Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл яри уҫса хунӑ кантӑк умӗнчи тенкел ҫинче, урине хӑй айне хутлатса хурса, кӗнеке вуласа ларать.Поджав под себя ногу, он сидел на лавке около распахнутого окна и читал книгу.
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Керменӗн мӗнпур кантӑкӗсене яри уҫса пӑрахнӑ, шӑлтан халиччен купца илтмен музыка калани илтӗнет.Все окошки во дворце растворены, и играет в нем музыка согласная, какой никогда он не слыхивал.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Ҫавӑнпа Андрей Васильевич уншӑн халь — яри уҫӑлнӑ кантӑкран пал-пал кӗрлесе кӗрекен янкӑр-янкӑр сывлӑш та, кал-кал шанчӑк та…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Алак яри уҫалчӗ те, класа таманпа шап-шура хупӑрланнӑ, паш-паш сывлакан Никандр вӑркӑнса кӗрсе тӑчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шкул алӑкӗ яри уҫӑ, питӗрмен.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпир аннепе ҫывӑхарах пытӑмӑр, сасартӑк алӑкӗсем хӑйсем тӗллӗнех яри уҫӑлса кайрӗҫ те, эпир кӗрсе лартӑмӑр.Мы с мамой подошли, и вдруг двери сами разошлись, и стало можно войти.
Эпӗ метрора ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Лось яри уҫӑ хапха тӑпсинчен тӗршӗнсе тӑрать.
Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Акӑ, чул пӳрт алӑкне яри уҫса ярать те Виталий, кӗрет те шала таплаттарса, ҫутать те ҫутӑ — яп ярса тытать Бонапарта кӑкӑрӗнчен.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хапхамӑр, сан тӗлне — яри уҫӑ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юр, тӳпе хапхине яри уҫса янӑн, татти-сипписӗр тӑкӑнать.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Подвал алӑкӗ кӗмсӗртетсе яри уҫӑлчӗ те, унтан дворник чупса тухрӗ.Дверь подвала широко с грохотом распахнулась, и из нее выбежал дворник.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Кларк алӑк хӑлӑпӗнчен туртрӗ те, асӑрханса, ҫав вӑхӑтрах ытлашши сӑпайлӑн та мар, алӑка яри уҫса ячӗ.Нажал ручку двери, осторожно, но вместе с тем и без излишней скромности распахнул ее.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Зубавин кӗсьери пистолетӑн мӑкӑль-шакӑллӗ аврине хыпашласа пӑхрӗ те будка алӑкне яри уҫса ячӗ, шлагбаум патнелле утрӗ.Нащупав в кармане рубчатую рукоятку пистолета, Зубавин распахнул дверь будки и подошел к шлагбауму.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӑна пӳлӗмӗ ҫав-ҫавах ҫӳлӗ маччаллӑ, ҫутӑ сарӑрах английски рояль те кунтах ларать, пӳлӗмӗн пысӑк чӳречисем яри уҫӑ, вӗсем витӗр ешӗл йывӑҫсем тата садӑн сарӑ, хӗрлӗ сукмакӗсем савӑккӑн курӑнаҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ пӳлӗме каялла таврӑннӑ ҫӗре пӗчекҫӗ кирпӗчсене тата тӑвар пирамидисене чӳрече янаххи ҫине купаласа хунӑ, Николай яри уҫӑ чӳречерен хӑйӑра тата тӗлӗрекен шӑнасене ҫунатпа шӑла-шӑла тӑкать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Юратнӑ ҫыннипе ҫемьеллӗ пулса, килйыш ӑшши-сипетне шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса-упраса пурӑнас тесеччӗ вӑл, ҫуралан ачи-пӑчине телейлӗн утьӑкка сиктере-сиктере Виталипе хӑйӗн: кӑмӑлне яри кӑтартмалӑх хӗпӗртес тесеччӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мукуҫ мучи, йӗкӗте кӗпе ҫухавинчен ҫатӑрласа тытрӗ те, хуткупӑсне хулпуҫҫийӗ урлӑ ҫаклатса, алӑк патне танкӑлтаттарса пычӗ, алӑка яри уҫса, тулалла вашт ҫеҫ кӑларса ячӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Йӗкӗчӗн ятне ҫиппе халь-халь йӗрлесе пӗтерес патне ҫитнӗскер, йӗппине пӗрене, ҫумне тирсе, тӗрӗллӗ алтутрине кӑкӑрӗ умне пытарма ӗлкӗрчӗ кӑна — пӳрт алӑкне купӑс уртнӑ кӑшт хӗрӗнкӗрех Виталий яри уҫса та ячӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл ҫавӑнтах чӳречене яри уҫса ярать.
Вӑрҫа — вӑрҫӑ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Шоферсем, кирек хӑш самантра та машина ӑшӗнчен сиксе тухма хатӗрленсе, ҫунакан хуларан кабина алӑкӗсене яри уҫса пӑрахса тухаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.