Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

яланлӑхах (тĕпĕ: яланлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Волгоград облаҫӗнчи Городище районӗнчи Кузьмичи ялӗнчи ҫар ҫыннисен тӑванла масарӗнче пӗр ялтан вӑрҫа кайнӑ икӗ салтак яланлӑхах канӑҫ тупнӑ.

Помоги переводом

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Эсӗ илтместӗн мана, эсӗ яланлӑхах хӑлхасӑр пулса юлтӑн, малашне ӗнтӗ нихҫан та илтеймӗн…

Ты не слышишь меня, ты оглох и никогда больше не будешь слышать…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пуринчен ытла вӑл Нина хӑйшӗн яланлӑхах ют пулнине туйрӗ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ача садран инҫех те мар пурӑннӑ-мӗн, вӑл, сада вӑрттӑн кӗрсе, тӑкӑннӑ улмасене — пусине пухнӑ, анчах ун алли яланлӑхах сусӑрланса юлнӑ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пыл чашӑкне лекнӗ шӑна ҫапла асапланать; вӑл пылне йӗкленичченех ҫисе тӑраннӑ ӗнтӗ, ирӗкре вӗҫсе ҫӳреме каясчӗ унӑн, анчах ӑна пыл ямасть: вӑл урасене те, ҫунатсене те ҫилӗм пек ҫыпӑҫнӑ, хӑй ҫумне яланлӑхах ҫыхса лартнӑ; унӑн пылакӗ те ӗнтӗ тӳсме ҫук йӳҫӗ, ҫапах тӳсес пулать, пур пӗрех вӑл хӑйӗн ҫирӗп ытамӗнчен вӗҫертмест.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анчах та пачах, яланлӑхах вӗҫерӗнмелле мар вӑл.

Помоги переводом

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ту енчи мӑрсасем вырӑссемпе яланлӑхах пӗрлешме шутласа хунӑ.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусан хапхи пирӗншӗн яланлӑхах хупӑннӑ.

Помоги переводом

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унӑн хӑйӗн пуҫӗнче уйӑхӗ-уйӑхӗпе пуҫтарӑнса пынӑ иккӗленӳллӗ шухӑшсене пӗрерӗн-пӗрерӗн суйласа тухмалла, пӗрре сӳтсе тепре явмалла, вӗсенчен яланлӑхах хӑтӑлмалла.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсир вырӑссемпе таса кӑмӑлпа пӗрлешнине, Хусан княҫӗсенчен яланлӑхах тасалма тӑрӑшнине ӗненетӗп.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яланлӑхах вырӑссен енне куҫрӑмӑр.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Стрелецки голова Сӗве вӑрринчен яланлӑхах Мускава каять иккен.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗр ҫул хушши ханлӑх аллинче тӑнӑ илпеклӗ ҫӗр-шыва яланлӑхах ҫухатмалла-и?

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сисмест мар, сисет таркӑн тимӗрҫӗ: ҫамрӑклӑх уйрӑлу юрри юрласа яланлӑхах тухса кайрӗ уншӑн.

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсенчен яланлӑхах Хусана службӑна юлакансем сахал.

Помоги переводом

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑнана мар, яланлӑхах.

Помоги переводом

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла яланлӑхах юлчӗ ҫак кушак утарта.

Помоги переводом

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Хӗллен пӗрремӗш кунӗ пӑртассемшӗн яланлӑхах савӑнӑҫлӑ пулӑмпа асра юлчӗ - виҫӗмкун кунта тӗплӗ юсав хыҫҫӑн ҫӗнелнӗ врач офисне уҫрӗҫ.

Помоги переводом

Тӗплӗ юсав - аталану палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11797-t- ... lanu-palli

Анатолий Александровичпа Екатерина Николаевна Мочаловсен - упӑшкипе арӑмӗн - чӑн-чӑн орденӗсемпе медалӗсем тата ку наградӑсен удостоверенийӗсем те /вӗсене ҫак мӑшӑрӑн хӗрӗ музея яланлӑхах упрама панӑ/ чылайӑшне кӑсӑклантараҫҫӗ.

Помоги переводом

«Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.

Кӗтерне, чӗререн лӑпкӑ мар пулин те, ытла хыпӑнса ӳкмен, паян ун Алексей вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче килсе кайнӑ чухнехи пек ӑшталанса ҫӳреме сӑлтав ҫук: ӗнтӗ ывӑл курма кӑна килмест, яланлӑхах таврӑнать.

Помоги переводом

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней