Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫаврӑнӑшне (тĕпĕ: ҫаврӑнӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем вӑрман кашлакан уйсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ хыҫҫӑн куҫ хывакансем ҫийӗнчех тупӑнаҫҫӗ.

После введения в оборот сельскохозяйственными предприятиями и фермерскими хозяйствами в оборот земель, где ранее шумели леса, находятся и те, кто примечает их.

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

«Корма» агрофирма та усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе сахал мар вӑй хучӗ.

Помоги переводом

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Хирти Пикшикри А. Багаутдинов пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ уйра та 3-4 ҫул каялла ҫеҫ вӑрман ӳсетчӗ, халь ӑна аса илтерекенни нимӗн те тӑрса юлман.

Помоги переводом

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Анчах унчченхипе танлаштарсан самана сӗмӗ, экономикӑри лару-тӑру «ниме» сӑмаха лексиконран кӑларса (вӑхӑтлӑха ҫеҫ тесе шутлатӑп) ҫӗнӗ терминсене сӑмах ҫаврӑнӑшне кӗртрӗ.

Помоги переводом

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Кӑҫал районта пушӑ выртакан 2148,71 гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме палӑртнӑ.

В этом году 2148,71 гектаров свободной земли решили включить в севооборот.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Канашлура усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртесси, хамӑра тивӗҫекен пайсене нимӗн те акмасӑр хӑварса ҫум курӑк ӳстерме юраманни пирки те каларӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстересчӗ, выльӑхран тупӑш кӗртесчӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11447-r-pul ... h-k-rtesch

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен умне ҫав ӗҫе малалла тӑсма тӗллев лартатӑп тата асӑннӑ акци вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ куҫман пурлӑхӑн мӗн пур объектне хуҫалӑх тата налук ҫаврӑнӑшне кӗртмелле, кирлӗ пулсан вара – йӗркелесе ҫитермелле е пӑсмалла.

Перед органами местного самоуправления ставлю задачу продолжить работу и вовлечь все выявленные в ходе акции объекты недвижимости в хозяйственный и налоговый оборот, а при необходимости — привести в порядок или снести.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртсе пин ҫурӑ гектара ҫитернӗ.

Помоги переводом

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Пусӑ ҫаврӑнӑшне, хӑш хире мӗн чухлӗ им-ҫам кӑлармаллине планланӑ.

Помоги переводом

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫав ҫулсенче ҫӗрулмин пусӑ ҫаврӑнӑшне йӗркелесе ҫитернӗ, кашни хуҫалӑхрах унпа килӗштерсе лартнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Усӑ курман 500 гектара кӑҫал пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме планланӑ, 692 гектара ӗҫе кӗртнӗ.

Неиспользованные 500 гектаров земли запланировали для использования колодезных колец, 692 гектара в работе.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Кӗр тыррисем акма 300 гектар ҫӗр хатӗрленӗ, ҫав шутра 120 гектарне пусӑ ҫаврӑнӑшне ҫӗнӗрен кӗртнӗ.

Помоги переводом

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Ҫавӑнпа прокуратура та халӑх патне ҫывӑхрах пулма тӑрӑшать — ӗҫ ҫыннин прависене хӳтӗлес, наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшне тӗрӗслес, ҫут ҫанталӑка сыхлассипе саккуна пӑхӑнас тӗлӗшпе хӗрӳ лини йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Пусӑ ҫаврӑнӑшне пӑхӑнмалла.

Помоги переводом

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Шыв юхма канав тунӑ хыҫҫӑн усӑ курмасӑр выртнӑ лаптӑксене те пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.

Помоги переводом

Ҫапма пӗлмесен... // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Наркотиклӗ, психотроплӑ, хӑватлӑ витӗмлӗ хутӑшсен закона хирӗҫле ҫаврӑнӑшне асӑрхаттарас тӗлӗшӗнчи законодательствӑна пӑхӑнасси пирки наркотике хирӗҫле комисси ларӑвӗнче пӑхса тухрӗҫ.

Помоги переводом

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Куккуруса пӗр вӑхӑт акманччӗ, халӗ паха ҫак ӳсен-тӑрана пусӑ ҫаврӑнӑшне ҫӗнӗрен кӗртрӗмӗр.

Помоги переводом

Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Шурри ӳт чирӗсенчен сиплет, тӗртӗмсенчи юн ҫаврӑнӑшне лайӑхлатать.

Белок лечит от кожных заболеваний, улучшает кровообращение в тканях.

Тӑм пашалу хурсан лайӑх // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Ял хуҫалӑх пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурхи кампанире ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене 70 гектарне кӑна пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.

Помоги переводом

Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Ҫурхи ака пуҫланиччен ял хуҫалӑх таварӗсене туса илекенсем кӑҫал 1850 гектар ахаль выртакан ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме палӑртнӑ.

Помоги переводом

Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней