патнех туртӑнатӑн, ытти звеносем патне ҫулне те пӗлместӗн.

Ты, Андрей Федорович, прискачешь — опять же норовишь к Прасковье, а к другим и дороги не знаешь.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Стена ҫинче кивелнӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчен юлнӑ сӑнӑсемпе, пӗчӗк ялавсемпе тӗрлесе пӗтернӗ карттӑна курсан, Сергей ун умне пырса, Кантемировски танк дивизийӗн ҫулне кӑтартрӗ…

Увидев на стене старенькую, оставшуюся от военного времени карту, испещренную флажками и стрелками, Сергей подошел к ней и показал расстояние, которое прошла Кантемировская танковая дивизия…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Самолетран пассажир тухрӗ те юр тӑрӑх Сергей ҫулне пӳлесшӗн чупрӗ.

Из самолета вышел пассажир и побежал по снегу, чтобы преградить путь Сергею.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней