Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗнӗ хавал-туйӑмпа хускалса амаланчӗҫ литературӑра тӑрмашас ӗмӗчӗсем.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кусем Катерина Васильевнӑн пурнӑҫа кӗртес килнӗ ӗмӗчӗсем пулнӑ.Это были мечты, исполнения которых желала бы Катерина Васильевна.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ вӗсем пӗрне-пӗри юратнине туйса илеҫҫӗ; кусем вӗсем унӑн ӗмӗчӗсем пулнӑ, вӗсем ӗмӗтсем кӑна пулнине вӑл хӑй те пӗлнӗ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл ӗмӗтленме юратнӑ, анчах унӑн ӗмӗчӗсем хӑйӗн характерӗ пекех лӑпкӑ пулнӑ, вӗсенче, хӑйӗнчи пекех, мӗлтлетсе тӑракан ҫутӑ та вӑйсӑррӑн ҫеҫ ялкӑшкаланӑ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Катерина Васильевна Соловцова унӑн ҫырӑвӗсемшӗн юратса пӑрахнӑ, вӑл хӑйӗн ӗмӗчӗсем ҫинче ҫеҫ никӗсленнӗ юратушӑн каҫса кайса пурӑннӑ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку япала мана килӗшрӗ, илӗртрӗ вӑл, темиҫе кун хушши вара эпӗ хам та: ун ӗмӗчӗсем ҫитмесӗр тӑма пултараймаҫҫӗ, тесе шутласа пурӑнтӑм.Это увлекло меня, и несколько дней я не считал невозможным исполнение ее надежды.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Поэзилле тата пластикӑлла чаплӑ ӗмӗтсем ҫинчен шухӑшлас вырӑнне вӑл чӑнах та пӗрмаях усламсем ҫинчен шухӑшлать, унӑн пуҫӗнчи юрату ӗмӗчӗсем кӑнттам материалиста ҫеҫ килӗшӳллӗ пулма пултарнӑ.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, юрату ӗмӗчӗсем, анчах юратӑвах та мар, ӗмӗтсемех те мар.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах, ун пуҫӗнче юрату ӗмӗчӗсем.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Апат-ҫимӗҫ тупасса кӗтсе, тутӑ пулнипе киленесси ҫинчен ӗмӗтленсе, вӗсем наркӑмӑш тулнӑ сывлӑша ҫӑтаҫҫӗ те, тӗксӗм чун тӗпӗнче вӗсен ҫивӗч шухӑшӗсем, чее туйӑм-сисӗмпе усал ӗҫ тӑвас ӗмӗчӗсем ҫуралаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ырӑ шухӑшсем, тӗрлӗрен тӗрлӗ ӗҫсем пӗрин хыҫҫӑн тепри аса килсе, пуҫ тавра вӑйӑ карти евӗр ҫаврӑнаҫҫӗ; ман чунӑмра ҫак вӑйӑ карти — тинӗс ҫинчи шурӑ кӑпӑклӑ хумсем пекех, вӗсем ҫиелте кӑна ҫапла, анчах лере, шаларах — лӑпкӑ, унта ман ҫамрӑклӑхӑн ҫутӑ та чечен ӗмӗчӗсем, тинӗс тӗпӗнче кӗмӗл пулӑсем ишсе ҫӳренӗ евӗр, лӑпкӑн ишеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Анчах унӑн шухӑш-ӗмӗчӗ хускалсан, манӑҫа тухнӑ асаилӗвӗсем, пурнӑҫланайман ӗмӗчӗсем вӑрансан, вӑл пурнӑҫа усӑсӑр ирттернӗшӗн ӳпкелешмӗ тытӑнсан, — Обломов канлӗ ҫывӑраймасть, вӑранать, вырӑн ҫинчен сиксе тӑрать, тепӗр чухне вара ҫутӑ пурнӑҫ идеалне яланлӑхах ҫухатнӑшӑн, шанчӑка пӗтерсе, сивӗ куҫҫулӗпе макӑрать; хаклӑ ҫын вилсен, ӑна пурнӑҫра кирлӗ таран пулӑшайманшӑн ӳкӗнсе, ҫапла макӑраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан, пур йывӑр шухӑша манса, каллех хӑйӗн тусӗ умӗнче чӗререн савӑнать, калама ҫук илӗртӳллӗ, кӑмӑллӑ, уҫӑ чунлӑ пулать анчах хӑйӗн пуласлӑхӗ ҫухални, илӗртӳллӗ пылак ӗмӗчӗсем татӑлни, пурнӑҫ илемӗ шанса кайни, телее тивӗҫсӗр ӑмсанни ҫинчен аса илет те — каллех пӑшӑрханать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ эп ун пекех пултӑм — орденӑмсем пур, ӗмӗтленни ӑнса пырать, ман ҫинчен вӑл хӑй ӗмӗчӗсем ӑнса пынинчен те тӗрӗс шухӑша кӗме пултарать.Я стал таким, как он, — у меня ордена, удача, и он может по себе, по своим удачам судить обо мне…
Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Марья Ивановна, аннепе иккӗнех тӑрса юлнӑскер, хӑйен ӗмӗчӗсем ҫинчен каласа панӑ.Марья Ивановна, оставшись наедине с матушкою, отчасти объяснила ей свои предположения.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ, вӑл хӑй вунҫичӗ ҫулта чухне Нансенпа, ҫав тери чаплӑ дрейфран таврӑннӑскерпе, тӗл пулни ҫинчен, «вӑл ялавсемпе капӑрлатнӑ урам тӑрӑх, «урра» кӑшкӑракан халӑх хушшинче кун каҫичченех утса ҫӳренӗ, тӑнлавӗ унӑн хӗрсе кайнӑ, ҫамрӑклӑх ӗмӗчӗсем вара унӑн чунӗнче чӑн-чӑн ҫил-тӑвӑл ҫӗкленӗ» — тенисене вулатӑп.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑйӗн телейне тӑруках ӗненме — унӑн хӑйӗн тулман ӗмӗчӗсем пирки кӳренмеллисем ытла та нумай пулнӑ ҫав.Слишком много пережил он разочарований, чтобы сразу поверить своему счастью.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн шухӑшӗсемпе ӗмӗчӗсем пысӑкрах пулнӑ.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Нимле чару та ҫуккипе ӗнтӗ унӑн пӗтӗм ҫылӑхлӑ ӗмӗчӗсем сӗвӗрӗлчӗҫ, вӗсен пӗтӗм туртӑмӗ пӗтрӗ.От одной мысли, что это можно, пропадала всякая охота и всякий интерес.
22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах кӑнтӑр тӗлӗнче суллине тупнӑ, вӑл хуларан пилӗк-ултӑ милре Миссури шывӗ хӗрриле ҫитсе ҫапӑннипе ҫынсем малаллахи ӗмӗчӗсем те пӗтӗмӗшпех пӗтсе ларнӑ: ачасем, паллах ӗнтӗ, шыва анса кайнӑ, ахаллӗн вӗсем хырӑмӗсем выҫнӑран каҫалапа киле те пырса ҫитетчӗҫ, тен, малтанрах та ҫйтетчӗҫ пулӗ.
15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.