Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӳллӗ сăмах пирĕн базăра пур.
пӳллӗ (тĕпĕ: пӳллӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Санашкалах сарӑ вӑл, лутрарах пӳллӗ кӑна.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Чылай ҫулсем иртсен, кикаклата-кикаклата кайӑкхурсем кӑнтӑр енчӗн ҫуралнӑ ҫӗршыва таврӑннӑ кунсенче, Хырла вӑрманӗсенче тарса ҫӳрекен пӑлхавҫӑсем патне аманса-сусӑрланса пӗтнӗ пӗр вӑтам пӳллӗ, хулӑм туталлӑ чӑваш пырса тухрӗ.

Помоги переводом

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яштака пӳллӗ, хӗҫ пек ҫӳхе мӑйӑхлӑ, хӗр пек чиперскер…

Помоги переводом

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яштака пӳллӗ, тӑрӑхларах питлӗ, ҫӳллӗ ҫамкаллӑ, ҫӑлтӑр куҫлӑ каччӑ…

Помоги переводом

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑра улпут мӑшлата-мӑшлата лутра пӳллӗ ҫӗтӗк камсул уртса янӑ хресчен енне ҫаврӑнчӗ те тем пӑшӑлтатса калама тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ермолай пуп шӑчӑ пек вӑрӑм пӳллӗ, вӑтӑрсене ҫитсе пыракан ырханкка арҫын.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑтам пӳллӗ, хулӑм туталлӑскер, вӑл автан пек сиккелерӗ.

Помоги переводом

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Элчӗ пысӑках мар пӳллӗ, яштакскер.

Помоги переводом

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл — вӑтам пӳллӗ, хулӑм туталлӑскер.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яштака пӳллӗ, хӗҫ вӗҫӗ пек ҫӳхе мӑйӑхлӑ каччӑ.

Помоги переводом

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл каласа та пӗтереймерӗ, алӑк уҫӑлчӗ те пӳрте Хусан патӗнче Пӑкачав енне каҫнӑ яштака пӳллӗ, хура, хӗҫ вӗҫӗ пек ҫӳхе те авӑнчӑк мӑйӑхлӑ айпарӑш каччӑ, Алюнов полковник кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра мунча таврашӗнче аппаланакан хӗрарӑмсенчен пӗри такама тем кӑшкӑрчӗ те Пӑкачав тавра пуҫтарӑннӑ арҫынсем патне васкаса чупса пычӗ, унта вара, хӑрах хӑлхаллӑ яштака пӳллӗ йӗкӗте аллинчен тытрӗ те калаҫа-калаҫа хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрӑм пӳллӗ йӗкӗт маларах тухрӗ те: — Патька-патша, Хусанкка сана ырӑ хыпар пӗлтересшӗн, — терӗ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тимофей тата вӑрӑм пӳллӗ, хӗсӗк куҫлӑ йӗкӗт шала кӗрсе тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр, пуҫҫапа-пуҫҫапа кӗл тунӑ май, Киремет картине хӑй хыҫҫӑн кӗнӗ ҫӳллӗ пӳллӗ, сылтӑм урине уксахласарах пусакан йӗкӗте те асӑрхамарӗ, хӑй хыҫӗнчи ура сассине те илтмерӗ.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл вӑтам пӳллӗ, пӗчӗк ача кӗлеткиллӗ, кӑшт ырхантарах.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ, ҫак ҫурт алӑкӗ уҫӑлчӗ те вӑтам пӳллӗ хӗр вутӑ йӑтса шалалла кӗчӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрӗ тиркемелле мар, йӑрӑс пӳллӗ, хӗрлӗ сӑнлӑ, хура куҫлӑ, икӗ вӑрӑм ҫивӗтлӗ, чунӗ ырӑ, кӑмӑллӑ, ӗҫӗнче те пит хастар, — терӗм эпӗ Андрее.

Помоги переводом

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Хӗрсем ҫав тери илемлӗ пӳллӗ.

Помоги переводом

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Латака пӳллӗ, лаптак питлӗ, тӗксӗр симӗс крыжовник евӗрлӗрех тӗпчӗк куҫлӑ, хирти сӳсен ҫӳҫлӗ Улькка аппа ҫулӗсене кура мар (ӗмӗрӗпех тӳрӗ ӗҫре кутӑрланса, хӑшкӑлса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑранпа вунӑ ҫул та ҫитет ӗнтӗ) пиҫӗ, йӑрӑ, вӑр-вар карчӑк.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней