Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫырмана (тĕпĕ: ҫырма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳршӗ лашине ҫитерме кайнӑ чух кӗпер ҫинчен тип ҫырмана тирӗнсе анса урине икӗ ҫӗртен хуҫнӑ пулнӑ вӑл.

Оседлал мальчонка соседскую лошадь и погнал в луга — кормиться. На мосту лошадь испугалась чего-то и сбросила седока в глубокий сухой овраг. В двух местах сломал Васек ногу.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр еннелле утма хӑтланчӗ те темӗнле ҫырмана ӳпне-питне ҫаврӑнса анса кайрӗ…

Повернул в противоположную сторону и кубарем покатился в какой-то овраг…

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вут ҫинчи тунката аял енчен ҫунса хавӑлланса кӗнӗ, кӗҫ-вӗҫех татӑлса ҫырмана персе анассӑн туйӑнса тӑрать.

Пень в середке костра уже прогорел насквозь и вот-вот свалится в речку.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑм чӳлмек ӳпӗнтерсе тухнӑ пек, пӗтӗм ҫырмана шакӑрах ҫын пуҫӗ хупласа илчӗ.

Из реки торчали, как глиняные горшки, разноцветные головы.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван леш хӗррине тухса ӳкрӗ — кӗпер шатӑртатса ҫырмана тӳнчӗ.

Не помня себя, Ухтиван успел добежать до противоположного берега, и мост тут же рухнул в реку.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пырса ҫыхлан-ха эс вӗсен ҫумне хӑвӑн пӗлӳ-пӗлмӳ чӗлхӳпе, ҫырмана мӗнле кӗрсе ӳкнине сиссе юлаймӑн.

А попробуй свя-жисьснимисо своим таловым языком — не успеешь моргнуть, как в речке окажешься.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Акӑ пӗр ҫын кӗперпе Каҫса пырать ҫырмана.

Помоги переводом

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Анчах та пулмасан теллев, Салху пылаклӑхне тупаймӑн, — Чӑн, темен чухлӗ пӗвеле, — Тип ҫырмана шыв тултараймӑн.

Помоги переводом

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тата темиҫе кунтан икӗ енчи купасем ҫырма урлӑ пӗрлешмелле те ҫырмана пӳлсе лартмалла.

Помоги переводом

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укҫа хушса пар та, хула тулашӗнчи пӗр ҫырмана кайса тӑкӑпӑр, — тенӗ шофер, кӑвакарса кайнӑ хуҫа ҫине куларах пӑхса.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ тӗпсӗр ҫырмана чикелентериччен малтан ӑна пӗтӗм вӑйпа ҫемҫе вырӑнтан панӑ пулӑттӑм.

Помоги переводом

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Унтан вара пӗр-пӗр тӗпсӗр ҫырмана чикелентерӗттӗм.

Помоги переводом

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна тытса ҫырмана ывӑтма та пулать.

Помоги переводом

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паян Тӑвай районӗнче автобус ҫырмана ҫаврӑнса ӳкнӗренпе 20 ҫул ҫитнӗ.

Сегодня исполнилось 20 лет со дня опрокидывания автобуса в овраг в Янтиковском районе.

Автобус ҫаврӑнса ӳкнӗренпе 20 ҫул ҫитнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32678.html

Халь ҫырмана тӑм илме кайрӗ-ха.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫырмана тӗртсе ярасси йывӑр япала мар, ывӑлӑм.

Помоги переводом

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫырмана пӑрахатпӑр-и?

Помоги переводом

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫырмана тӗртсе ярас-и ӑна?

Помоги переводом

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи васкаса питне ҫурӗ те пӗчӗкҫеҫ чӗреспе ҫырмана шыв ӑсма чупрӗ.

Помоги переводом

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине хӑварнӑ пӗр-пӗр пӑсташ япалана — вӑл ҫӗтӗк татки е тӑм кӗлетки кӑна пултӑр, — таҫта ҫырмана кайса пӑрахаҫҫӗ.

Помоги переводом

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней