Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Ҫиҫӗм» колхозри пӗр каччӑ, Аркадий Караньялов ятлӑскер, шофер ӗҫне пӑрахса хӑй ирӗкӗпех фермӑра ӗне сума пуҫланӑ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— «Ҫиҫӗм» колхоза командировкӑна каятӑр.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Пире ир-ирех чӑрмантарнӑ хӗр «Ҫиҫӗм» колхоз столовӑйӗнче ӗҫлет иккен, Елен ятлӑ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫиҫӗм кӑна хутран-ситрен имшеррӗн чӗлтӗртетсе йывӑҫ тӑррисене хӗмлентерет.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Ҫав вӑхӑтра таҫта хӗвеланӑҫ енче, инҫетре-инҫетре, кушак куҫӗ пек ҫиҫӗм чӑлтӑртатрӗ, аслати хуллен хӑлтӑртатрӗ.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Куҫӗ ҫиҫӗм пек ялкӑшса илчӗ унӑн.
Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вашт кӑна сиксе утланчӗ те хӗр ҫиҫӗм пек аякра та мар курӑнса ларакан вӑрман еннелле вӗҫтерчӗ.
Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Капкӑна ҫаклантӑмӑр!» — вӗлтлетсе иртрӗ Укаслу пуҫӗнче ҫиҫӗм пек шухӑш.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Драгунсем кӗтмен ҫӗртен сиксе тухрӗҫ те тупӑсен енне ҫиҫӗм пек чӗвӗнчӗҫ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Укаслу, Тимофей -казакпа пӗрле, вӗсем патне ҫиҫӗм пек сиктерсе ҫитрӗ.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл утне ҫиҫӗм пек малалла васкатрӗ.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Салтаксем килсе ҫитнӗ тени ял тӑрӑх ҫиҫӗм пек хӑвӑрт сарӑлчӗ.
Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хулана ахӑрсамана хыпарҫи килсе, вӑйпута вӑрласа тарнӑ тени халӑх хушшинче ҫиҫӗм пек сарӑлчӗ.
Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Патька-патша манихвестне илсе килнӗ текен хыпар Кӗтнепе Хырла тӑрӑхне ҫиҫӗм пек хӑвӑрт сарӑлчӗ.
Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫиҫӗм пек пырса ҫапрӗ вӑл тӑшмана.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Патька-патша йӗкӗчӗсем Валтиелӗн кукӑр-макӑр урамне хӗҫӗсене ҫиҫӗм пек йӑлтӑртаттарса пырса кӗчӗҫ.
Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Куҫӗ унӑн вут та ҫиҫӗм.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуҫра ҫиҫӗм пек шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ…
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хыҫалтан сиктерсе пыракан юланут вӗсен патнелле ҫиҫӗм пек хӑвӑрт ҫывхарчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӗнтӗ ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати авӑтать, Пӗтӗм тӗнче тӗсӗ тӗксӗмпе хупланать: Ҫил-тӑвӑлпа тухса ҫавра ҫил ахӑрать, Пӗлӗтпе ҫӗр тусан ҫаврӑнса хутшӑнать.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.