Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑвакал сăмах пирĕн базăра пур.
кӑвакал (тĕпĕ: кӑвакал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ тенӗ пек: — Ваше благороди, турӑ ятне кирлӗ-кирлӗ маршӑн асӑнас марччӗ! — тесе хучӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юрать Сарье, Нухрат хӗрӗ, кӑвакал тукмакӗ илсе тухса ҫитерчӗ.

Помоги переводом

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫуркуннехи кӑвакал кӗрхи пек мӑнтӑр мар ҫав вӑл, ҫӑмӑллӑн вӗҫсе хӑпарать те эс тӗлленӗ ҫӗре куҫран ҫухалать.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫул хӗрринчи упасарри хушшинчен тепӗр кӑвакал ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл пырса тухнӑ тӗлтен вӗтлӗхелле икӗ кӑвакал вӗҫсе хӑпарчӗ.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑвакал пама кайсан Ятламаса калаҫтаратпӑр-ха мӑрсапа.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мана валли кӑвакал пулать-и вара? — терӗ.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эй, халь ҫакӑн пек касӑлса ҫитнӗ вӑхӑтра пӗр кӑвакал та теме тӑратчӗ.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑвакал амисем чӗпӗ кӑларма пуҫламан халь.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑшт хаклӑрах ыйтсан… калӑпӑр, тренчӗл пуҫне виҫ кӑвакал аҫи… тархасшӑн, илме хатӗр.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑвакал кутӑн ан чӑмтӑр, — хӑйӗн сӑмахне ытараймарӗ Мамич-Бердей.

Помоги переводом

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пирӗн кӑвакал пӗрре те аптраса ҫитнӗ пек туйӑнмасть-ха, кутӑн чӑмма та васкамасть.

Помоги переводом

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вырӑнлипе вырӑнлӑ маррине халь калама пит йывӑр, эп ӑна-кӑна шайлаштарса виҫме, хак пама ҫамрӑкрах-ха, айванрах, анчах чӑвашсен пит хитре сӑмах пур: аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ тет.

Помоги переводом

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑвакал тытма та майлӑ Сӗве вӑрринче.

Помоги переводом

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй вӑл, мӑн кӑмӑллӑскер, шарламасть, аскерсем сунартан таврӑнсан вара хӗрарӑмсене хан ҫавӑн чухлӗ кайӑк хурпа кайӑк кӑвакал, ҫавӑн чухлӗ пакшапа кӑш вӗлерчӗ тесе савӑнса каласа кӑтартаҫҫӗ.

Помоги переводом

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫын пек те шӑхӑрать, шапа пек те кваклатать, кӑвакал пек те нартлатать.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Хурпа кӑвакал чӗпписене вӑрлама килчӗ.

Помоги переводом

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Коля чӑх чӗпписене сыхлама пулчӗ, эпе — хурпа кӑвакал чӗпписене.

Помоги переводом

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Пӑши те, тилӗ те пырса ҫӳрет кунта, кайӑк кӑвакал, ӑсан, куккук, сӑнчас, кукӑр сӑмса, сар кайӑк, уйӑп… — шутласа та пӗтерес ҫук!

Помоги переводом

Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.

Ҫыран хӗррине тухнӑ кӑвакал ами чӗпписене типӗ ҫӗре тухма нартлатсах тархаслать.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней