Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗксӗм лаҫра пӗр-ик минут вӑл сӑмах чӗнмесӗр юпа пек тӑчӗ, киленнипе куҫне хупса, ачаранпа пӗлекен, чуна тивекен шӑрша каҫса кайса шӑршларӗ, унтан ытараймасӑр мӑлатук ярса тытрӗ…
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫав шӑрша пула Варя Трофимова хама ытти сестрасемпе, рентгенологпа, аслӑ врачӑн арӑмӗпе тата ыттисемпе те паллаштарнӑ чухнех кӑмӑл пӑтранчӗ манӑн, хӑсассӑм килчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсенчен тӑварлӑрах ҫамрӑк шӑршӑ тухса тӑчӗ, ҫак шӑршӑ уҫӑ форточкӑсенчен кӗрсе госпитальти шӑрша сирсе ячӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ те вӑл, ыратакан урисене кӳленчӗксем тӑрӑх аран ҫеҫ сӗтӗрсе пынӑ чух, выҫӑскер, ыратнипе тата ывӑннипе тӑнран каяс патнех ҫитнӗскер, кӳленчӗксемпе шӗлкӗш юра тата тӗл-тӗлӗпе тухнӑ пылчӑка ылханнӑ пулин те, нӳрӗ те ырӑ шӑрша кӑкӑр туллин ҫӑтнӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑлхисем лӑплантарчӗҫ ӑна, анчах темле шӑрша туйни хӑрушлӑх пуррине систерчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ара, тепӗр ҫын шӑрша па ч туймасть-ҫке.
Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29
Пӑшалтан персе лектернӗ кайӑка тупма шӑрша лайӑх пӗлекен утрав тата континенталь йыттине, ретривери е спаниели ӑрачӗллине чуптармалла.
Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
14. Тавах Турра! Ҫӗнтерӳллӗ пынӑ чухне Вӑл пире, Христоспа пӗрлешнӗскерсене, яланах Хӑй хыҫҫӑн илсе пырать, Хӑй ҫинчен пӗлтерекен ырӑ шӑрша пирӗн урлӑ пур ҫӗрте те сарать.
2 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсен ҫӑварӗ те пур — калаҫмаҫҫӗ; куҫӗ те пур — курмаҫҫӗ; 14. хӑлхи те пур — илтмеҫҫӗ; сӑмси те пур — шӑрша туймаҫҫӗ; 15. алли те пур — хыпашлаймаҫҫӗ; ури те пур — утаймаҫҫӗ; пырӗнчен сасӑ та кӑлараймаҫҫӗ.
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Шуйттан, ҫав шӑрша сиссен, Тури Египета ҫитичченех тарнӑ — Ангел ӑна ҫапла ҫыхса лартнӑ.3. Демон, ощутив этот запах, убежал в верхние страны Египта, и связал его Ангел.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах та эсӗ мӑшӑр пӳлӗмне кӗрсен тӗтӗркӗч ил те унта пулӑ чӗрипе пӗверне хурса тӗтӗр; 18. шуйттан ҫав шӑрша сиссенех тухса кайӗ те урӑх нихӑҫан та каялла килмӗ.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.